Понедельник, 6 мая

Пĕр шелсĕр улталаççĕ!

Пĕр шелсĕр улталаççĕ!

70 пин тенке епле перекетлес; Кăçал ултавçăсенчен шар курнă çынсем кашни вăтамран 70 пин тенкĕ куçарса панă. Чăваш Енре 10 уйăхра çынсене телефонпа шăнкăравласа улталанă 3205 тĕслĕхе регистрациленĕ. Çынсем 226 миллион тенкĕсĕр тăрса юлнă.
Преступниксем час-часах карас телефонпа шăнкăравлаççĕ, банк хăрушсăрлăхĕн службин сотрудникĕсем пулса тăраççĕ. Мошенниксем банк картти çинчен укçа вăрлама е сирĕн ятпа кредит илме хăтланни çинчен пĕлтереççĕ. Çавăнпа та çивĕч ыйтусене татса парас тесе карттăсен реквизичĕсем, вăрттăн код, смспа килекен пароль тата ытти даннăйсем пирки ыйтаççĕ. Çавăн пекех «хăрушсăр счет» çине укçа куçарма сĕнеççĕ.
Çак лару-тăрура мĕн тумалла-ха?
Тÿрех телефона чармалла, калаçăва хутшăнмалла мар. Банк ĕçченĕсем нихăçан та нимĕнле реквизит та ыйтмаççĕ. Тавар сутнă чухне тÿлевсĕр пĕлтерÿсен сайчĕсемпе усă курнă чухне те асăрханулăх пирки манмалла мар. Преступниксем суту-илÿ çинчен пĕлтерÿсем вырнаçтараççĕ, таваршăн çийĕнчех тÿлеме ыйтаççĕ. Кун пек чухне эсир ĕмĕтленнине илейместĕр. Пачах урăхла тĕслĕх те пур. Эсир хăвăр мĕн те пулин сутасси çинчен пĕлтерÿ вырнаçтартăр. Сирĕн пата шăнкăравлаççĕ, тавара туянасси пирки пĕлтереççĕ те таваршăн укçа куçармалли картта реквизичĕсене ыйтаççĕ. Ун хыççăн укçа-тенке самантрах йăкăртаççĕ.
Хамăра мĕнле хÿтĕлемелле? 
Пĕрремĕш лару-тăрура укçа куçармалла мар. Сире улталамĕç тесе шутлатăр пулсан тавар сутакана почтăпа усă курса тавар яма ыйтма пултаратăр. Эсир хăвăр тавар сутатăр тата уншăн укçа илес тетĕр пулсан, карттă çумне çирĕплетнĕ телефон номерне пани те çителĕклĕ. Нимĕнле код, пароль, картта реквизичĕсене ан калăр!
Час-часах мошенниксем соцсетьсенче ют аккаунтсемпе усă курса сирĕн пĕлĕшĕрсем пек пулса укçа кивçен пама ыйтаççĕ. Укçа-тенкĕ куçариччен çынна шăнкăравлăр.
Юлашки вăхăтра çынсене турттарас сăлтавпа укçа-тенкĕ вăрлани те пулнă. Тепĕр хулана каяс текенсем Интернетри хушăмсем урлă автомашина тупаççĕ, унтан çулçÿреве сÿтсе яваççĕ те çийĕнчех укçа куçараççĕ. Çавăн пек танатана çакланас мар тесен хăвăра чăннипех илсе çитерсен çеç тÿлĕр.
Эмел туяннăшăн тăкакланă укçа-тенке компенсацилесси çинчен телефонпа пĕлтерсен ан ĕненĕр. Следователь е прокуратура ĕçченĕ пулса шăнкăравласа, преступник пахалăхсăр медицина препарачĕсене сутакан ушкăна тытса чарнине пĕлтерет. Çавна май сире эмелсемшĕн компенсаци параççĕ мĕн. Ку — суя!
Сирĕн пата паллă мар ссылка пек çыру яраççĕ. Ун тăрăх кайсан сире парне, интереслĕ сăнÿкерчĕк е мĕн те пулин парнелеме шантараççĕ. Пĕлмен ссылкăна шанни кăлăхах. Эсир ăна уçса вирус çаклатса картта çинчи укçана çеç çухататăр. Палламан çынсенчен тата пĕлмен аккаунтсенчен ссылкăна нихăçан та ан уçăр. Тата хăвăр смартфон çине антивирус программи лартма ан манăр.
Эсир Интернет урлă самолет, поезд е кино билечĕ илме шут тытрăр. Çакна тума банк карттин реквизичĕсене кĕртмелле. Чи малтан официаллă сайт пулнине тĕпчĕр. Мĕнле? Суя сайтсем ытларах «http» ятсенчен пуçланаççĕ, тĕрĕсси вара «https» пулмалла. Сайтсем хăçантанпа ĕçленине тĕрĕслени те пĕлтерĕшлĕ. Темиçе кун ĕçлекен сайтсем — улталаççĕ!
Банк карттине çухатрăр-и? 
Ăна çийĕнчех чарса лартма тăрăшăр. Тÿрремĕнех банка е финанс учрежденийĕн хĕрÿ линийĕ çине шăнкăравлăр.
Тепĕр хут асра тытăр! Банк картти сирĕн счетсен çăраççийĕ шутланать. Мошенниксем тĕрлĕ мелпе усă курма пултараççĕ.
Банксен, право хуралĕн сотрудникĕсен, çывăх çыннăрсен ячĕпе шăнкăравлама та именмеççĕ вĕсем. Вĕсен тĕп тĕллевĕ — сирĕн укçана йăкăртасси.
Чăваш Республикин ШĔМĕн пресс-служби.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *