Кашни кун савăк кăмăлпа ĕçе васкать доярка

Кашни кун савăк кăмăлпа ĕçе васкать доярка

Ял хуçалăхĕнче механизаторпа доярка профессийĕсем яланах мухтавлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Хальхи саманара механизаторсен ĕçĕ ытларах уйри ĕçсемпе çыхăннă пирки сезон тăрăх йĕркеленет. Дояркăсем вара хĕллехи шартлама сивĕре е айĕн-çийĕн вĕçтерекен çил-тăманра та, çуркунне те, çуллахи шăрăхра та, кĕрхи йĕпхÿ пĕрĕхекен пылчăклă çанталăкра та паян ĕçе каймасан та юрать тееймеççĕ. Ирпе-ирех, çынсем тутлă тĕлĕксем курса çывăрнă вăхăтра, фермăра тăрăшакансем ĕçе васкаççĕ. Дояркăсен ĕçĕ хальхи компьютер ĕмĕрĕпе цифра технологийĕсен саманинче те çăмăллисен шутне кĕмест. Çак ĕçре çын вăйĕн факторĕ çавах тĕп вырăн йышăнать.
Лидия Петровна Пыркина «Урожай» колхозра 1987 çултанпа тăрăшать.
— Ĕçе вырнаçсанах малтан пăрусем пăхрăм, каярах ĕнесем патне ĕçлеме куçарчĕç. Хальхи вăхăтра эпир 8 доярка, пурте пĕр çулаллисем, пĕр çемьери пек туслă, пĕр-пĕрне пулăшса, шÿтлесе-калаçса ĕçлетпĕр. Ушкăнра ĕçтешсемпе хутшăнса калаçсан пурнăçри хуйхă-суйхă та çăмăлланать, кăмăл-туйăм та савăкланать, — тет маттур доярка.
Фермăри сăвăнакан ĕнесене 25—27 ĕнерен тăракан 8 ушкăна уйăрнă. Дояркăсем хăйсене çирĕплетсе панă ĕнесене пурне те «сăнран» уйăрнисĕр пуçне кашнин кăмăлне пĕлсе тăраççĕ.
— Ĕнесем вара тĕрлĕрен. Çынсем пекех — лăпкă кăмăллисем те пур, тепĕр чухне юнтармăшшисем те, чарусăррисем те пулаççĕ. Калаçма çеç пĕлмеççĕ, — ăнлантарать доярка. — Вĕсем те хăйсене ырă кăмăлпа пăхнине, мухтанине юратаççĕ. Тепĕр чухне вылянса кайма та пултараççĕ. Ун пек чухне вара сасă хăпартма тивет. Нумай çын ĕненмест пуль те — ĕнесем хурланса йĕме те пултараççĕ.
Дояркăсен тивĕçĕсен шутне ĕнесене сунисĕр пуçне алă вăйĕпе апат салатса парасси, выльăхсене тата вĕсем тăракан вырăнсемпе витесене тасатасси кĕрет. Çав вăхăтрах ĕнесен сывлăхне те сăнасах тăмалла.
— Доярка ĕçĕ йывăр пулсан та ÿт-пÿ нумай çул фермăра вăй хурса сехет пек ĕçлеме хăнăхса çитнĕ. Ирхине будильник шăнкăртатиччен маларах вăранатăп, — кăмăллăн калаçрĕ Лидия Петровна. — Сĕт сăвăмĕн калăпăшĕ апатлантарнинчен, тимленинчен, çанталăк условийĕсенчен тата пирĕн яваплăхран килет. Эпир çакна лайăх ăнланса тăрăшатпăр. Ĕне йăшнине чăн малтан эпир сисетпĕр, пĕрремĕш пулăшу паратпăр, ветеринара чĕнетпĕр.
Çулла, ĕнесем кĕтĕве тухнă тапхăрта, дояркăсен ĕç кунĕ ирхине 4 сехетрех пуçланать. Кĕркуннерен, кĕтÿ тухма пăрахсан, вĕсем тăватшарăн уйрăлса 2 сменăпа ĕçлеççĕ. Пĕрремĕш сменăра тăрăшакансем ирхине 6 сехетре ĕçе пикенсе кăнтăрла 12 сехетре пушанаççĕ, иккĕмĕш сменăрисем 14 сехете фермăна çитсе каçхине 19 сехетре ĕç вĕçлеççĕ.
— Ĕçленине кура шалу аван тÿлеççĕ. Çуллахи вăхăтра, паллах, нумайрах сĕт суса илетпĕр — шалăвĕ те 18—19 пин тенкĕрен кая лармасть. Хĕллехи вăхăтра кăшт сахалрах. Хуçалăх колхозра ĕçлекенсене тăрăшулăхне кура шалусăр пуçне тата тырăпа утă-улăм парса яланах хавхалантарать.
Лидия Петровнăпа мăшăрĕ килти хуçалăхра та выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ: ĕне, пăрусем, сысна, хур-кăвакал.
— Ялта пурăнса килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк тытмасан япăх. Хамăр хуçалăхра туса илекен ĕне юр-варĕпе аш-какай лавккаран илнинчен нумай хут пахарах. Продукцие сутлăха яни çемье бюджетне те çирĕплетет, — тет Лидия Петровна.
Нумай çул дояркăра тăрăшакан маттур хĕрарăм çамрăксем фермăна ĕçлеме килменнишĕн пăшăрханнине пытармарĕ. Малалла та юратнă ĕçре вăй хурас кăмăлне те палăртрĕ вăл.
— Çул çитнипе тивĕçлĕ канăва кайнă пулсан та сывлăхпа вăй-хал çите- лĕклĕ чухне килте ларас килмест. Ирхи шуçăмпа нумай çул такăрлатнă çулпа ĕçе васкамасăр утатăп, ĕнесемсĕр, ĕçри юлташсемсĕр пурнăç çинчен шутлама та пултараймастăп.
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *