Суббота, 20 апреля

Хăвăра упрама тăрăшăр

Хăвăра упрама тăрăшăр

Кашни çулах кĕркунне çанталăк сивĕтсе пынă май респираторлă вирус чирĕпе чирлекенсен шучĕ ÿсет. Кăçал вара коронавирус инфекцийĕпе çынсем чирленĕ пирки лару-тăру татах та йывăрланса пырать пулĕ.
Епле сыхланмалла? Респираторлă вирус тата коронавирус чирĕсемпе чирлес мар тесен мĕн тумалла; Çак тата ытти ыйтусем çине хуравлама эпир Республикăн общество сывлăхĕн, профилактика медицинин, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачне Елена Михайловна Егоровăна ыйтрăмăр.
— Елена Михайловна, чăн малтан респираторлă вируслă чирсем çинче чарăнса тăрар-ха. Çынсене тепĕр хут аса илтерер, çав чирпе чирлекенсен йышĕ хальхи вăхăтра мĕн чухлĕ, çынсем ытларах мĕнле майпа чирлеççĕ;
— Кăçал çанталăк ăшă тăчĕ пулин те çак чирпе чирлекенсен шучĕ нумайланчĕ. Республикăра хальхи вăхăтра пĕтĕмпе 6 пин ытла çын чирлет. Чирлекенсенчен 67 проценчĕ — Шупашкар хулинче пурăнакансем.
Респираторлă чирсене пуçарса яракансем — вируссем. Вĕсем сывă çынсене чирлĕ çынран тата уйрăмах чире ура çинче чирлесе ирттерекенсенчен ереççĕ.
Чире пуçаракан вируссем ÿсĕрнĕ, сунасланă, калаçнă май сывлăша тухаççĕ. Сывă çынсем вара таса мар, вируслă сывлăшпа сывласа чире каяççĕ. Вируссем таса мар алă урлă та сывă çынна лекме пултараççĕ.
Вирус организма лекнĕ хыççăн чирĕн пĕрре-мĕш паллисем сисĕниччен 2 кунтан пуçласа 4—5 кун иртет.
— Грипп чирĕ вара респираторлă чирсенчен мĕнпе уйрăлса тăрать?
— Грипп та респираторлă вируслă чирсен шутне кĕрет. Гриппа ытти респираторлă чирсен паллисем ытларах пĕрешкел: ÿт температури ÿсет, вăй чакать, сăмса хупланать, çын хăйне питĕ япăх туять.
Анчах та грипп самай йывăртарах иртет, вăл яланах сасартăк, кĕтмен çĕртен пуçланать, ÿт-пÿ температури тăруках 39—40 градуса çити хăпарать, мышцăсем, куçсем ыратаççĕ, тар вăйлă тухать, вăй-хал чакать, пуç ыратать. Каярахпа тин сăмса питĕрĕнет, пыр ыратма пуçлать, ÿслĕк пуçланать. Пысăк температура 5 кун таранах тытăнса тăрать. Йывăр чирлекенсен е чире ура çинчех ирттерекенсен грипп шала кайса вирус энцефалитне, пневмоние тата ытти йывăр чирсене куçма пултарать. Уйрăмах ача кĕтекен хĕрарăмсен асăрхануллă пулмалла.
Ытти респираторлă вирус чирĕсемпе чирлесен вара, пĕрремĕш вырăна ÿслĕк, пыр ыратни, сăмса юхни тухса тăрать. Температура ытларах иккĕмĕш-виççĕмĕш кунсенче кăна хăпарма пуçлать.
— Елена Михайловна, чирлесен мĕн тумалла?
— Гриппа та, респираторлă инфекци чирĕпе чирлесен те чире ура çинче ирттермелле мар. Малтанхи кунсенче килте пулма тăрăшмалла. Вăй пĕтсен, пысăк температура пулсан, шăнтса пăрахсан вырăн çинчен тăмалла мар. Тухтăр çырса панă эмелсене кăна ĕçмелле тата вăл сĕннине çирĕп пăхăнса сипленмелле. Антибиотиксене врач каламасăр ĕçмелле мар, мĕншĕн тесен грипп вирусĕсем антибиотиксене туйăмсăр.
Çакна каласа хăвармалла, 38 градусран пысăкрах температурăна кăна чакарма тăрăшмалла. Мĕншĕн тесен пысăк температура организмăн вируссемпе кĕрешекен хÿтлĕх реакцийĕ шутланать. Температура хăпарсан ăшă процедурăсем — ванна, горчичник, ăшă чĕркени — юрамаççĕ. Хурлăханран, хăмла çырлинчен морс, çăка чечекĕнчен хатĕрленĕ чей нумайрах ĕçме тăрăшмалла.
— Коронавирус чирĕ респираторлă вирус чирĕсенчен мĕнпе уйрăлса тăрать?
— Грипп хăрушă чир пулнине çынсем нумайăшĕ пĕлеççĕ. Ку чире мĕнле сиплемеллине тахçанах тупса палăртнă. Хальхи коронавирус чирĕ вара — çĕнĕ чир. Специалистсем коронавируса тĕпчесе, çак чире мĕнле лайăхрах сиплемеллине тупса, вĕренсе пыраççĕ. Вăл пĕрисен юнне çăратать, теприсен пыршăлăхне сиенлет, виççĕмĕшсен ÿпкисене пĕтерет.
Чир ерме пултаракан хăрушлăх ушкăнне уйрăмах ватă çынсем, гипертонипе тата ытти вăраха кайнă чирсемпе аптăракансем кĕреççĕ. Вĕсен чир уйрăмах питĕ йывăр иртет.
— Елена Михайловна, коронавирус чирĕ-пе чирленине мĕнле паллăсем кăтартаççĕ?
— Коронавирус чирĕпе чирлекенсен те чир паллисем ытларах респираторлă вирус чирĕн паллисемпе пĕрешкел. Пĕрремĕш кунсенче ÿт температури ÿссе каять. Чирлĕ çын хăйне питĕ япăх туйма пуçлать, хăвăрт ывăнать, вăй пĕтет, апат çиес килми пулать. Каярах типĕ ÿслĕк нушалантарма пуçлать. Нумайăшĕ апат тутине туйми пулаççĕ, шăршă çухатаççĕ. Чирлекенсен сывлама йывăрлансах пырать.
Статистика кăтартнă тăрăх, пирĕн республикăра чирлекенсенчен 27 проценчĕн чир паллисем пачах та çук. Анчах та çакăн пеккисем ытти çынсене чирлеттерсе яма пултараççĕ. Çавăнпа та хальхи вăхăтра уйрăмах пурин те питĕ асăрхануллă тата тимлĕ пулмалла.
— Асăннă чирсемпе чирлес мар тесен мĕн тумалла-ха?
— Чирлес мар тесен кашни çыннăн хăйĕн яланах тăрăшмалла, иммунитета çирĕплетмелле. Çирĕп иммунитет çынна нумай чиртен сыхлать, асăннă чирсенчен кăна мар.
Иммунитета пĕр уйăх хушшинчех çирĕплетсе çитерме май çук, çавăнпа та ун çинчен эпидеми пуçланиччен кăна аса илмелле мар. Вăл çирĕп пултăр тесен кунсерен сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла, тĕрĕс апатланмалла, физкультурăпа туслă пулмалла.
Çÿлерех асăнтăмăр ĕнтĕ, гриппа коронавируса тата респираторлă инфекци чирĕсене пуçарса яраканĕсем — вируссем. Вĕсем сывă çынсене сывлăш тата алă урлă ереççĕ. Çавăнпа та çак чирсенчен сыхланас тесен, хальхи вăхăтра халăх çÿрекен вырăнсенче яланах маска тăхăнмалла. Анчах та час-часах çакна асăрхатпăр: маскăпа нумайăшĕ тутине кăна хуплаççĕ. Кун пек чухне маска тăхăннин пачах та усси пулмасть. Вируссем вара сăмсапа сывласан сывлăша тухса сарăлса ытти сывă çынсене лекеççĕ. Çавăнпа маскăна тĕрĕс тăхăнмалла, унпа сăмсана та, тутана та хупламалла. Май пулсан, халăх нумай çÿренĕ вырăнсенчен аяккарах пулма тăрăшмалла. Алсене час-часах çумалла е антисептикпе сĕрмелле.
— Елена Михайловна, прививкăсем пирки мĕн калама пултаратăр; Асăннă чирсенчен хальхи вăхăтра прививкăсем тăваççĕ-и? 
— Сыхланмалли мелсенчен чи лайăххи — прививка туни. Кăçал пирĕн республикăри çынсен 60 процентне грипран прививка тума палăртнă. Поликлиникăсенче сентябрь пуçла- мăшĕнчех çынсене прививкăсем тума пуçланă, çак ĕç халь те малалла пырать. Паянхи куна республикăра пурăнакан 237 925 çынна прививка тунă. Енчен те грипран прививка тăвас килет пулсан, хальтерех, грипп эпидемийĕ пуçланиччен тусан, питĕ вырăнлă пулĕ. Прививка тутарма хăвăрăн тухтăр патне каймалла.
Коронавирусран та вакцина туса кăларнă, ăна пирĕн республикăна та илсе килнĕ. Анчах та ăна чи малтан коронавирус чирĕпе чирлекен çынсене сиплекен тухтăрсене тума палăртнă.
— Анчах та хăш-пĕрисем грипран та прививка тутарас пирки иккĕленеççĕ. Кун пирки мĕн калама пултаратăр?
— Чăнах та, хăшпĕр çынсем прививка тутарасшăнах мар. Пĕрисем унăн усси сахал, теприсем тата сиенлĕ те тесе шутлаççĕ. Прививка тутарсан та чирлерĕм, çавăнпа урăх тутармастăп тенине сахал мар илтнĕ. Çÿлерех асăнтăмăр ĕнтĕ, грипсăр пуçне тĕрлĕ респираторлă вирус чирĕсем питĕ нумай. Çынсем вĕсемпе чирленине гриппа пăтраштараççĕ.
Статистика кăтартнă тăрăх, прививка тутарнисем нумайăшĕ гриппа чирлемеççĕ. Чирлесен те чире çăмăллăн ирттерсе яраççĕ. Прививка тутаракансем хушшинче чир шала кайса ытти йывăр чирсене куçнă тĕслĕхсем те питĕ сахал. Хальхи вăхăтра грипран прививка туни питех те вырăнлă пулĕ.
— Прививкăна пурне те тума юрать-и?
— Прививкăна чирленĕ вăхăтра кăна тата аллерги паракан çынсене кăна тума юрамасть. Тĕплĕнрех кун пирки хăвăра сиплекен врачпа канашласа пĕлмелле.
— Елена Михайловна, юлашкинчен мĕн каласа хăваратăр?
— Тепĕр хут асăрхаттарса хăварасшăн: кашни çын хăйĕн сывлăхĕшĕн хăй яваплă. Çавăнпа кунсеренех сывă пурнăç йĕркине тытса, яланах тĕрĕс апатланса, физкультурăпа туслă пулса иммунитета çирĕплетмелле.
Халĕ, гриппа, респираторлă вирус чирĕсемпе тата коронавирус чирĕпе чирлес хăрушлăх пур вăхăтра, пурин те уйрăмах питĕ тимлĕ пулмалла.
Сывă пулăр, хăвăра упрăр!

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *