Понедельник, 29 апреля

Картишсене хăтлăлатассине сÿтсе явнă

Картишсене хăтлăлатассине сÿтсе явнă

Таврара хăтлă та илемлĕ пултăр тесен пĕр çын çеç тăрăшни çителĕксĕр. Районти кашни ял тăрăхĕнчех çак енĕпе çулсерен тĕрлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ. Мĕн тумаллине халăхпа пĕрле пуçтарăнса сÿтсе явсан, кашнин сĕнĕвне шута илсен ĕç, паллах, кал-кал пырать. Çак кунсенче Комсомольскинче граждансен пухăвĕсем иртнĕ. Вĕсене картиш территорийĕсене хăтлăлăх кĕртессине сÿтсе явас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Пухусенче РТП территорийĕнчи тата Завод урамĕнчи 67а, 67б çуртсем патĕнчи картишсене тирпей-илем кĕртессине сÿтсе явнă, çак таврашра пурăнакансен шухăшĕсене шута илнĕ. Вĕсене тĕпе хурса специалистсем проектсем хатĕрлĕç. Маларах планланă тăрăх, картишсенче кану вырăнĕ, ача-пăча тата спорт площадки тума, урамри çутăсене йĕркене кĕртме палăртнă.
Асăннă çуртсен картишĕсем çитес вăхăтра улшăнса çĕнелессе шансах тăратпăр.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *