Воскресенье, 13 октября

Хуçалăх çĕнĕ комбайн туяннă

Ял хуçалăхĕнче лайăх тухăç туса илесси нумай япаларан килет: вăрлăх пысăк пахалăхлă пулмалла, ĕçе пĕлсе йĕркелемелле, çанталăк условийĕсене шута илмелле, кашни ĕçе вăхăтра туса ĕлкĕрмелле… Унсăр пуçне ĕçлекен алăсем тата хăватлă техника хатĕрĕсем çителĕклĕ пулни кирлĕ. «Труд» ЯХПКн машинăпа трактор паркĕ çак кунсенче çĕнĕ техника хатĕрĕпе пуянланчĕ.
Тырă пухса кĕртекен «ACROS-585» комбайна Ростов хулинчен илсе килнĕ. Хуçалăхра унсăр пуçне «Нива» тата «Полесье» комбайнсем пур. Вĕсемпе нумай çул усă кураççĕ ĕнтĕ, çавăнпа та тыр-пул пуçтарса кĕртмелли техникăна çĕнетме вăхăт çитни куçкĕрет.
— Машинăпа трактор паркĕ кивелсе пынине эпир тахçанах сÿтсе явма пуçларăмăр. Лайăх, пĕр кăлтăксăр ĕçлекен техника хатĕрĕсем пулмасан хирти ĕçсене вăхăтра тума май килместех. Çавăнпа та эпир кăçал парка çĕнетесси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Акă, çуркунне «Кировец» трактор туяннăччĕ. Ăна Алексей Трофимов тракториста шанса патăмăр. Вăл шăпах çураки ирттерме питĕ вырăнлă пулчĕ, — паллаштарать лару-тăрупа хуçалăхăн тĕп агрономĕ Геннадий Кузьмин.
Çулталăкри чи хĕрÿ тапхăрсенчен пĕри — вырма — вĕçленнĕ пулсан та, хуçалăхра тăрăшакансем кĕрĕк арки йăваласа лармаççĕ. Халĕ вĕсем урпа, çурхи тулă, сĕлĕ вăрлăхĕсене сортлаççĕ, çуркунне валли хатĕрлеççĕ. Тăпран йÿçеклĕхне чакарма извеçлес ĕçе те пикеннĕ. Кăçал ку ĕçе 50 гектар çинче тума палăртнă. Механизаторсем вара техника хатĕрĕсене хĕле валли упрама вырнаçтараççĕ.
Тăрăшуллă ĕçченсем ăнăçлăн ĕçлесе пыни, паллах, савăнтарать. Çĕнĕ техникăпа усă курса вĕсем килес çул тата та пысăкрах тухăç илессе шансах тăратпăр.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *