Вăрман та каснă, çул та тунă…

— Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă чухне эпĕ 10 çултаччĕ, — тесе пуçлать хăйĕн аса илĕвĕсене Хирти Мăрат ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Тăманлă Выçли ялĕнче пурăнакан Вера Михайловна Краснова.
— 1941 çулхи август уйăхĕнче атте вăрçа тухса кайсан аннепе тата икĕ кĕçĕн шăллăмпа тăрса юлтăмăр. 1942 çулхи Хĕрарăмсен кунĕнче çут тĕнчене йăмăк килсен ман ачалăхăм вĕçленчĕ. Çанталăк кăшт ăшăтсанах анне ака ĕçĕсене хутшăнса пĕчĕк пепкипе икĕ шăллăма мана шанса хăварса ĕçе çÿреме пуçларĕ, — аса илет кинемей.
Пĕчĕккисем кăшт аталансан Вера та колхоз ĕçĕ çумне çыпăçнă. Акара вăрлăх хатĕрлеме пулăшнă, çĕрулми касма пĕчĕкрех пулнă пулсан та аслисем каснă çĕрулми витрисене йăтнă. Çу кунĕ çитсен çум çумланă, пучах пуçтарнă, хĕл сиввинче молотилкăпа тырă çапнă çĕрте кĕлте йăтнă.
1946 çулта çемье пуçĕ вăрçă хирĕнчен таврăннă. Вара çамрăк хĕре аякри ĕçсене те хушма пуçланă. Вăл вăрман та каснă, çул тунă çĕрте те вăй хунă. Вăрçă хыççăн арканнă çĕршыва çĕклес тесе ырми-канми тăрăшнă.
1957 çулта Вера Михайловна Тăманлă Выçли ялĕн каччипе Николай Прокопьевич Красновпа çемье çавăрнă. Çичĕ ача çуратса ÿстерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă вĕсем. Нихăçан та нимĕнле ĕçрен те хăраса тăман çирĕп хĕрарăм. Улатăрта сухăр юхтарнă çĕрте, Тăманлă Выçлири кирпĕч заводĕнче, каярахпа «Заря» колхозра ĕçленĕ чухне те яланах мухтава тивĕçлĕ пулнă. Хисеп хучĕсем темиçе те унăн, «Коммунизмла ĕç ударникĕ» палла та пĕрре мар тивĕçнĕ вăл.
Çулĕ чылай пулсан та халь те ĕçсĕр лармасть кинемей, чăлха-нуски çыхать, ывăлĕн çемйине килти вак ĕçсене туса пулăшать. «Йышлă çемьере ÿсрĕм те, хамăн та çемье пысăк пулнишĕн питĕ савăнатăп. Халĕ манăн 10 мăнукпа 5 мăнмăнук. Телейлĕ те тату пурăнтăрччĕ пирĕн çемье, вăрçи çеç текех ан пултăрччĕ», — тет сăмахне вĕçленĕ май 90 çул тултаракан ĕç ветеранĕ. Эпир ăна юбилей ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, лăпкă та савăк кун-çул сунатпăр.
Ю.КРАСНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *