Понедельник, 7 октября

Следовательте хĕрарăмсем те ĕçлеççĕ

Следовательте хĕрарăмсем те ĕçлеççĕ

Право сыхлавĕн органĕсенче ĕçлес тесен çирĕп кăмăллă, патвар кĕлеткеллĕ, вăйлă, хăрушлăх умĕнче пуç усман çын пулмалла. Çавăнпа та эпир ытларах чухне çак ĕçре арçынсене куратпăр. Апла пулин те, этемлĕхĕн черчен пайĕ хушшинче те паянхи кун хăйсен пурнăçне йĕрке хуралĕпе çыхăнтаракансем сахал мар. РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕнче аслă следовательте вăй хуракан Марина Евдокимова йывăр ĕçрен пĕрре те хăраса тăмасть, вăл 18 çул ĕнтĕ право сыхлавĕн тытăмĕнче тăрăшать.
— Следователь ĕçĕ хăйне евĕр романтикăпа çыхăннă. Киносенче час-часах темĕнле пăтравлă ĕçе те уçса пама,
тунă преступленисен çăмхине салатса тĕрĕслĕхе уçăмлатма пултаракан следовательсене кăтартаççĕ. Вĕсен сисĕмлĕхĕ, професси ăсталăхĕ, тишкерÿллĕ ăс-тăнĕ чăннипех те тĕлĕнтереççĕ. Çавăнпах пулĕ эпĕ хамăн пурнăçа çак ĕçпе çыхăнтарма шутларăм, — пуçларĕ калаçăва юстици майорĕ.
Хирти Мăнтăр вăтам шкулне пĕтернĕ хыççăн çамрăк хĕр Шупашкарти коопераци техникумне правоведени енĕпе вĕренме кĕнĕ. Унтан куçăмсăр майпа Мускав гуманитарипе экономика институчĕн Шупашкарти филиалĕнче юриспруденци специальноçне алла илнĕ. Вĕреннĕ вăхăтрах Комсомольскинчи шалти ĕçсен уйрăмне ĕçе вырнаçнă, çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторта вăй хунă. Кăштахран çамрăк специалиста дознавателе куçарнă. 2004 çултанпа Марина Юрьевна следстви уйрăмĕнче вăй хурать.
Унăн шучĕпе следстви ĕçĕнче хĕрарăмсем çитĕнÿсем тума пултараççех. Следователĕн кашни ĕçе питĕ тĕплĕн пăхса тухмалла, тарăннăн тишкермелле, хут ĕçĕпе те нумай лармалла. Çакна валли пысăк чăтăмлăх кирлĕ, ку вара хĕрарăмсен çителĕклех. Следователь ĕçне пĕрре те çăмăл тесе калаймăн. Çĕрлехи дежурствăсемех мĕне тăраççĕ. Кун пек чухне унăн кирек хăш самантра çула тухма хатĕр пулмалла, мĕн те пулин пулсан тÿрех çав вырăна çитсе ĕçе пикенмелле. Унсăр пуçне çемьеллĕ хĕрарăмсен ĕç çинчен çеç мар, кил вучахĕ, мăшăрпа ачасем çинчен те шутламалла-çке-ха.
— Çĕрле преступлени туни çинчен шăнкăравласа пĕлтерсен малтанхи вăхăтра мăшăрăм та пĕрле пыратчĕ. Çемье çавăричченех çак ĕçре вăй хунине кура унăн эпĕ çĕр варринче тухса кайнисене, ĕçрен кая юлса таврăннисене йышăнма тивнех. Ĕçĕ çавăн пек те-ха пирĕн, мĕн тăвайăн; — уçать шухăшне М.Евдокимова.
Районта хăрушă преступленисем тăтăшах пулмаççĕ пулсан та следовательсен алă усса ларма вăхăт çук. Вĕсен яланах ĕç нумай. Акă, юлашки вăхăтра контактсăр мелпе улталаса çынсен укçи-тенкине сăптăрса кайнă тĕслĕхсем уйрăмах йышлăланнă. Кун пек ĕçсене тĕпчесе айăплине тупма питĕ йывăр. Ултавçăсем хăйсене ан тупчăр тесе темĕн те шутласа кăлараççĕ: вилнĕ çыннăн е пачах та пулман çыннăн паспорчĕ çине регистрациленĕ номерсенчен шăнкăравлаççĕ, улталаса ют çын укçине вăрланă хыççăнах телефонĕсене сÿнтерсе хураççĕ. Çынсем вара пач палламан шăнкăравлакана шанса банк карттисен реквизичĕсене калаççĕ е хăйсемех укçисене куçарса параççĕ. Ют çынна ытлашши ĕненнине пулах ĕнтĕ çакăн пек тĕслĕхсем нумайланса пыраççĕ.
— Халĕ мана тепĕр хут професси суйлама ыйтнă пулсан та çак ĕçех суйланă пулăттăм. Çак професси манăн чуна çывăх, кулленхи йывăрлăхсене татса пама вара хăнăхса çитнĕ, — пĕтĕмлетрĕ калаçăва Марина Юрьевна.

Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *