Понедельник, 29 апреля

Професси уявне паллă турĕç

Шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсем — паттăрлăх, шанчăклăх тĕслĕхĕсем. Хăть мĕнле çĕршывра та общество пурнăçĕ полици органĕсен ĕçченĕсем хăйсен тивĕçĕсене пурнăçланипе çыхăннă. Обществăри йĕркене, çул çинчи хăрушсăрлăха, граждансен прависене тата тăнăçлă пурнăçне хÿтĕлесси тÿрремĕн вĕсен хулпуççийĕсем çине выртать. Право сыхлавĕн ĕçченĕсен çирĕп те тÿрĕ кăмăллă, чăтăмлă, яваплă та тимлĕ пулни ĕçри йывăр лару-тăрура тĕрĕс йышăну тăвасси çине палăрмаллах витĕм кÿрет.
Ноябрĕн 10-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн ĕçченĕсем професси уявне паллă турĕç.
Професси уявĕсенче йăлана кĕнĕ йĕркепе чи маттур ĕçченсене сцена çинче чысларĕç.
Службăри тивĕçсене яваплă пурнăçланăшăн Айрат Ринатович Якушев, Сергей Николаевич Мунтайкин «Полицие — 300 çул» медальсене тивĕçрĕç.
Саккунпа право йĕркине çирĕплетес ĕçре курăмлă тăрăшнăшăн Надежда Валерьевна Мельдинана Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин Тав хутне, Петр Васильевич Лапшин тата Мария Алексеевна Илларионова право хуралĕн ветеранĕсене муниципалитетсен хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Хисеп грамотипе чысларĕç.
Районти ветерансен Совечĕн Председателĕ Петр Лапшин Шалти ĕçсен ветеранĕсене Сергей Иосифович Ильинпа Геннадий Ильич Архипова юбилей медалĕсем парса хисеп турĕ.
РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн обществăлла канаш председателĕ, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.А.Илларионова полици ĕçченĕсене саламларĕ, çăмăл мар ĕçре ăнăçусем тума сунчĕ.
Уяв каçне Культура çурчĕн солисчĕсем янравлă юрăсем шăрантарса илем кĕртрĕç.
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *