Тĕрĕк тĕнчин йăла культурин халăхсем хушшинчи «Урмай залида — 2020» VIII фестивалĕ тăнăçлăх, музыка, туслăхпа ырлăх уявĕ пулса тăчĕ. Кăçал тутар культурин çулсерен иртекен уявне ТАССРа тата ЧАССРа туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа тата Чăваш Республикинчи тутарсен наципе культура автономийĕн никĕслевçи пулнă Ферит Гибатдинова асăнса йĕркеленĕ.
Онлайн-фестивале Раççейĕн 20 ытла регионĕнче пурăнакан пине яхăн артист хутшăннă. Вĕсем хушшинче Чăваш Республикинчи наципе культура пĕрлешĕвĕсен пултарулăх коллективĕсем те пур. Артистсем Пушкăртстанри, Тутарстанри, Мари, Чăваш, Кабардин-Балкар Республикисенчи, Çурçĕр Осетинчи, Якутири, Чулхула тата Ульяновск облаçĕсенчи, Курган хулинчи тĕрĕк чĕлхиллĕ халăхсен наци культурине кăтартса панă. Нумайăшĕ тăван хулисенчен тухмасăрах хăйсен пултарулăхне тĕнчене кăтартма пултарнă.
Фестивале хутшăнакансене ЧР культура, национальноçсен тата архив ĕçĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Каликова уяв ячĕпе саламланă. Вăл «Урмай залида» тĕрлĕ наци çыннисен хăйне евĕрлĕ пултарулăх площадки пулнине палăртнă, фестивалĕн йĕркелÿçисене, артистсене тата хăнасене хавхаланупа çĕкленÿллĕ кăмăл суннă. РФ Патшалăх Думин депутачĕ, тутарсен федераллă наципе культура автономийĕн канашĕн председателĕ Ильдар Гильмутдинов саламлă телеграмма янă.
Кăçалхи Гран-прие 5 номинацире Ф.Павлов ячĕллĕ Шупашкарти музыка училищин «Янтал» фольклор ансамблĕ, Урмаелĕнчи «Мишар» халăх фольклорпа эстрада ансамблĕ тата «Тамчы» ача-пăча фольклор ансамблĕ, Тутарстан Республикинчен килнĕ «Ятаган» фольклорпа инструмент ансамблĕ, Çурçĕр Осетирен-Аланирен килнĕ «САРМАТ» тĕслĕхлĕ ача-пăча ташă ансамблĕ тивĕçнĕ.
«Урмай залида» фестивалĕн тĕп тĕллевĕ — чи лайăх халăх пултарулăх коллективĕсене, уйрăм юрăçсене пулăшу кÿресси, халăх хореографине, вокала, тĕрĕк тата ытти халăхсен пултарулăхне аталантарасси. Фестиваль малашне те тĕрлĕ халăхсем хушшинчи культура хутшăнăвĕсене анлăлатма пулăшĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА хатĕрленĕ.