Панджшер ахрăмĕ

Панджшер ахрăмĕ

1979—1989 çулсем… Аслă та хăватлă Совет Союзĕ вунă çул хушши Афганистан халăхне Апрель революцине хÿтĕлеме, демократилле республика шайне çĕкленме пулăшать. Анчах та çак çулсем пирĕн çĕршыва йывăр суран кÿрсе амантса хăвараççĕ. 15 республикăна пĕр чăмăра пуçтарнă çĕршывăмăр арканса каять. Афган вут-çулăмĕ витĕр тухнă çынсемшĕн тата çав синкерлĕ кунсенче ывăлĕсене çухатнă çемьесемшĕн çав вăрçă халĕ те вĕçленмен. 1984 çулта Афганистан çĕрĕнчи Панджшер ту хушăкĕнче пулса иртнĕ çăпăçăвăн ахрăмĕ иртнĕ эрнере Хирти Явăш ялне килсе çитрĕ. Калуга облаçĕнчи Балабаново хулинче йĕркеленнĕ Афганистан ветеранĕсен «Панджшер-682» ятлă обществăлла организацийĕ пирĕн район администрацине çырупа тухнă. Çырăва правлени председателĕ Александр Ружин çырнă. Унта Умань тата Варшава хулисен ячĕллĕ, Хĕрлĕ ялавлă, Кутузов орденĕллĕ мотострелоксен 682-мĕш полкри 1-мĕш батальонра службăра тăнă Игорь Гаврилов аслă сержанта «Панджшер-682» обществăлла организаци «За участие в Панджшерской операции» Хисеп палли парса чысласси çинчен каланă.
Мартăн 11-мĕшĕнче Хирти Явăш тĕп шкулне халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Сумлă хăнасем хушшинче Игорь Гавриловăн амăшĕ — Антонина Герасимовна Гаврилова, Игорĕн Федорпа Юрий шăллĕсем, вĕсен çывăх тăванĕсем. Гавриловсен çемйине чыс тума шкула район пуçлăхĕ Ремис Мансуров тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Расим Асеинов килсе çитрĕç. Хисеп паллине «Панджшер-682» обществăлла организаци ячĕпе республикăри çар комиссарĕ Бахтиер Холиков полковник, Елчĕкпе Комсомольски районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов Игорĕн амăшне — Антуни аппана пачĕç. Çак савăнăçлă та çав вăхăтрах хурлăхлă мероприятире Афган вăрçин ветеранĕсем те пулчĕç. Шупашкартан Владимир Назаров килсе çитнĕ. Вăл та çак шкултанах вĕренсе тухнă, çар хĕсметне Афган çĕрĕнче ирттернĕ, Панджшер ту хушăкĕнче аманнă пулнă. Виктор Гавриловпа Иван Мамуткин Игорь ячĕпе сцена çинче Афган юррисене юрларĕç. Ветерансем хăйсен çар туслăхĕн тата тăванлăхĕн чăн-чăн çирĕплĕхне кăтартса пачĕç. Шкул ачисем, культура ĕçченĕсем, районти «Каçал» халăх фольклор ушкăнĕ хăйсен пултарулăхĕпе куракансен кăмăлне çĕклерĕç.
Игорь Гаврилов çемьере виççĕмĕш ача пулнă. Икĕ хĕр хыççăн ывăл çуралсан ашшĕ-амăшĕшĕн мĕнле савăнăç пулнине калама та кирлĕ мар пуль. Арçын ача сывлăхлă ÿснĕ. Чупассипе, йĕлтĕрпе ярăнассипе тантăшĕсем хушшинче ăна çитекен сахал пулнă. Спорт ăмăртăвĕсене, «Зарница» вăййисене хаваспах хутшăннă вăл. Çар ĕçĕн пуçламăш урокĕсенче тĕл перессипе те малта пулнă Игорь. Çĕнтерÿçĕн Хисеп грамотисем, Дипломĕсем çемье архивĕнче паян кун та тирпейлĕн упранаççĕ. Вунă класс пĕтернĕ хыççăн салтака кайиччен професси илес тесе каччă Сĕнтĕрвăрринчи ял хуçалăх профессипе техника училищине вĕренме кĕрет. Автомобиль водителĕ тата 3-мĕш разрядлă автослесарь, тракторист специальноçĕсене алла илсе ĕлкĕрет вăл. Пултаруллă каччă десантник пулма ĕмĕтленет.
1982 çулхи çуркунне вăл салтак атти тăхăнать, çав çулах июлĕн 27-мĕшĕнче ялав чуптуса çĕршыва тупа тăвать. Салтакра та пултарулăхĕпе палăрнă пирĕн Хирти Явăш каччи. «Паян — вырсарникун. Ирех тăрса 1000 метра кросс чупрăмăр. Эпĕ чи лайăх вăхăт кăтартрăм. Полковник ĕненмерĕ. Халĕ тепре чупас пулать», — çырать Игорь 1982 çулхи июлĕн 19-мĕшĕнче. Çарта «альпинист-инструктор» специальноçа алла илет. Сентябрĕн 8-мĕшĕнче çырнă çырура хастар салтак хăй çывăх вăхăтра БМП командирĕ тата штурмовик-десантник пуласси çинчен пĕлтерет. Гавриловсен çемье архивĕнче çар командованийĕ янă Тав çырăвĕ упранать: «…Ваш сын показывает пример подлинного служения Родине, высокой политической и боевой подготовки. …Отличник боевой и политической подготовки получает рекомендацию для льготного зачисления в высшее учебное заведение. Это право он заслужил своим добросовестным отношением к выполнению воинского долга, трудолюбием, личной дисциплинированностью…» Юлашки çырăвне Игорь Гаврилов 1984 çулхи мартăн 4-мĕшĕнче Термез хулинчен çырнă. Çав кун масштаблă вĕренÿсем пуçланасси çинчен пĕлтернĕ, амăшĕпе кĕçĕн йăмăкне çывхарса килекен Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламланă.
Март уйăхĕн варринче 1500 совет салтакĕнчен, 150 офицертан тăракан формировани Афганистан чикки урлă каçать. Парван провинцинчи Панджшер ту хушăкĕнче совет çарĕн 7-мĕш масштаблă операцийĕ пуçланать. Вунă çул хушши пынă Афган вăрçинче пирĕн çар чи пысăк çухатусене çак ту хушăкĕнче тÿснĕ. Афган çĕрĕнче пурĕ 15 пин совет салтакĕн пурнăçĕ татăлнă пулсан, 1984 çулта 2343 салтак пуç хунă. Панджшер ту хушăкĕнчи 7-мĕш операцире 262 салтак — 52 офицерпа прапорщик пурнăçран уйрăлнă, çар составĕн 92 проценчĕ аманнă. Чи йывăр тапхăр апрелĕн 19-мĕшĕнчен майăн 5-мĕшĕччен пынă.
1978 çултан пуçласа çак тусене Ахмад Шах Масуд таджик контрольлесе тăнă. Вăл Совет влаçĕ çирĕпленнĕ хыççăн Таджикистанран тарса Афганистан çĕрĕнче тĕпленнĕ чи пуян феодал ывăлĕ пулнă. Ахмад Шах апрельти революцие те хирĕç пулнă. 1978 çул тĕлне вăл çар пуçтарса Панджшер ту хушăкне йышăннă. Тĕрлĕ çулсенче унăн çарĕнче 3 пинрен пуçласа 5 пине яхăн моджахед пулнă. Тĕрлĕ çĕршывсене изумруд сутса хĕç-пăшал туяннă Ахмад Шах çухатусем тÿснĕ хыççăн кÿршĕлле Пакистан çĕрĕнче суранĕсене сиплесе вăй илсе сывалнă, унтан Панджшер арăсланĕ /унăн хушма ячĕ/ каллех сунара тухнă. Панджшер ту хушăкĕ 120 километра яхăн тăсăлать. Икĕ айккипе — тусем, варринче Панджшер шывĕ юхса выртать. Вăл Кабул шывне юхса кĕрет. Шыв хĕррипе — авалхи караван çулĕ. Пирĕн çĕршыв чиккинчен Афганистан çĕршывĕн тĕп хулине — Кабула — çитмелли чи çывăх çул пулнă вăл. Çавăнпа пирĕн çарсем Панджшер коридорĕшĕн çине-çинех масштаблă операцисем ирттернĕ.
Апрелĕн 30-мĕшĕнче Александр Королевăн 1-мĕш мотострелковăй батальонĕ Хазар /Панджшер юппи/ ту хушăкĕнчи моджахедсен хĕç-пăшал складне пĕтерме приказ илет. Ахмад Шах Масудăн отрячĕсем пирĕн элитлă батальона малтанах сыхланă, йĕрленĕ, засада туса кĕтсе тăнă. Тан мар çапăçура батальон командирĕ А.Королев та паттăрсен вилĕмĕпе вилет. Батальонран чĕрĕ юлнисем çукпа пĕрех. Паттăрла вилнисен шутĕнче пирĕн Игорь Гаврилов та. Кунашкал пысăк çухату тÿсни пирĕн çарта малтан та, кайран та пулман, теççĕ. Трагедин сăлтавĕсене чĕрĕ юлнисем паянхи кун та шыраççĕ, тĕпчеççĕ. Александр Ружин, Юрий Васюков связист тата батальонăн ытти ветеранĕсем «Панджшер-682» обществăлла организацие пĕрлешсе чĕрĕ юлнисен аса илĕвĕсем тăрăх çапăçу картинине татăкăн-татăкăн, сыпăкăн-сыпăкăн, çапăçу эпизочĕ- сене фрагментăн-фрагментăн шайлаштарса пуçтараççĕ, çав событисен тĕрĕслĕхне вилнисен тăванĕсем патне çитересшĕн тăрăшаççĕ. Гавриловсен килне командовани янă официаллă хурлă хут тăрăх Игорь майăн 7-мĕшĕнче госпитальте вилнĕ. Панджшер ветеранĕсем тĕпченĕ тăрăх, эпир паян вăл апрелĕн 30-мĕшĕнчех Панджшер ту хушăкĕнче паттăррăн çапăçса вилнине пĕлетпĕр. Александр Ружин Панджшер трагедийĕ çинчен тепĕр çырура тĕплĕнрех çырса пĕлтерме сăмах панă. Батальон пурăнать! Унăн хăйĕн сайчĕ пур. Ветерансем кашни çул Калугăра батальон командирĕн вил- тăприйĕ çинче пуçтарăнса юратнă командирне пуç таяççĕ.
«Кашни халăхăн хăйĕн историйĕ, кашни çемьен хăйĕн хуйхи, кашни çыннăн хăйĕн шăпи. Афганистан пирĕн çемьен сÿнми суранĕ пулса юлчĕ», — çырать шкулти хайлавĕнче Софья Гаврилова, Игорĕн шăллĕн хĕрĕ. Çÿлерех асăннă «королевичсен» çырăвĕ 37 çултан Афган вăрçинчен Хирти Явăш ялне çитнĕ ахрăм пек туйăнчĕ. Игорь Гавриловăн вилнĕ хыççăн панă Хĕрлĕ ялав орденĕ çумне паян тата та сумлăрах, пĕлтерĕшлĕрех «За участие в Панджшерской операции» Хисеп палли хушăнчĕ. Салтак тивĕçне туллин пурнăçласа пуçне хунă Игорь Гаврилова ялта кăна мар, Афган çĕрĕнче тăванлашнă тус-юлташĕсем те манманни, хисеп туни кăмăла çĕклет.
В.ЗАЙЦЕВА,
ветеран-педагог.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *