Район уй-хирĕсенче

Район уй-хирĕсенче

Паянхи кун аграрисем 762,5 гектар çинчи иккĕмĕш çăкăра пуçтарса кĕртнĕ. Çакă 97,9 процентпа танлашать. Вăтам тухăç гектартан — 273,5 центнер.
«Рассвет» ЯХПК — 80 гектар, «Комсомольские овощи» агрофирма — 130 гектар, Самаринăн фермер хуçалăхĕ — 45 гектар, Н.И. Васильевăн фермер хуçалăхĕ 5 гектар çинче çитĕнтернĕ çĕрулми тухăçне пĕтĕмпех пахчаçимĕç хранилищисене хунă. «Слава картофелю» агрофирма 283 гектар /97,6 процент/, «Дружба» ЯХПК 46 гектар /92 процент/ çинчен пуçтарса кĕртнĕ.
Ытти пахча çимĕçсене пуçтарассипе те хĕрсе ĕçлеççĕ. Кишĕре 16 гектар çинчен 1300 тонна пуçтарса кĕртнĕ. Вăтам тухăç — гектартан 815 центнер. Хĕрлĕ чĕкĕнтĕре 22 гектар çинчен 1100 тонна пуçтарнă. Вăтам тухăç гектартан — 500 центнер.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *