Понедельник, 14 октября

Ылтăн ÿсĕме мухтав

Октябрĕн 1-мĕш кунне эпир Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунне — ăслăлăх, ырă кăмăл тата хисеп уявне — паллă тăватпăр. Ваттисен кунĕ пире аслă ăрури çынсемшĕн пирĕн юрату, тимлĕх сывлăш пек кирлине тепĕр хут аса илтерет. Ытти çулсенче «Каçал ен» редакцире нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă хисеплĕ ĕçченсене хăнана чĕнекенччĕ. Кăçал коронавирус чирĕ çак ылтăн уява яланхи пек паллă тума чăрмавсем кăларса тăратрĕ.
Редакци коллективĕ нумай çул хушши асăннă организацире бухгалтерта ĕçленĕ В.П.Тимофеевăна, секретарь-машинисткăра тăрăшнă В.С.Воробьевăна, В.В.Гавриловпа З.Н.Соловьева журналистсене, Н.К.Скворцов фотокорреспондента, паянхи кунчченех корректор тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.Д.Бариновăна çак сумлă уявпа саламлать. Пурнăçри кĕркунне сирĕн пуçăрсене кĕмĕлленĕ пулсан та чунăрсем çамрăк пулччăр, куçăрсенчи хĕлхем малашне те ялкăшса тăтăр, сăнăрсене йăлтăр кулă илемлеттĕр, кăмăл-туйăмăрсем яланах савăк пулччăр. Нумай çул сывлăхпа пурăнма сунатпăр.
/Архиври сăнÿкерчĕк/.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *