Анне — çут тĕнчери чи çывăх та хаклă çыннăмăр. Вăл пире пурнăç парнелет, юрла- юрла сăпка сиктерсе, ачашласа çитĕнтерет. Вăл çепĕççĕн çупăрласа пире сивĕ кунра ăшăлăх парнелет. Йывăр вăхăтра чи малтан алă парса пулăшать. Анне… Çак сăмахра мĕн чухлĕ ăшăлăх, çепĕçлĕх, хавхаланулăх. Ахальтен мар анне ячĕпе мĕн чухлĕ сăвă шăрçаланать, юрă шăранать. Унăн ячĕпе çулсеренех мĕн чухлĕ акци, конкурс йĕркеленет тата; Вун-вун фестиваль, тĕл пулу анне ятне çÿле çĕклет.
Акă кăçал та республикăри Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Наталья Николаева пуçарнипе Хĕрарăмсен канашĕ «Анне кунĕ» мероприятисен марафонне старт панă. Унăн тĕллевĕ — хĕрарăмсене аталанма майсем туса парасси, вĕсене хăйсем çинчен тата хăйсен чи лайăх енĕсем çинчен каласа пама пулăшасси. Апла пулсассăн районти маттур та пултаруллă аннесене марафона хутшăнма чĕнетпĕр. Чылайăшĕ унта хутшăнса сăнÿкерчĕксене социаллă сетьсенче вырнаçтарма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Ыттисене вара хастартарах пулма ыйтатпăр.
Социаллă сетьсенче сăн- ÿкерчĕксене тĕрлĕ тематикăпа вырнаçтарма пулать.
Акă вĕсем:
— «Все краски жизни для тебя» ÿкерчĕксен конкурсĕ /1—4-мĕш классем/;
— сăнÿкерчĕксене #МояСемьявЧувашии #МамаВмодеРоссия#МамаВмодеРоссияСемья#СоюзЖенщинЧувашии хештегсемпе лартмалла;
— «Сохранение и передача национальных и культурных традиций от матери к дочери, от отца к сыну» фестиваль /#МамаВмодеРоссияТворчество #СоюзЖенщинЧувашии/;
— «Мамы Чувашии готовят с любовью» акци /#МамаВмодеРоссияКулинария/;
— «Женский голос Чувашии» акци /#ЖенскийГолосЧувашии#МамаВмодеРоссияВокал #СоюзЖенщинЧувашии хештег лартма манмалла мар/.
Çавăн пекех эпир сăнÿкерчĕксене пирĕн пата та ярса пама ыйтатпăр. «Каçал ен» тата «Вакыт» хаçат редакцийĕсем районти хĕрарăмсен Канашĕпе пĕрле «Анне кунĕ» мероприятисен марафонне хутшăнса социаллă сетьсене сăнÿкерчĕксем вырнаçтараççĕ. Сăнÿкерчĕксене çак кунсенче кĕтетпĕр, социаллă сетьсенче вĕсене ноябрĕн 15-мĕшĕччен вырнаçтармалла. Хăвăр хушаматăра, ятăра, хăш ялта пурăннине палăртма ан манăр.
Аса илтерсе хăварар! Тĕплĕнрех информаципе Вконтакте социаллă сетьре «Союз женщин Чувашии» сообществăра паллашма пулать. Унта эсир альбомсене сăнÿкерчĕк-сем те лартма пултаратăр.
Айтăр пĕрле хаваспах конкурса хутшăнар!
А.АНТОНОВА.