Вторник, 23 апреля

Олег Николаев: «Эпир пĕрле пулсан темĕнле пысăк ĕçе те пурнăçлама пултаратпăр»

Олег Николаев: «Эпир  пĕрле пулсан  темĕнле пысăк ĕçе те пурнăçлама пултаратпăр»

 

Паян,  февралĕн 2-мĕшĕнче Чăваш  Республикин  Пуçлăхĕ  Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарчĕ.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăннăранпа ку Олег Алексеевичшăн пĕрремĕш пулчĕ.  Республика Пуçлăхĕ  Патшалăх Канашне яракан Çырупа Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче  паллаштарчĕ.  Унта Чăваш Ен Правительствин членĕсем, Патшалăх Думин, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, предприятисемпе организацисен ертӳçисем, общество деятелĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем, ыттисем пухăнчĕç.

Ăна тÿрремĕнех Чăваш наци телевиденийĕпе курма, тата Чăваш ен наци радиовĕ, Таван радио  тÿрĕ эфирĕсенче итлеме май пулчĕ. Документра республикăн Правительствин, Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен малашнехи çул-йĕрĕ,  кăçал мĕнле ыйтусене ытларах тимлĕх уйăрмаллине палăртнă. Çырăва хатĕрленĕ чух республикăра пурăнакансен сĕнĕвĕсене те шута илнĕ.

Чăваш ен Ертÿçи регион экономикине мĕнле çул-йĕрпе аталантармаллин, çак тĕллевпе çитес çулсенче мĕнле ĕçсем туса ирттермеллине палăртрĕ. Кашни сферăри йывăрлăхсене уçăмлатрĕ,  вĕсене мĕнле майпа  татса парассине  каласа кăтартрĕ.  2020  çул сывлăх сыхлавĕнче  йывăрлăхсене уççăн кăтарса пачĕ. Çавăнпа та медицина тытăмне çĕнетес тесе пирĕн республикăра районсенчи больницăсене тĕпрен юсас, ялсемпе саласенче фельдшерпа акушер пункчĕсене çĕклес  ĕç хастар пурнăçланать. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ пулăшнипе районсенчи 10 поликлиникăна юсаса çĕнĕ сăн-сăпат кĕртнĕ. Йывăр чирлĕ çынсене республикăн  тĕп больницисене илсе çитерме санитари  авиацине хута кĕртнĕ.  Улатăрта тата Шупашкарта вертолет анса лармалли икĕ лапам тунă. Тĕп хулари ача-пăча  инфекци стационарĕ валли хушма çурт çĕклесе хута янă. Анчах та ку пур-пĕрех çителĕксĕр.  Республикăра çĕнĕ технологисемпе сиплекен пысăк медицина комплексĕ тумалли  пирки пĕрре кăна шутламан Правительство ĕçченĕсем. Çак енĕпе çĕршыв  Президенчĕ Владимир Путин та пулăшу кÿме шантарнă. Çавна май кăçал «Ростех» патшалах коорпорацийĕ  пулăшнипе республикăра нумай функциллĕ клиника больници тума пуçлаççĕ. Унпа çуммăн инфекци чирĕсене сиплекен корпус та пулĕ. Унсăр пуçне онкологи диспансерĕ валли хушма çурт çĕклесси пирки те пĕлтернĕ Олег Николаев. Сывлăх сыхлавĕн тытăмне çĕнетес ĕç  районти поликлиникăсене те пырса тивĕ.  Улатăрта  темиçе район çыннисене йышăнакан медицина центрĕ пулĕ, Канаш тата Муркаш районĕсенче çĕнĕ поликлиникăсем çĕклĕç.  Вĕсене валли проектпа смета документацийĕсене хатĕрлеме пуçланă.

Экспорт тĕллевĕллĕ продукци туса кăларни предприятисен тупăшне пысăклатать. Олег Алексеевич кăмăллăн палăртрĕ: ял хуçалăх продукцийĕн экспорчĕ ӳссех пырать — 36 миллион доллара çитнĕ, тавар тĕнчери 37 çĕршыва каять. АПК производстви пĕлтĕр 105% танлашнă, анчах кунпа çырлахма юрамасть. «Тĕллев — кашни гектар тухăçне пысăклатасси, — терĕ Олег Алексеевич. — Хальлĕхе вара хăш-пĕр организаци гектартан 10-11 пин тенкĕлĕх продукци туса илет, чи лайăх хуçалăхсем — 400 пин тенкĕ таран».

Халăх пĕрле вĕрсе хапха уçма пултарнине аса илтернĕ май вăл Чăваш Енре пурăнакансем вăрçă çулĕсенче Сăр тата Хусан енче окоп чавни çинчен каларĕ. Тĕлĕнмелле пысăк тата паттăр ĕç: «Эпир вара — çав çынсен тĕпкĕчĕсем, пĕрле пулсан эпир темĕнле пысăк ĕçе те пурнăçлама пултаратпăр». 

Çырăва вĕçленĕ май Олег Алексеевич социаллă çăмăллăхсен теми патне таврăнчĕ. Пĕлтĕр «вăрçă ачисен» статусне çирĕплетнине аса илтерчĕ. Малашне вара çак статусăн укçан виçекен енĕ те пулĕ: республика бюджетне пирвайхи хут тӳрлетӳ кĕртнĕ чухнех çакна шута илме хушрĕ. «Вăрçă ачисем» пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тӳленĕ чухне çăмăллăхсемпе усă курĕç.

— Çырура палăртнă тĕллевсем чăннипех пысăк, — терĕ сăмахне вĕçленĕ май Олег Николаев. — Вĕсене пурнăçласси кашни çын хăйĕн вырăнĕнче тӳрĕ кăмăлпа вăй хунинчен нумай килет. Кашнин ĕçĕ пĕрлехи ĕçĕн пĕр пайĕ пултăр. Паянхи условисенче асатте-асаннен, кукаçи-кукамайăн çирĕп кăмăлĕ çине таянса, кашнин хăйĕн вырăнĕнчи пĕлтерĕшне ăнланса эпир хамăр шутланинчен те чылай пысăкрах ĕçсем пурнăçлама пултаратпăр.

Хаклав 

Павел Зайцев,  Чăваш Республикин хисеплĕ таврапĕлÿçи:

«Кăçалхи çул эпир Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çĕрте вăй хунă çынсен паттăрлăхне чыслатпăр, патшалăх лартнă тĕллеве пурнăçлас тесе хăйсен сывлăхне шеллемесĕр ырми-канми тăрăшнă çирĕп кăмăллă ĕççыннисене аса илсе вĕсем тунă ĕçсемпе тĕплĕн паллашатпăр. Олег Николаев хăйĕн Çырăвĕнче  çакна палăртмасăр хăвармарĕ. Эпир хăюллă та паттăр халăхăн ывăлĕ-хĕрĕсем пулнине, çавăнпа эпир те тĕллевсем патне йывăрлăхсенчен хăрамасăр ăнтăлнине çирĕплетрĕ вăл. Историе, хамăрăн несĕлсене асра тытса малалла ăнтăлсан эпир аталанма пултарăпăрах».  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *