Вторник, 15 октября

Вăрçă вăхăчĕ асран тухмасть

Вăрçă вăхăчĕ асран тухмасть

Эпĕ, Нина Яковлевна, 1934 çулта Вăрнар районĕнчи Мамалаево ятлă ялта çуралнă. Нумай çул иртнĕ пулсан та, паянхи кун та вăрçă вăхăчĕ асран тухмасть-çке!
1941 çулхи çулла пĕр каçхине чÿречерен шаккарĕç: «Яков Сергеевич, хатĕрленĕр! Ыран ирхине ирех вăрçа тухса каймалла!» — терĕç. Анне кăмака хутса ячĕ, атте валли çăкăр татăкĕсенчен сухари хатĕрлерĕ. Вара ирхине эпир аттене вăрçа ăсатрăмăр. Килте аннепе тăватă ача юлтăмăр. Атте вăрçăран аманса килсен нумай пурăнаймарĕ, 45-рех пирĕнтен уйрăлчĕ.
Эпĕ ялти çичĕ çул вĕренмелли шкулта ăс пухрăм. Ытти ачасем пекех çăпатапа çÿрерĕм. Çуркунне çăпата тĕпне хăмаран такан çĕлесе паратчĕç. Тумтире килте тĕртнĕ пусмаран алăпа çĕлесе тăхăннă. Тетрадьсем пулман, кивĕ кĕнекесем тупса вĕсем çине çырнă. Чернил хăрăмран тунă. Хăш-пĕр чухне доска çине çырма мел та пулман. Учительсем пире: «Камăн килте мел пур, илсе килĕр», — тетчĕç.
Çăкăр çукчĕ. Эпир, ачасем, çырмасем тăрăх тĕрлĕ курăксем, çырласем пуçтарса çиеттĕмĕр. Çуркунне шăннă çĕрулми пухса типĕтсе анне пашалу пĕçерсе çитеретчĕ. Вăл вăхăтра унран тутлă апат та пулман. Тăвар та, шăрпăк та çукчĕ. Каçпа вучахра çунакан кăмрăк сÿнсен ирхине кÿрше кăмрăк илме чупнă. Шкулта уявсем пулсан ачасене çĕрулми нимĕрĕпе хăналатчĕç. Вăл вăхăтра ку çав тери тутлă апатчĕ!
Эпĕ 12-ре чухне шкул ачисене вăрмана шкул валли вутă хатĕрлеме ячĕç. Учительсемпе çуран кайрăмăр, вăрмана çитме 5 çухрăм. Лашасене чылайăшне вăрçа ăсатнă. Вăрмана çитсен учительсем выртакан йывăçсене пăчкăпа татрĕç. Эпир, ачасем, тураттисене тата татнă сыпăкĕсене пуçтарса пĕр çĕре хутăмăр. Кунĕпе ĕçленĕ хыççăн киле кайма пуçтарăнтăмăр. Пĕр учительница Анна Якимовна йывăр çын пулнă. Эпир яла кăштах çитейменччĕ, вăл аптăрарĕ. Вара ачасене килелле ячĕç, аслисем юлчĕç. Кайран Анна Якимовна çул çинчех çăмăлланнине илтрĕмĕр.
Колхозра хире вăкăрсемпе, ĕнесемпе сухаланă. Тырра алă вĕççĕн витререн сапса акнă. Пиçсе çитнĕ тырра çурлапа, косилкăпа, жнейкăпа пуçтарнă. Ĕç вăхăтĕнче çулла çутăлнă-çутăлман çитĕннисем те, ачасем те хире тырă вырма тухнă. Жнейка хыççăн кĕлтесем çыхнă та çĕмел, сурат тунă. Кайран кĕлтесене лашапа турттарса йĕтем çине илсе пынă. Йĕтем çинче молотилкăпа тырă çапнă. Молотилка кăнтăрла та, çĕрле те ĕçленĕ. Кĕлтесене молотилка патне йăтма ачасене хушнă, çитĕннисем хирте тар тăкнă. Кĕлтесене молотилка патне йăтакансем икĕ сменăпа ĕçленĕ. Каçхи сменăра питĕ йывăрччĕ, ирчченех ĕçлемелле, уйрăмах ир енне ыйхă килетчĕ. Куç хупăнсан та кĕлте сĕтĕрмелле. Ачасене пĕрре те шеллемен, кĕлте йăтса памасан молотилка чарăнать-çке-ха. Халĕ те ас тăватăп: кунĕпе хирте ĕçленĕ хыççăн киле таврăннă чухне, ывăннине пĕлмесĕр, пурте пĕрле хаваслă юрăсем шăрантарса утаттăмăр. Ывăнни те çавăнтах иртсе каятчĕ.
Хĕлле анне лашапа Сăр шывĕ хĕрринче окоп чавакансем патне çăкăр турттаратчĕ. Анне йывăр çын пулнине кура ăна çăмăлрах ĕç панă пулĕ. Ас тăватăп, сивĕре эпир, ачасем, кăмака çине улăхса ăшăнса лараттăмăр. Вутă сахаллипе кăмакана вăйлă хутман. Хăш чухне вутă çитменнипе улăм та çунтаратчĕ анне. Хĕлле çынсем хăйсен çемйи валли пир тĕртсе тумтирсем çĕленĕ, çăм арласа чăлха-нуски çыхнă. Çапла эпир, çитĕннисем те, ачасем те, вăрçă вăхăтĕнче туслăн ĕçленĕ,
Нина МЕДВЕДЕВА.
Комсомольски ялĕ.
Нина Яковлевна Медведева — ялти ятлă çын, вăл ырми-канми ĕçĕпе чыс-хисепе тивĕçнĕ. Ялти çичĕ çул вĕренмелли шкула пĕтернĕ хыççăн Кольцовкăри вăтам шкулта ăс пухнă. Унтан Вăрнарти зооветеринари техникумĕнче пĕлÿ илнĕ. Çакăн хыççăн ăна направленипе Патăрьел районĕнчи «Коммунар» колхоза зоотехникре ĕçлеме янă. 1958 çулта маттур ĕçчен Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх куравне кайма тивĕçнĕ.
Каярахпа Нина Яковлевна Шупашкарти педагогика институтĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ, Дубовкăри тĕп шкулта нумай çул биолог-химикре ĕçленĕ. 2002 çултанпа хастар педагог — тивĕçлĕ канура.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *