Пятница, 26 апреля

Куç умĕнче — çемье тупăшĕ

Куç умĕнче — çемье тупăшĕ

2021 çулхи январь — февраль уйăхĕсенче Чăваш Енре халăх тупăшĕсене суйлавлăн сăнассине социаллă программăсемпе усă курса пурнăçлаççĕ. Çемьере мĕнле условисенче пурăннине, тупăшĕсемпе мĕнле усă курнине, мĕн кирлине, пурнăçа мĕнле йĕркелесси çинчен çемьепе тĕл пулса çеç пĕлме пулать.
Раççейре 60 пин кил хуçалăхĕ, Чăваш Енре — 576. Адресĕсене ăнсăртран суйласа илнĕ. Çемьесемпе ачасенчен пĕрремĕш хут ыйтăм ирттереççĕ: çĕршывĕпе — 10 пин кил хуçалăхĕ, рес- публикăра — 96.
Республикăра тишкерме 7 хула уйăрнă: Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле, Çĕрпÿ тата Етĕрне. Унсăр пуçне 10 район суйласа илнĕ. Вĕсем хушшинче Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Муркаш, Вăрмар, Шупашкар, Çĕрпÿ тата Етĕрне.
Республикăра пурăнакансенчен ятарласа вĕреннĕ интервьюерсем ыйтăм ирттереççĕ. Вĕсем паспорт, ятарлă удостоверени кăтартĕç, сăнав бланкĕсене çырса тултарĕç. Респондентсен хăйсен хуравĕсене çирĕплетме документсем кăтартмалла мар.
Суйлав сăнавĕн пĕтĕмлетĕвĕсене Раççей статистика сайтĕнче вырнаçтарĕç тата патшалăхăн социаллă демографи политикине туса хатĕрленĕ çĕрте усă курĕç.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *