Маттур педагог

Тĕнчере професси нумай. Пĕр-пĕр профессине алла илес тесен ятарлă пĕлÿ илмелле. Малтан шкултан вĕренсе тухмалла. Учитель çын пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнни куçкĕрет. Вăл ачасене тĕрлĕ предметсене вĕрентнисĕр пуçне обществăра, тантăшсемпе хутшăнма вĕрентет. Пĕрремĕш учитель вара шкула пуçласа килекен ачасемшĕн «иккĕмĕш анне» вырăнĕнчех. Унăн професси пахалăхĕсенчен шкул алăкне пуçласа уçакан ачасен малашлăхĕ тÿрремĕн килет.
Оксана Николаевна Копташкина Асанкасси вăтам шкулĕнче пуçламăш класс ачисене вĕрентет. Вăл Елизавета Ивановнăпа Николай Васильевич Даниловсен çемйинче çуралса ÿснĕ. Вĕсен çемйи ялти хисеплĕ çемьесен шутĕнче. Учительте ĕçлекен ашшĕне тата хăйĕн пĕрремĕш учительне, Зинаида Бурмаковăна, тĕслĕхе хурса Оксана пĕчĕкренех ачасене вĕрентме ĕмĕтленнĕ. Пуçласа пĕлÿ тĕнчипе паллаштарнă учителе яланах ăшăпа аса илет.
Оксана шкул пĕтерсенех Канашри педагогика колледжне çул тытнă. Унтан Шупашкарти Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. 2001 çулта вăл педагог профессийĕпе ĕçлеме пикеннĕ. Малтан ача садĕнче тăрăшнă. 2006 çултан çак кунччен пуçламăш класс ачисене вĕрентет. Унпа пĕрлех Оксана Николаевна класс тулашĕнчи йĕркелÿçĕ тивĕçĕсене яваплă пурнăçлать. Вăл пур ĕçре те хастарлăхпа палăрса тăрать, яланах тирпейлĕхшĕн, тасалăхшăн тăрăшать.
Э.ТАРКИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *