Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă Г.Г.Ракчеев нумай-нумай çул каялла çапла каланине астăватăп: «Енчен те агроном уй-хирпе çуран утса тухса тырă-пулă мĕнлерех çитĕннине тĕплĕн тишкермесен ял хуçалăх специалисчĕ хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçлаймасть», — тенĕччĕ вăл пĕр тĕлпулура. Çав тапхăрта «Красный Октябрь» колхозра вăйлă специалистсем пулнă. Тĕп агрономĕ — Н.А.Козлов. Раççей тата Чăваш Респуб- ликин тава тивĕçлĕ агрономĕ, унăн ĕçне СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕ Ленин орденĕпе хакланă. Тепĕр агрономĕ — В.Н.Акчурин — уй-хир культурисен вăрлăхĕн пахалăхне лайăхлатассипе ĕçлетчĕ. Т.П.Казаков зоотехник, Е.В.Акчурина экономист, ферма заведующийĕ В.А.Акчурин, тĕп бухгалтер В.В.Агафонов тата ыттисем те хăйсен ĕçĕнче чи шанчăклă специалистсем пулнине кăтартса панă. Çавăнпах пулĕ Геннадий Герольдович çÿлерех асăннă сăмахсене каларĕ те. Пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ специалистсем ?агрономсем/ районти ытти хуçалăхсенче те сахалах мар пулнă. Сăмахран, А.Г.Макаров /«Заря»/, Г.В.Катиков /«Восток»/, Г.Г.Мифтахутдинов /«Алга»/, Н.И.Кошкин /«Россия», халĕ «Слава»/, А.З. Феткуллин /«Дружба»/, С.М.Толстов /«Луч»/, М.З. Якупов /«Труд»/, В.В.Лисицын /«Комсомольский» совхоз/ агрономсене мĕнле-ха ырăпа асăнмăн;
Çак статьяра вара манăн сăмахăм вĕсем çинчен мар, нумай çул ырă ĕçпе тачă çыхăннă çын çинчен пулĕ. Вăл — Мария Андрияновна Фомина, çак кунсенче 70 çулхи юбилейне паллă тăвать.
Ĕлĕкрех ялсенче нумай ачаллă çемьесем сахалах мар пулнă, хăшĕ-пĕри 10—12 ача таранах çуратса кулленхи йывăрлăхсене пăхмасăрах пур ачине те пурнăç çулĕ çине чиперех кăларнă. Анна Туксаровнăпа Андриян Васильевич Индюковсем вара çичĕ ачана /4 хĕрпе 3 ывăл/ кун çути парнеленĕ. 1950 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче çак çемьере тăваттăмĕш ача çут тĕнчене килет. Ăна Мария ят параççĕ. Ун хыççăн Индюковсен тата виçĕ ача çуралать.
1968 çулта Маша Комсомольски вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухать, алла аттестат илет. Ун чухне Индюковсем Комсомольскинче пурăнма тытăннă. Çамрăк хĕр тăхтаса тăмасăр Вăрнарти совхоз-техникума кайса кĕрет, агроном специальноçĕпе вĕренме тытăнать, 1972 çулта алла диплом илет. Вĕреннĕ тапхăрта унăн производствăлла практики «Красный Октябрь» хуçалăхăн уй-хирĕсенче иртет. Паян та Мария Андрияновна çак хуçалăхăн тĕп агрономĕ Н.А.Козлов пирки ăшă та ырă сăмахсемпе аса илет, практика усăллă ирттĕр тесе сахал мар пулăшнă-çке вăл пулас специалиста.
Çамрăк агронома районти аслă агрохимик должноçне шанса параççĕ. Вунă çул, 1982 çулччен тăрăшать агрохимикра Мария Андрияновна. Каласа хăвармалла, çак тапхăрта вăл ял хуçалăх институтĕнче агроном дипломне алла илет. 1974 çултан пуçласа 1981 çулччен агрохимик асăннă институтра пĕлĕвне ÿстерет.
Çынсемпе ĕçлени, колхозсен ертÿçисемпе, специалисчĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарни, калас сăмахне пытарса тăманни, уççăн, тÿрремĕн калама пултарни район шайĕнче асăрханмасăр юлмасть. Мария Андрияновнăна «Комомольский» совхозăн профсоюз комитечĕн председательне суйлаççĕ. Шанса панă ĕçре виçĕ çул тăрăшать вăл. Тата икĕ çул Госстрах инспекцийĕн аслă агрономĕнче хăйне тĕрĕслесе пăхать. Районти агропромышленноç пĕрлешĕвне туса хурсан, унăн пĕлĕвне, пултарулăхне шута илсе, ăна асăннă пĕрлешĕвĕн кадрсемпе ĕçлекен тĕп агрономĕн должноçне çирĕплетеççĕ.
Пур ĕçре те пысăк пултарулăхпа палăрса тăракан специалиста 1990 çулта районти çĕр ĕç комитечĕн аслă специалисчĕ пулма шанаççĕ. Кунта вăл 21 çул 2011 çулччен ырми-канми вăй хурать. Сăмах май, Мария Андрияновна аса илмесĕр хăвармарĕ: «Çĕр ĕç комитетне Алексей Александрович Сорокин йĕркелерĕ, вăл — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ çĕр ĕç енĕпе ĕçлекен специалисчĕ. Вунă çул пĕрле ĕçлерĕмĕр унпа. Ырă кăмăллă, таса чун-чĕреллĕ çынччĕ вăл, — терĕ.
Мария Андрияновна пенси вăхăчĕ çитсен те тата 6 çул çĕр ĕç комите- тĕнчех тăрăшрĕ. Чĕрипе парăннă ĕçрен пăрахса кайма тем пек йывăр пулчĕ пулин те стажлă специалист вăхăтлăха канса илес терĕ пулмалла, 2017 çулччен килти ĕçсемпе чунне лăплантарчĕ. Паян вăл районти вăрлăх инспекцийĕн агрономĕнче вăй хурать.
Пурнăç кустăрми 1974 çула уйрăмах паллă йĕр хăварчĕ. Марийăпа Валера пĕрлешсе çемье çавăрчĕç. Валерий Фомин ун чухне районти сельхозтехникăри трактор цехĕн инженерĕ пулнă. Предприяти коллективĕнчен туй парни çĕнĕ хваттер пулчĕ. 1981 çулта вара мăшăр хăй тунă çĕнĕ çуртра пурăнма пуçларĕ. Вĕсен икĕ хĕр — Надеждăпа Татьяна. Иккĕшĕ те çемьеллĕ, пурнăç çулĕпе пĕр такăнмасăр утаççĕ. Иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ. Хăйсем суйласа илнĕ специальноçпа тăрăшаççĕ. Надеждăн пĕр хĕр, Татьянăн икĕ хĕр.
Мария Андрияновнан пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 45 çул. Ĕçне кура хисепĕ, теççĕ халăхра. Çак тăрăшуллă та хастар, пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ çыннăн ĕçне нумай-нумай наградăсемпе хакланă. 1981 çулта /ун чухне вăл аслă агрохимикра ĕçленĕ/ ĕçри лайăх кăтартусемшĕн КПСС Чăваш обкомĕн тата Министрсен Совечĕн Хисеп грамотине парса чыслаççĕ.
Акă, мĕн çырнă Чăваш Республикин пурлăх управленийĕ Мария Андрияновна 55 çул тултарнă ятпа янă саламлă çырăвĕнче: «Вся Ваша трудовая деятельность связана с нелегкой, но поистине почетной работой. На всех порученных участках работы Вы зарекомендовали себя квалифицированным специалистом. Где бы Вы не трудились, Вас всегда отличали скромность, дисциплинированность, добросовестное отношение к порученному, доброе отношение к людям».
Урăхла сăмахсем калама та кирлĕ мар. Вĕсенче Мария Андрияновнан кулленхи ĕçĕ, пурнăçĕ, ĕмĕрĕ. Раççей, Чăваш Республикин Патшалăх çĕр комитечĕсен тата районăн Хисеп грамотисем çак ывăнма пĕлмен специалистăн шучĕ те çук тесех каламалла. Вăл обществăлла ĕçре те вăхăтне, вăйне шеллемен çын пулнипе палăрать. Акă, сăмахран, Мария Андрияновнăна икĕ хутчен Комсомольски ял Совечĕн депутатне суйланă. Нихăçан та салху çÿренине курман ăна, яланах кашни çынпа ăшшăн кăна калаçать вăл. Çакă унăн кулленхи пурнăçĕ. Унсăр пурăнаймасть вăл.
«Пурнăç çулĕпе утса, тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе эпĕ лайăх çынсемпе сахал мар тĕл пулнă. Кулленхи ĕçре вĕсен паха тĕслĕхĕпе усă курнă, йывăртарах вăхăтсенче пулăшу пама хатĕр пулни вара кăмăла çĕклетчĕ. Савăнатăп вĕсемпе, мухтанатăп та», — вĕçлерĕ Мария Андрияновна хăйĕн аса илĕвĕсене.
Октябрĕн 19-мĕшĕнче унăн чи çывăх çыннисем, тăванĕсем, юлташĕсем пĕр киле пуçтарăнса вĕри чĕреллĕ Мария Андрияновнăна пысăк юбилей ячĕпе иксĕлми телей, вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх сунса асăнмалăх парнесемпе чыслĕç.
В.ГАВРИЛОВ.