Вторник, 23 апреля

Эх, Çăварни-Çăварни, катăк çатма икерчи!

Эх, Çăварни-Çăварни, катăк çатма икерчи!

Иртнĕ вырсарникун Тукай ялĕнче пурăнакансем хаваслă лару-тăрура Çăварни уявне ирттерчĕç. Ăна «Шăпчăксем» фольклор ушкăнĕн пултаруллă хĕр ачисемпе арçын ачисем пуçларĕç. Сывлăх, телей, пÿрт тулли ача-пăча, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, мирлĕ пурнăç сунса тĕрлĕ сăвăсем каларĕç те… эх, тытăнчĕç вара пурте юрра-ташша! «Шурăмпуç» фольклор ушкăнĕн купăсçи Александр Степанов еплерех ташлаттарчĕ!
«Автан çапăçăвĕ», «Çĕтĕк çăпата» вăйăсене вылярĕ халăх. Пухăннисем вĕрен туртса ăмăртрĕç. Ку тупăшура, паллах, арçынсем çĕнтерчĕç. «Автан çапăçăвĕнче» Владимир Мартынов пурне те парăнтарчĕ. «Çĕтĕк çăпата» ывăтассипе Денис Чернов чи маттурри пулчĕ. Çĕнтерÿçе Даниил Портнов çамрăк тÿре палăртрĕ. Ăмăртусенчи чи вăйлă хастарсем парнесене тивĕçрĕç.
Катаччи те чупрĕç çав кун. Эх, еплерех савăнать халăх! Пурин питĕнче те йăл-кулă, савăнăçлă кăмăл палăрать. Тимĕр урхамах — мотоблок та çул çине тухрĕ уява хăйне евĕрлĕх кÿме! Çăварни карчăкки урлă та сикрĕç çамрăксемпе аслисем. «Чир кайтăр!», «Усал-тĕсел ан çулăхтăр!» тесе йăлт! та ялт! турĕç. Ачасем тăвайккинчен ярăнчĕç. Çăварнире чейпе, икерчĕпе сăйланчĕ ял-йыш, унтан асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç. Уява «Шăпчăксем» пултарулăх ушкăнĕн хастарĕсемпе унăн ертÿçи Галина Степанова йĕркелесе ертсе пычĕç, ăна илем кÿчĕç. Вĕсене пысăк тав.

А.КУРИЦЫНА.
Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *