Суббота, 20 апреля

Вĕсен ячĕсем ĕмĕрлĕх асра

Вĕсен ячĕсем ĕмĕрлĕх асра

1941 çулхи октябрь пуçламăшĕнче фронтри лару-тăру питĕ йывăр пулнă. Фашистсем Мускав еннелле çывхарса пынă. Тăшмана Хусан енне кайма чарас тĕллевпе Căр тата Хусан хÿтĕлев чиккисем тума пикеннĕ. Сăр çыранĕнчи ĕçсем валли октябрĕн 28-мĕшĕнче халăха мобилизацилеме пикеннĕ. Çак ĕçе 17 çултан çамрăк мар, ÿт-пÿ енчен сывă çынсене явăçтарнă. 380 çухрăма тăсăлакан хÿтĕлев чиккисене хатĕрлеме 170 пин ытла çынна пуçтарнă.
«Дубрава» колхозра тыр-пула пуçтарса кĕртсен Йăлмахвасем колхоз ертÿçипе Тимофей Семенович Зайцевпа пĕрле Пăрачкав районне Сăр юханшывĕ хĕррине çитнĕ. Кашни районăн ĕçлекенсене кирлĕ ĕç хатĕрĕсемпе — кĕреçесемпе, киркăсемпе, лумсемпе, кăкшăмсемпе, пăчкăсемпе, тачкăсемпе, наçилккесемпе тата ыттисемпе те тивĕçтермелле пулнă. Колхозсем — апат-çимĕç, аш-какай, фураж, врач участокĕсем кирлĕ медикаментсем уйăрса панă.
Ĕçлекенсем валли алсишсем, ăшă тум-тир çителĕксĕр пулнă, çăпатасем пĕрмай йĕпеннĕ. Çынсем час-часах шăнса чирленĕ. Пурăнма буржуйкăсемпе ăшăнакан çĕрпÿртсенче пурăннă. Çакăн пек лару-тăрура ĕçлеме мар, пурăнма та питĕ йывăр пулнă.
Çав çулхине хĕл уйрăмах сивĕ пулнă — вăхăчĕ-вăхăчĕпе сывлăш температури 42 градус таран анса ларнă. Анчах ĕç пĕр кунлăха та чарăнман. Çĕрĕн çÿлти сийне вут хурса ăшăтнă, унтан алăпа такканă. Çамрăк хĕрсен аллисем çине юнлă мозольсем тухнă. Каярахпа, çанталăк питĕ сивĕ пулнине кура, çывăхри ялсенче пурăнакансем Йăлмахвасене хваттере янă.
Колхоз ĕçченĕсем хуçалăх умне лартнă плана палăртнинчен маларах пурнăçланă, тăван яла хĕрлĕ ялавпа çитнĕ. Вĕсен ячĕсене пирĕн яланах асра тытасчĕ. Вĕсем: Тимофей Семенович Зайцев /1903 ç. çуралнă/ ертÿçĕ, Гаврил Федорович Романов /1913 ç./ ĕçчен, Иван Петрович Петров /1910 ç./, Евдокия Дмитриевна Анисимова /1898 ç./ лашапа апат-çимĕç, фураж турттарнă, ĕçченсене Сăр тăрăхне илсе çитернĕ. Çак ĕçченсен ячĕсене те ылтăн сас паллисемпе Йăлмахва ялĕн историйĕнче çырса хăвармалла: София Ивановна Антонова /1914 ç./, Леонида Владимировна Григорьева /1923 ç./, Мария Ильинична Григорьева, Таисия Исаевна Зайцева /1924 ç./, Агафия Гавриловна Миронова /1907 ç./, Раиса Семеновна Миронова /1922 ç./, Елена Васильевна Миронова /1928 ç./, Мария Григорьевна Мукина /1921 ç./, Васса Ильинична Рыжова /1924 ç./, Мария Гавриловна Смирнова /1925 ç./, Мария Филимоновна Смирнова /1921 ç./, Мария Фоминична Хораськина /1923 ç./, Таисия Фоминична Хораськина /1927 ç./, Евдокия Игнатьевна Чаржова /1910 ç./, Елена Васильевна Чернова, Римма Васильевна Чернова, Анастасия Тимофеевна Шангалова.
Тата çакна та палăртса хăварам: Хусанпа Сăр хÿтĕлев чиккисене тума пуçланăранпа 80 çул çитнĕ тĕлнелле Чăваш кĕнеке издательствинче халăх паттăрлăхне халалласа çырнă кĕнеке кăларас енĕпе ĕç пырать. Унта ентешсен ĕç паттăрлăхĕпе тĕплĕнрех паллашма май пулĕ.
П.ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *