Суббота, Октябрь 31

Осиповсем çĕнтернĕ

Осиповсем çĕнтернĕ

Октябрĕн 10-мĕшĕнче Куславкка районĕнчи «Атăл» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче республикăри ял вăййисем иртнĕ. Унта республикăри 21 муниципалитетри 500 ытла спортсмен хутшăннă. Çак йышра пирĕн районăн туслă команди те пулнă. Спортсменсем тĕрлĕ спорт вăййисенче тупăшнă.
Тĕслĕхрен, Осиповсен çемйи — Лариса, Андрей, Софья — «Спортпа туслă çемье» номинацинче çĕнтернĕ. Механизаторсен тупăшăвĕнче арçынсем иккĕмĕш вырăна алăран вĕçертмен. Никита Носковпа Юрий Козлов механизаторсем ăсталăхпа палăрнă. Кире пуканĕ йăтассипе те команда иккĕмĕш вырăна тухнă. Район чысне Анастасия Ильина, Галина Волкова, Владимир Калашников, Виктор Марин хÿтĕленĕ. Владимир Калашников çак тупăшурах пĕччен ăмăртса иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code