Сар хĕвел вăл – анне, ачашлать, юратать

Чăваш чĕлхинче „анне“ сăмах чи çепĕççи те чуна çывăххи. Кашнишĕнех вăл мĕн тери хаклă та кирлĕ çын! Çут тĕнчене тин çеç килнĕ пĕчĕк пепке те амăшне тÿрех паллать, йăл кулать, сăмахсăрах ăнланать.
Анне пирĕн пирки йăлт пĕлет тесен те йăнăш мар. Хăй пепки мĕншĕн йĕнине, хурланнине чунпа туять вăл. Ачи çумĕнче пулма, май пур таран пулăшма тăрăшать, канаш парать, ăшă сăмахпа лăплантарать. Эпир ырă çын пулнишĕн чунтан хĕпĕртет, усал çул çине тăрсан чĕререн хурланать. Çурхи кун пек ытарма çук хитре вăл анне. Ватăлсан та, питне пĕркеленчĕк тулсан та чи илемли вăл. Чирлесен те, халсăрлансан та вăйлă.
Çакăн пек маттур та çепĕç кăмăллă манăн аннем — Нина Ивановна Патукова. Хаклă çыннăм хулари больницăра медсестрара ĕçлет. Хăйĕн ĕçне питĕ юратать вăл. Пире, ачисене, валли те яланах вăхăт тупать. Аннем, сана юрататăп, сывлăхлă та телейлĕ пул.
Çывхарса килекен Аннесен уявĕ пур амăшĕшĕн те чи хавасли, чи телейли пултăрччĕ. Ачи-пăчи ыр сăмах каласа хавхалантарма вăхăт туптăрччĕ, тав тума ан мантăрччĕ.
Н.СЕРГЕЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *