Прокуратура пулăшсан – лав вырăнтан тапранать

Тăлăх ача çул хĕрринчи пăрçа пек: кашни иртекен тĕкĕнет, теççĕ халăхра. Чăнах та, тăлăхсен пурнăç сукмакĕпе утнă чухне нумай йывăрлăхпа тĕл пулма, вĕсене хăйсем тĕллĕн татса пама тивет. Çавна кура патшалăх тăлăхсене е ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене хăйĕн çунатти айне илет, анлă пурнăç çулĕ çине тухма пулăшас тĕллевпе тĕрлĕ мерăсем йышăнать.
Пирĕн çĕршывра тăлăх ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тÿлевсĕрех тивĕçтермелли саккун вăйра. Çавна май кашни муниципалитетрах çакăн пек ачасен черетне çирĕплетнĕ, кашни çулах ун тăрăх çурт-йĕр уйăрса параççĕ. Черет çитсе пынă май çĕнĕ хваттере куçма хатĕрленесси çеç юлать пек те, анчах та хваттер уççине илессипе йывăрлăхсем сиксе тухни те пулкалать. Çапла район администрацийĕнче çак списокра чи малта К. тăнă пулнă. Район администрацийĕ республика бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе ăна валли хваттер туяннă. Анчах та салтак атти тăхăнма хатĕрленнĕ К. çĕнĕ хваттер хуçи пулма васкаман, çартан таврăниччен хваттере илмессе пĕлтернĕ. Район администрацийĕ К.-на хăй килĕшменнине документсем урлă çирĕплетме йыхравланине пăхмасăрах çак çын унта пыман. Çапла вара çак утăма документсемпе çирĕплетменнине кура район администрацийĕн туяннă хваттере черетри тепĕр çынна та пама май килмен.
Юрать, çак йывăрлăхран тухма, ыйтăва татса пама прокуратура пулăшнă. Район прокуратури ĕçпе тĕплĕн паллашнă хыççăн ятарлă мерăсем йышăннă. Çавна кура К. тинех хальлĕхе хваттер илме килĕшменнине документсем урлă çирĕплетсе панă. Кун хыççăн черетре иккĕмĕш тăракан Марийăна çĕнĕ хваттер уççисене памалла тунă. Сăмах май, кĕç-вĕç анне пулма хатĕрленекен Марийăшăн ку чăннипех те вырăнлă парне пулса тăнă. Вăл савăннине пытарман, çак парнешĕн çĕршыв правительствине, республика тата район ертÿçисене, прокуратура ĕçченĕсене ăшшăн тав тунă.
Çавăн пекех ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă тепĕр çамрăк тĕлĕшпе те прокуратура ĕçченĕсем хальхи вăхăтра нумай ĕçлеççĕ. Вĕсем тăрăшнипе Елчĕк район судне çак çамрăка çурт-йĕрпе тивĕçтересси çинчен иск тăратнă. Ку ĕçре те, прокуратура ĕçченĕсем лава тапратнă хыççăн, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă çамрăк çывăх вăхăтрах хваттерлĕ пуласса шанас килет.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *