Шкулта ăс пухнă вăхăта аса илнĕ чухне эпир яланах хамăра вĕрентнĕ учительсене аса илетпĕр. Мĕншĕн тесен учитель вĕренекенсемшĕн — ăслă, хăйне тивĕçлĕ тытма пĕлекен, йывăрлăхра ăнланса пулăшма пултаракан çын. Учитель — хисепе тивĕçлĕ тата пархатарлă професси. Шăпах вăл пулас ученăйсене, дипломатсене, чаплă культура ĕçченĕсене тата ытти тĕрлĕ профессире вăй хуракансене çитĕнтерет. Учитель — яваплă ĕç. Унăн профессионализмĕнчен вĕренекен пуласлăхĕ çеç мар, общество мĕнле аталанасси те килет. Чăн-чăн учитель пĕлÿ панисĕр пуçне ачан пултарулăхне курса ăна юрăхлă çул çине кăларать. Çав вăхăтрах унăн кашни ачапа хутшăнма тĕрĕс меслет тупмалла. Вĕренекенсене хисеплемен педагог вĕсен юратăвне, ăнланулăхне тивĕçеймест.
Зоя Петровна Журавлева Юнтапа ялĕнче Елена Андреевнăпа Петр Степанович Анисимовсен йышлă çемйинче çуралса ÿснĕ. 8 пĕртăвантан Зоя 3-мĕш ача пулнă. Амăшĕ-пе ашшĕ колхозра вăй хунă. Зоя ашшĕпе амăшне килти хуçалăхра пулăшнă, кĕçĕннисемшĕн те яваплă пулнă, çуллахи каникулсенче колхозра ĕçленĕ. Вĕренÿре те, спортра та хастарскер яланах малтисен ретĕнче пулнă. Спортра уйрăмах çуран тата йĕлтĕрпе чупма кăмăлланă. Вĕренÿре пĕчĕкренех математикăпа кăсăкланнă, учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Тус-тантăшĕ-семпе вăйă вылянă чухне Зоя яланах вĕрентекен сăнарне вылянă. Киле парса янă ĕçсене тантăшĕсемпе шкултан тухсанах пĕрене çине ларса тунă. Портфель çинче чернилпа çырсан та почеркĕсем тирпейлĕ те хитре пулнине аса илет Зоя Петровна.
Шкул пĕтерсен вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пынă Зоя Шупашкарти педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Кунтах вăл пулас мăшăрĕпе, Хирти Мăнтăр каччипе Сергей Журавлевпа паллашнă. Пĕр-пĕрне юратакан çамрăксем пиллĕкмĕш курсра вĕреннĕ вăхăтра, 1984 çулти февраль уйăхĕнче мăшăрланнă. Çак çулах июль уйăхĕнче вĕсем иккĕшĕ те Хирти Мăнтăр вăтам шкулне ĕçлеме килнĕ. Зоя Петровна математика, Сергей Николаевич физика предмечĕсене вĕрентме пикеннĕ.
— Манăн анне питĕ учитель профессине алла илесшĕн пулнă. Анчах май килмен. Вăл мана вĕрентекен пулма пехиллерĕ. Шупашкарти педагогика институтне вĕренме кайса эпĕ хамăн ĕмĕте çеç мар, анне ĕмĕтне те пурнăçлама пултартăм, — пĕлтерет педагог.
Мăшăр 4 ача çуратса, ăс-тăн парса, вĕрентсе ÿстернĕ — 3 ывăл та пĕр хĕр. Зоя Петровна ĕçре те, çемьере те яланах мăшăрĕн шанчăклă пулăшаканĕ, «сылтăм алли» пулнă. Шел, Сергей Николаевич йывăр чире пула пурнăçран çамрăкла уйрăлса кайрĕ.
— Эпир мăшăрăмпа килĕштерсе, пĕр çăвартан пурăннă. Çемьере чи кирли — пĕр-пĕрне илтме, ăнланма пĕлни. Маншăн ачасем хисеплени, мăнуксем юратни чи пысăк телей. Кольăпа Петя йĕкĕрешсем Мускавра пурăнсан та кашни уява чечек çыххи ярса парса савăнтараççĕ. Маншăн çывăх çыннăмăрсен тимлĕхĕ чи чаплă парне, — тет З.Журавлева.
Зоя Петровна паянхи кун Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнчех тăрăшать. Пуян опытлă вĕрентекенĕн шкулти ĕç стажĕ 37 çул çине кайнă. Хальхи вăхăтра вăл малтанхи çулсенче вĕрентнĕ ачасен пепкисене ăс парать. Çак тапхăрта вăл класс ертÿçи те пулнă, 21 çул директорăн çумĕн тивĕçĕсене яваплă пурнăçланă. Зоя Петровнăн Хисеп тата Тав хучĕсем нумай. Вăл вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕ, ĕçтешĕсем, ял-йыш хушшинче хисепре.
Хăй вĕрентнĕ ачасем çинчен ыйтсан: «Манăн ĕçлеме пуçланăранпа паянхи кунччен маттур, тăрăшуллă вĕренекенсем çеç пулнă. Ача вĕренÿре ĕлкĕрейнипе ĕлкĕрейменни чи малтан вĕрентекенрен килет», — терĕ вăл.
Мухтава тивĕç учитель, ачисемшĕн чунне паракан анне, мăнукĕсемшĕн ытарайми асанне-кукамай, тарават кил хуçи, çемье вучахне упракан, шанчăклă юлташ, ялти хисеплĕ çын — çак сăмахсем пурте чун çирĕплĕхĕпе кăмăл çепĕçлĕхĕ тĕлĕнмелле майпа килĕшсе тăракан Зоя Петровнăна палăртаççĕ. Зоя Петровнăпа эпир чылай вăхăт калаçрăмăр, асаилÿсен юхăмĕ лăпкă юханшыв евĕр пире таçта та илсе çитерчĕ.
— Çыннăн яланах ĕмĕт патне ăнтăлмалла. Юратнă ĕçсĕр, вĕренекенсемсĕр пурнăç çинчен эпĕ шухăшлама та пултараймастăп, — терĕ Зоя Петровна калаçăва вĕçленĕ май.
С.ЕФИМОВА.