Вторник, 23 апреля

Ирпе ирех хире тухса çаврăннинчен ырри тата мĕн пур?

Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен кĕрхи ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Кăçалхи ăшă та типĕ çу кунĕсемпе усă курса вĕсем тыр-пула пÿлмесене кĕртсе хучĕç, выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлерĕç, çĕрулмине, пахча çимĕçсене пуçтарса кĕртес ĕçе те вĕçлесе пыраççĕ. Кăçал çулла çанталăк уяр тăни ял хуçалăх ĕçченĕсене ĕççине вăхăтра пурнăçлама май пачĕ. Ял хуçалăх культурисене вăхăтра тирпейлĕ пуçтарса кĕртессишĕн чи малтанах, паллах, хуçалăх ертÿçи тата агроном ăшталанаççĕ.
«Искра» колхозра нумай çул агрономра Татьяна Леонидовна Мартынова тăрăшать. Вăл ĕç вăхăтĕнче кашни ире уй-хире пăхса çаврăннинчен пуçлать. Тыр-пул, пахча çимĕç тухăçĕшĕн, нумай çул ÿсекен курăк аван çитĕннишĕн савăнать, уй-хир хитрелĕхĕпе киленет.
— Ир тăракан тутă пулнине тĕпе хурса ĕçлеме тăрăшатăп. Ирпе ирех хире тухса тăрин чи малтанхи юррине тăнланинчен ырри тата мĕн пур; Шăплăхра кашни çитĕннĕ курăк куç умĕнче чĕрĕлнине, хĕвелĕн пирвайхи пайăркисем сывлăм пĕрчисем çинче йăлтăртатнине çав тери сăнама кăмăллатăп. Тыр-пул пиçсе çитнине те хаклама аван, — пуçларĕ калаçăва Татьяна Леонидовна.
Чăннипех те çапла, агроном ĕç вăхăтне шăпах уй-хирте ирттерет. Ăçта тата мĕн, епле çитĕннине тĕрĕслет. Кашни культура тухăçĕ куç умĕнче пулмалла. Кăçал тата çитес çул ăçта мĕн лартмаллине те çийĕнчех пăхса хумалла. Кирек мĕнле пулсан та тыр-пул тухăçĕ ăна ăçта лартса çитĕнтернинчен, апатлантарнинчен, хамăр епле ĕçленинчен тÿрремĕнех килнине лайăх пĕлет агроном. Çавăнпа та çанталăка, хăйне тата ĕçченсене яланах шанать. Кăçал «Искра» хуçалăхра тăрăшакансем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 490 гектар çинче çитĕнтернĕ, 1599,5 тонна тырра пÿлмесене кĕртнĕ. Кашни гектартан вăтам тухăç 32,6 центнерпа танлашнă. Çак тухăçпа епле савăнмăн? 
Татьяна Мартынова агроном тĕш-тырă аван çитĕннине палăртса хăварчĕ: «Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем тыр-пул аван çитĕнсессĕн паллах савăнаççĕ. Уй-хиртен сап-сарă ылтăн тырă кĕрсессĕн, пÿлмесем тулсассăн епле хĕпĕртемĕн?» — сăмах хушрĕ 18 çул агрономра тăрăшакан хĕрарăм. Татьяна Мартынова çак вăхăтра пуян опыт пухма ĕлкĕрнĕ çеç мар, халĕ вăл ыттисемшĕн те ырă тĕслĕх. Сăмах май каласа хăварас пулсассăн, районти хуçалăхсенче тăрăшакан агрономсенчен вăл пĕртен пĕр хĕрарăм. Çак ĕçе Татьяна Леонидовна чун ыйтнипе, уй-хире юратнипе суйласа илнĕ. Василий Алексеевич Белков председатель çамрăка ĕçре сахал мар пулăшса, сĕнÿ-канаш парса, вĕрентсе пынă. Унăн паха канашĕсемпе агроном паянхи кун та усă курать иккен.
Хырай Ĕнелсем районта чи лайăх ĕçлесе пыракансен йышĕнче. Апла пулсассăн хуçалăхра ĕçе кирлĕ пек пурнăçласа пыраççĕ: вăхăтра сухалаççĕ, сÿрелеççĕ, акаççĕ, минераллă удобренисемпе апатлантараççĕ, им-çам сапаççĕ… Чи пахи вара — вăрлăх çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Александр Зайцев председатель пĕлтернĕ тăрăх, ăна тăтăшах çĕнетсе тăраççĕ, элита вăрлăхсем туянма тăрăшаççĕ. Пурне те шута илсе, тĕпе хурса ĕçлени тухăçпа савăнма май парать.
Пурте пĕрле тăрăшса ĕçлени те ÿсĕмсем тума пулăшать. Акă, Татьяна Леонидовнăн мăшăрĕ те — Сергей Михайлович — 25 çул ытла тăван колхозра ĕçлет. Вăл тракторист та, комбайнер та, водитель те. Ĕçе яланах вăр-вар та пахалăхлă пурнăçлать. Мартыновсен аслă ывăлĕ Артем та амăшĕн çулĕпе утса Чăваш ял хуçалăх академийĕнче вĕренсе агроном профессине алла илнĕ. Анчах та хăйĕн пурнăçне спортпа çыхăнтарнă вăл. Кĕçĕн ывăлĕ Саша та Чăваш ял хуçалăх академийĕнче вĕренет. Çуллахи хĕрÿ ĕç вăхăтĕн-че вĕсем кашни çулах колхоз ĕçне хутшăнаççĕ.
Паян вара Татьяна Леонидовна агроном çитĕнтернĕ тухăçпа савăнать, çитес çул тата та ытларах туса илес ĕмĕтпе кашни ир ĕçе утать, пусă çаврăнăшне, ăçта тата мĕн акмаллине палăртать.

А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *