Çак кунсенче Комсомольскинче пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ Галина Мархунова чаплă юбилейне — çут тĕнчене килнĕренпе 75 çул çитнине — уявларĕ. Ун çине пăхатăн та çак çула çитнĕ тесе пĕрре те калаймастăн. Пыл хурчĕ пек ĕçченскер, пăрчăкан пек вăр-варскер, ăçтан пур çĕре те ĕлкĕрет? Килĕнче тирпей- илем хуçаланать унăн: кашни япали хăй вырăнĕнче, чÿрече анисем çинче хÿхĕм чечексем куçа йăмăхтарса лараççĕ. Картишĕ, пахчи таврашĕ те питĕ тирпейлĕ. «Çулла пахча ĕçĕ нумай та çавăнпах вăхăт иртет. Хĕлле вара эпир кÿршĕпе пĕрле вăрмана йĕлтĕрпе ярăнма та каятпăр», — пуçларĕ калаçăва Галина Сергеевна.
Сăмах хыççăн сăмах юхнă май куçĕ умне ачалăхне кăларчĕ вăл. Г.Мархунова Йĕпреç районĕнчи Эйпеç ялĕнче кун çути курнă, йышлă çемьере çитĕннĕ. Ашшĕ Сергей Иванович Пыркин Комсомольскинче çуралса ÿснĕ. Учитель пулнă май ăна Йĕпреç районне направленипе ĕçлеме янă. Галина шкул çулне çитиччен çемье каялла Комсомольскине, ашшĕн тăван килне куçса килнĕ. Комсомольски вăтам шкулĕнче Мария Васильевна Глухова вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Вăл вĕрентни хĕрачана кăмăлне кайнă, унăн та юратнă учителĕ пек пулас килнĕ. Çавăнпах шкула кĕмĕл медальпе пĕтернĕ хыççăн Галина Мархунова Чăваш патшалăх педагогика институтне вырăс чĕлхипе литература уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен çамрăк специалиста направленипе Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялне ĕçлеме янă. Пĕрремĕш хут урока килнине вăл халĕ те ас тăвать.
— Питĕ хумханса та хăраса пĕрремĕш урока пырса кĕтĕм. Мана 11-мĕш класра вĕренекенсене панăччĕ. Хам та вĕсенчен кăшт çеç аслăрах. Эпĕ вĕсене тÿрех: «Эпĕ вăрçăнма пĕлместĕп, сире кашнине хисеплĕп, туслă пулар», _ терĕм. Çапла майĕпен ĕçлеме пуçларăм, ĕç йĕркеллех пулса пычĕ. Каярахпа çак класри пĕр хĕрача мана чунне уçнăччĕ: «Эсир çав пĕрремĕш урокра каланă сăмахсене пула пире тÿрех килĕшрĕр, эпир Сире хисеплеме пуçларăмăр», — тенĕччĕ, — кăмăллăн аса илет иртнине пултаруллă педагог.
Кăштахран вăл Сиккассинчи шкула ĕçлеме куçнă. 1970 çулта Кĕçĕн Каçал шкулĕнче вăй хума пикеннĕ те мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех унта ĕçленĕ. Галина Сергеевнăн пĕтĕмĕшле педагогика стажĕ 33 çулпа танлашать. Хăйĕн профессине питĕ юратаканскер, вăл кашни ача чунĕ патне çул тупма, уроксенче ачасене кăсăклантарма пултарнă, кашнинех тарăн пĕлÿ пама тăрăшнă. Паянхи кун та вĕренекенĕсем ăна ырăпа çеç аса илеççĕ, хирĕç пулсан ыталаса илеççĕ, пурнăçĕпе интересленеççĕ. Вĕсем тав сăмахĕ калани учительшĕн чи ырри.
— Кĕçĕн Каçал шкулĕнчи коллектив питĕ туслăччĕ, яланах килĕштерсе ĕçленĕ эпир. Пире шкул директорĕ Алексей Андреевич Яковлев пĕр чăмăра пуçтарса тăратчĕ. Халĕ те эпир туслă, пĕр-пĕрне манмастпăр, уявсенче пуçтарăнатпăр, саламлатпăр, — пĕлтерет тивĕçлĕ канури педагог.
Галина Сергеевна Комсомольскинчех хăйĕн шăпа çырнине тупнă, пĕр кил урлă пурăнакан Петр Мархунова качча тухнă. 51 çул килĕштерсе пурăннă вĕсем, 6 ачана кун çути парнелесе çитĕнтернĕ. Шел пулин те, Петр Петрович 2 çул каялла çĕре кĕнĕ. Паянхи кун Галина Мархунова ачисемпе, 9 мăнукĕпе савăнса пурăнать. Нумаях пулмасть çеç унăн мăнмăнук çуралнă. Ăна мăн кукашшĕн ятне — Петр — хунă. Çуллахи кунсене ачисем, мăнукĕсем тăтăшах ялта ирттереççĕ, юратнă амăшне, асламăшне, кукамăшне килти ĕçсенче пулăшаççĕ. Çак кунсенче юбилей ячĕпе саламлама та вĕсем йышлăн пуçтарăнса килчĕç, юратнă çыннине вăрăм ĕмĕрлĕ, çирĕп сывлăхлă пулма сунчĕç, парнесемпе савăнтарчĕç.
Н.КАЛАШНИКОВА.