Çирĕп сывлăхлă тата вăрăм ĕмĕрлĕ пулас тесен куллен физкультура тумалла, спортпа туслашмалла. Çакна пирĕн республикăра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри спортпа сывлăх фестивальне хутшăннă «кĕмĕл ăрури» спортсменсем те çирĕплетеççĕ.
Аслă ăрурисен пысăк спорт уявĕ çак кунсенче Шупашкар районĕнчи «Улăп» спортпа сывлăх центрĕнче иртнĕ. Унта республикăн 18 муниципалитетĕнчен чи пултаруллă спортсменсем хутшăннă. Çăмăл атлетикăра çĕнтерÿçĕ ята тивĕçес тесе 180 ытла аслă ăрури физкультурник тупăшнă. Комсомольски район команди ăмăртусенче район чысне ăнăçлăн хÿтĕленĕ.
Чи малтанах 200 метра чупакансем старта тухнă. Çĕнтерÿçĕрен кăшт çеç кая юлса пирĕн районта çуралса ÿснĕ Евгений Тихонов старта иккĕмĕш çитнĕ. Хĕрарăмсем хушшинче пирĕн район спортсменки Галина Волкова çак дистанцие пĕрремĕш парăнтарма пултарнă. 400 метрлă хутăш эстафетăра та пирĕн команда хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă, финиша иккĕмĕш çитнĕ.
Ăмăртусем вĕçленсен çулталăк тăршшĕпе пынă аслă ăрурисен «Спортивное долголетие» спартакиадине пĕтĕмлетнĕ. Унăн çĕнтерÿçи ятне Шупашкар районĕн команди тивĕçнĕ. Хисеплĕ иккĕмĕш вырăнта — пирĕн районăн туслă команди.
Фестивале хутшăннă спортсменсене ăшшăн саламлатпăр, малашне те спортпа туслă пулма, çĕнĕ çитĕнÿсем туса çамрăксемшĕн, ачасемшĕн тĕслĕх пулма сунатпăр.
Н.КАЛАШНИКОВА
хатĕрленĕ.