А.Салмина: «Артека» каятăпах терĕм, ĕмĕте пурнăçларăм»

А.Салмина: «Артека» каятăпах терĕм, ĕмĕте пурнăçларăм»

Нумаях пулмасть Пĕтĕм Раççейри «Большая перемена» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Финала тухнă 1200 ачаран 600-шĕ Раççей шайĕнче çĕнтерÿçĕсемпе призерсен шутне кĕнĕ. Çак конкурсра Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра ăс пухакан Александра Салмина çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, 200 пин тенке тата тепĕр çул «Артек» ача-пăча центрĕнче канма путевкăна тивĕçнĕ.
«Большая перемена» конкурс волонтерство, пуласлăхри вĕренÿ, АРТ-искусство, предпринимательство, сывă пурнăç йĕрки тата урбанистика енсемпе пултарулăхне аталантаракан чи талантлă шкул ачисене пĕрлештернĕ. Пирĕн район хĕрĕ, шкулти «Çĕнĕ ăру» волонтерсен отрячĕн чи хастар чле- нĕсенчен пĕри пулнă май, шăпах волонтерство енĕпе хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Чи малтанах ачасем дистанци мелĕпе ятарлă тест витĕр тухнă. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх вăл е ку ене суйласа илсе çак енĕпе малалла тупăшăва хутшăннă, кейс заданийĕсем пурнăçласа хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Çурма финала тухнă пултаруллă çамрăксене Чулхулара пуçтарнă. Пирĕн республикăран ун пеккисем 44-ăн пулнă. Унта вара ачасем командăсене пайланса тĕрлĕ кейс ĕçĕсем пурнăçланă, хăйсен тавракурăмне анлăлатнă, пултарулăхне кăтартнă. Пĕтĕмĕшле 595 балран ытларах пухнă конкурсантсем финала тухнă. Вăл вара «Артек» ача-пăча кану центрĕнче иртнĕ. Чăваш Енрен ăмăртăвăн çак тапхăрне пурĕ 7 çамрăк хутшăнма тивĕçнĕ, вĕсенчен 3-шĕ çĕнтерÿпе таврăннă.— Финалта пирĕн командăна «Пуласлăхри волонтерство мĕнле пулĕ;» темăпа кейс ĕçĕ пурнăçлама лекрĕ. Тĕп шухăша эпир çапла палăртрăмăр: малашне волонтерство уйрăм-уйрăм ушкăнсемпе мар, пĕрлештернĕ тытăм урлă пурнăçланĕ, çакă ырă ĕçсем тăвассинче тата та пысăк çитĕнÿсем тума май парĕ. Çакна тĕпе хурса пуласлăхри волонтерство тытăмне пластилинран ăсталаса çак ĕçе экспертсем умĕнче хÿтĕлерĕмĕр, — пĕлтерчĕ Александра Салмина.
Ачасем командăсене пайланса ĕçленĕ пулсан та, пĕтĕмĕшле кăтартусене кашнинне уйрăммăн шутланă. Пĕтĕмлетÿсем тăрăх Александра 853 балл пуçтарса çĕнтерÿçĕсен шутне кĕнĕ.
«Артекра» ирттернĕ 4 кун тĕрлĕ пулăмсемпе пуян пулнă. Конкурсантсем ăсталăх класĕсене, тренингсене, вĕренÿ семинарĕсене хутшăннă, экспертсемпе, паллă çынсемпе тĕл пулнă. Ку чи кĕске те тĕрлĕ мероприятипе чи пуян смена пулнине палăртнă ача-пăча центрĕн ертÿлĕхĕ. Ăçтан çак конкурса хутшăнма шутланă-ха пирĕн район хĕрĕ?
— Пĕлтĕр эпĕ «Артекра» кантăм. Мана унта питĕ килĕшрĕ, тепре те çитсе курас килчĕ. Телевизорпа «Большая перемена» конкурса рекламăланине курсан эпĕ «Артека» каятăпах терĕм. Çурма финала лекнĕ хыççăн финала та тухатăпах тесе тĕллев лартрăм. Конкурсра çĕнтернине пĕлтерсен вара питĕ хĕпĕртерĕм — çитес çул «Артекра» канма путевкăллă пулса тăтăм-çке-ха! Унсăр пуçне конкурсăн партнерĕсем — «Роскосмос», «Росатом» тата ыттисем те хăйсен парнисемпе савăнтарчĕç. Мала тухнăшăн панă 200 пин тенке вара хальлĕхе пĕтерме планламастăп. Çак укçа шкул хыççăн малалла вĕреннĕ вăхăтра кирлĕ пулĕ тесе шутлатăп, — пытармасть савăнăçне Александра.
Ăна конкурса хутшăнма хавхалантараканĕ, сĕнÿ-канашпа пулăшаканĕ, наставникĕ — амăшĕ, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче математика предметне вĕрентекен Наталия Салмина. Конкурс вăхăтĕнче наставниксем валли те онлайн мелпе тĕрлĕ лекцисем, семинарсем йĕркеленĕ. Вĕсем те практика ĕçĕсем туса хÿтĕленĕ, хăйсен квалификаци шайне ÿстернĕ. Çĕнтерÿçĕ ачасен наставникĕсене 150-шар пин тенкĕ панă.
— Ку çĕнтерÿ — пирĕншĕн питĕ пысăк çитĕнÿ. Хальхи вăхăтра пултаруллă шкул ачисене пулăшма, хавхалантарма çакăн пек лайăх мелсем пурри питĕ савăнтарать. Конкурс йĕркелесе талантлă çамрăксене малалла аталанма çул уçса паракансене пысăк тав сăмахĕ калатăп. Малашне те тĕрлĕ конкурссене хутшăнса çĕнĕ çитĕнÿсем тума тăрăшăпăр, — уçать шухăшне Наталия Николаевна.
Палăртса хăвармалла: «Большая перемена» конкурсăн йĕркелÿçисем ăна çитес çул та ирттерме планлаççĕ. Вăл аслă классенче пĕлÿ илекенсене çеç мар, 5_7 классенче ăс пухакансене те пултарулăхне кăтартса пама май парĕ. Тепĕр çул та конкурсантсем хатĕрленĕ проектсене грантсем парса пулăшĕç.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *