Вторник, 23 апреля

Кредит илтереççĕ, укçасăр хăвараççĕ

Кредит илтереççĕ, укçасăр хăвараççĕ

Телефонпа, интернет урлă улталакансем ниепле те лăпланмаççĕ, Чăваш Енре вĕсен вăлтине çакланнă çынсен ахаль те вăрăм списокĕ пысăк хăвăртлăхпа хутшăнса пырать.
Çак кунсенче 63 çулхи хĕрарăм пулăшу ыйтнă. Ăна такам телефонпа шăнкăравланă — банкăн хăрушсăрлăх службинчен имĕш. Çакскер унăн кредит карточки çинчен ултавçăсем укçа вăрлама тăни çинчен пĕлтернĕ. Çавна май банк карттин номерне тата 3 цифрăллă вăрттăн кода калама ыйтнă. Информацие пĕлнĕ хыççăнах ултавçăсем картта çинчи 69 пин тенкĕне йăкăртнă та. Çакăн пек ултав çулĕпе усă курса республикăра пурăнакан тата 3 çынна улталанă: пĕрин счечĕ çинчен 19 пин çухалнă, теприн — 235 пин, виççĕмĕшĕн — 68 пин.
Шупашкарта пурăнакан 35 çулти хĕр вара биржăра услам тума ĕмĕтленсе пысăк çухату тÿснĕ. Палламан çынпа электрон мелпе çыру çÿретнĕ май ăна хăйĕн счечĕпе усă курмалли сведенисене пĕлтернĕ. Биржăна хывмашкăн 1 миллион та 500 пин тенкĕ куçарса панă. Ултавçăсем çак укçана пĕтĕмпех вăрланă, хĕр вара дивидендсем кĕтсе илеймен. Çак тĕслĕхпе те уголовлă ĕç пуçарнă.
Улатăрта пурăнакан хĕрарăм та 160 пин тенкĕ çухатнă. Ăна та такамсем ун ячĕпе ултавçăсем 250 пин тенкĕ кредит илнĕ тесе шăнкăравласа сехрине хăпартнă. Лешсем çак сведенисем хайхи кивçене пăрахăçлама кирлĕ тесе суйнă. Хăраса ÿкнĕскер палламан çынсене хăйĕн банк карточкин реквизичĕсене, вăрттăн смс-пароле пĕлтернĕ. Çакăн хыççăн ултавçăсем ун ячĕпе онлайн-кредит илнĕ, хĕрарăма банкăн çывăхри уйрăмне кайма, 160 пин тенке илсе «хăрушă мар» счет çине куçарма ÿкĕте кĕртнĕ. Вĕсем сĕннине пĕтĕмпех пурнăçланă хыççăн тин хĕрарăм ултавçăсен вăлтине çакланнине ăнланса илнĕ, полицирен пулăшу ыйтнă.
Социаллă сетьсемпе усă курса Шупашкарта пурăнакан арçынна «шăнман пăр» çине лартнă. Ултавçăсем шăллĕ ячĕпе çыру çырса, операци тума 10 пин тенкĕ кивçен пама ыйтнă. Вăл тÿрех укçа куçарса панă. Ултав серепине лекнине кайран çеç ăнланнă. 
Çÿлерех паллаштарнă кашни тĕслĕхри ултавçăсене шыраççĕ. Пурне те тупасси, паллах, иккĕленÿллĕ. Çавна май полици черетлĕ хут асăрхаттарать: банксен хăрушсăрлăх службинчен тесе шăнкăравлакансемпе калаçмалла мар — телефон кĕпçине çийĕнчех пăрахăр. Тивĕçлĕ информацие финанс организацийĕсене хăвăр шăнкăравласа е унта кайса ыйтса пĕлме пултаратăр — пĕлмен-палламан çынсене шанма юрамасть. Никама та ан ĕненĕр! Картта номерне вăрттăнлăхра упрăр!
Р.ЗАЙНУЛЛИН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *