Нумаях пулмасть çеç ăшă варкăш çил çинче тинĕс пек сарă тырă кашласа ларатчĕ, халĕ вара хирсем çаралчĕç. Унта-кунта çеç хĕле кĕриччен юлашки ĕçсене пурнăçланине асăрхама пулать.
Районти хуçалăхсем кăçал çĕрулмине пурĕ 778,63 гектар çинче çитĕнтернĕ. Паянхи кун тĕлне ăна пĕтĕмпех пуçтарса кĕртнĕ. Вăтам тухăç кашни гектартан 275,8 центнерпа танлашнă. Пахча çимĕçсене пурĕ 78,4 гектар çинче çитĕнтернĕ, хальлĕхе 72,3 гектар çинчен пуçтарса кĕртнĕ. Ку ĕç те çывăх вăхăтрах вĕçленĕ.
Хуçалăхсем кĕрхи культурăсене акса хăварасси çине те çителĕклĕ тимлĕх уйăрнă. Кĕрхи культурăсене пурĕ 4065 гектар çинче акса хăварнă, çав шутра 3633 гектар — тулă, 432 гектар — ыраш.
12574,3 гектар çинче кĕрхи çĕртме тунă. Ку кăтарту маларах палăртнин 70,4 проценчĕпе танлашать.
К.ГИМАЛЬДИНОВ.