Вторник, 15 октября

Асăрханăр: улталаççĕ!

Хăрушă статистика: контактсăр майпа — телефонпа шăнкăравласа, интернет урлă улталаса преступниксем кăçалхи январь-октябрь уйăхĕсенче республикăра пурăнакансен 160 миллиона яхăн тенкине вăрланă. Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 2020 çулта асăннă йышши преступленисен шучĕ 1,5 хут ÿснĕ. Районти лару-тăру та тимлĕ пулма хистет. Районти муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕ Ринат Зайнуллин пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр районта пурăнакан 9 çынна улталанă пулсассăн, кăçал ултавçăсенчен 7 çын шар курма ĕлкĕрнĕ.
— Сыхлăх пирки массăллă информаци хатĕрĕсем урлă тăтăшах аса илтеретпĕр. Сотрудниксем çынсемпе тĕл пулнă май ултавçăсенчен асăрханмалли пирки пĕрре кăна мар асăрхаттараççĕ. Суту-илÿ магазинĕсенче, аптекăсенче, автовокзалта тата ытти обществăлла вырăнсенче мĕн чухлĕ памятка вырнаçтарнă пулĕ. Апла пулин те çынсем ултав серепине лекеççех. Ыйту: информацие вуламаççĕ е курмаççĕ? Калама хĕн. Çине-çинех çынсене телефонпа шăнкăравласа улталанă тĕслĕхсене регистрацилеме тивет. Укçа-тенке куçарса панă хыççăн çынсем пулăшу ыйтма килеççĕ. Ултавçăсене вара çийĕнчех тупса палăртма, шыраса тупма çав тери йывăр. Вĕсем телефонĕсене, номерĕсене улăштараççĕ. Пĕр сăмахпа каласассăн — тÿрех çухалаççĕ, — пĕлтерчĕ Ринат Семигуллович.
Акă, нумаях пулмасть татах районта пурăнакана улталанă. Ултавçăсем хĕрарăмпа телефонпа çыхăннă. Шăнкăравлакан банк ĕçченĕ тесе пĕлтернĕ. М.гражданкăна банкри кредитне тÿлесе татма сĕннĕ. Çавна май çийĕнчех укçа-тенке банк картти çине куçарса пама ыйтнă. Хĕрарăм тăхтаса тăмасăрах ултавçăсене кредитшăн 73 пин те 650 тенкĕ куçарса панă. Хăй ултав серепине лекнине кайран çеç ăнланса илнĕ.
Тепĕр тĕслĕхре те хĕрарăм ултав серепине лекнĕ. Вăл палламан çынсене 300 пин тенкĕ куçарса панă. Мĕнле тетĕр-и? Çăмăллăнах. Преступниксем мĕн каланине пĕтĕмпех пурнăçланă та укçасăр тăрса юлнă. Сентябрĕн 3-мĕшĕнче хĕрарăмпа ултавçăсем татах телефонпа çыхăннă. Хĕрарăма ун ячĕпе ют çын банкра кредит илесшĕнни çинчен каласа тĕлĕнтернĕ, укçана банка тавăрса памашкăн сĕннĕ. Лешĕ вара банкир каланине пурнăçласа самантрах 300 пин тенкĕ çухатнă. Преступник ăна кредит илтернĕ, çав укçана хăйне куçарттарнă.
Пур тĕслĕхпе те уголовлă ĕç пуçарнă, ултавçăсене шыраççĕ.
Ринат ЗАЙНУЛЛИН: «Ултавçăсем тем тĕрлĕ рольте те пулма пултараççĕ. Ревизор, сумлă чиновник, банк ĕçченĕ, кредит паракан… Вĕсен пĕр тĕллев — ют укçана ярса илесси. Вĕсене ан ĕненĕр! Палламан çынсем шăнкăравласассăн вĕсемпе укçа ыйтăвĕсене сÿтсе явни вырăнсăр. Телефонпа шăнкăравлакансене карточка реквизичĕсене, кодсене, смс-пĕлтерÿпе килекен парольсене пĕлтерме юрамасть. Вăл кашни çыншăн вăрттăнлăхра пулмалла!»
А.ЕФРЕМОВА
хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *