Йăлана кĕнĕ йĕркепе аграрисем çулсерен тухăçа хирсенчен пуçтарса кĕртнĕ хыççăн ял хуçалăх çулне вĕçленине уявлаççĕ. Уяв умĕн эпĕ «Комсомольские овощи» агрофирмăн ĕç тăвакан директорĕпе Василий Геннадьевич Андреевпа курнăçрăм. Вăл хуçалăхăн кăçалхи ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетрĕ.
Кăçал «Комсомольские овощи» ООО Кĕçĕн Каçал тата Хирти Шăхасан хирĕсенче акса-лартса, шăварса çитĕнтернĕ пахча çимĕçе ăнăçлă пуçтарса кĕртнĕ. Вĕсем 135 гектар çĕрулми, 23 гектар кишĕр, 10 гектар купăста, 20 гектар хĕрлĕ чĕкĕнтĕр çитĕнтернĕ.
«Пахалăхлă пахча çимĕç çитĕнтерес, тухăçа тăкаксăр пуçтарса илес тата продукцине тупăшлă вырнаçтарас тĕллевпе хуçалăх мĕн тумаллине пĕтĕмпех пурнăçлама тăрăшать — агротехнологисен комплексĕпе туллин усă курать тата хальхи вăхăтри «ăслă» ял хуçалăх техникин линейкине те çĕнетсех тăрать, — тет Василий Геннадьевич. — Çын вăйĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Техника темле чаплă пулсан та çынсăр пĕтĕм ĕçе пурнăçлаймасть».
Василий Геннадьевич 1989 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнче Шăмăршăра Валентинăпа Геннадий Андреевсен çемйинче çуралнă. Шăмăршăри 1-мĕш вăтам шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче ученăй агроном профессине алла илнĕ. 2013 çулта «Комсомольские овощи» ООО-ра агрономра ĕçлеме пикеннĕ. 2019 çултанпа агрофирма директорĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлать.
Çамрăк специалист хирти ĕçсене хăçан пуçлассине тата вĕçлессине, мĕнле вăрă акассине, пахча çимĕçе хăш вăхăтра тата мĕн чухлĕ шăварассине, мĕнле имçампа усă курассине, тухăçа упрассине тата ытти ĕçсене те планласа йĕркелессине ăслăлăх меслечĕсене пăхăнса йĕркелет. Унсăр пуçне вăл культурăсене çитĕнтерекенсен ĕçне те йĕркелет.
Агрономăн ĕçне кĕркунне çеç пĕтĕмлетме, йăнăшсене çитес çулта çеç тÿрлетме пулать. Василий Геннадьевич хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçланинчен тата хирте вăй хуракансен ĕçĕсене тĕрĕс йĕркеленинчен тухăçлăх мĕнле пуласси тÿрреммĕн килет. Шанса панă ĕçе тивĕçлĕ пурнăçлама специалиста çак пахалăхсем пулăшаççĕ — пуçарулăхпа хастарлăх, хăвăртлăх, тимлĕхпе яваплăх.
— Эпĕ ялта çуралса ÿснĕ çын — агроном профессине чун туртăмĕпе, çĕр ĕçне юратса суйласа илнĕ, — тет тăрăшуллă специалист. — Çĕр-анне хăйне хисеплесе ĕç йĕркине пĕлсе вăй хуракана тивĕçлĕ тухăçпа савăнтаратех.
С.ЕФИМОВА.