Чи кирли — ĕç кăмăла кайни

Кашни кун руль умне ларса çула тухать «Луч» ЯХПКра тăрăшакан Александр Филиппов. 38 çул водительте ĕçлекенскер, хăйĕн пурнăçне автомашинăсăр курмасть те вăл. Уншăн машина кĕр кĕрлени, тикĕссĕн пыни темрен те хаклă.
Тури Тимĕрчкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Александр ялти шкула пĕтернĕ хыççăн электромонтажнике вĕреннĕ. Ку специальноçпа 3 уйăх çеç ĕçлесе ĕлкĕрнĕ вăл — çамрăк каччăн салтак атти тăхăнма вăхăт çитнĕ. Çартан таврăнсан Александр Миронович, ялта электрик валли ĕç вырăнĕ çуккине кура, Сĕнтĕрвăррине çул тытнă, водителе вĕреннĕ. Алла диплом илсенех «Луч» ЯХПКра ĕçлеме пикеннĕ. Паянхи кун та çакăнтах тăрăшаканскер, хăйĕн ĕçне чунтан кăмăллать.
— Çăмăл ĕç ниçта та çук ĕнтĕ вăл. Кашни ĕçĕн хăйĕн йывăрлăхĕсем пур. Чи кирли — ĕç кăмăла кайни, — тет тăрăшуллă водитель.
Вĕсем мăшăрĕпе Любовь Витальевнăпа пĕрле икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Ывăлĕсем те, мĕн пĕчĕкрен техникăпа интересленнĕскерсем, ашшĕ çумĕнче водитель ĕçĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллашса ÿссе çак çулах суйланă — иккĕшĕ те водительте вăй хураççĕ. Александр Миронович куншăн хĕпĕртет анчах. Çакă улми йывăççинчен аякка ÿкменнине тепĕр хут çирĕплетет-çке-ха.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *