РФ Перекет банкĕн уйрăмне кĕрсе, унти ĕçченсемпе калаçса курман çын пирĕн çĕршывра çук та пулĕ. 1841 çултах Николай I император Раççейре перекет кассисем уçасси çинчен Указ кăларнă. Çак кассăсем йĕркеллĕ ĕçлесе пынă, çынсен укçисене упранă, процентсем хушса пынă.
Перекет банкĕн Комсомольски ялĕнчи уйрăмĕ те нумай çул хушши район çыннисене тĕрлĕрен пулăшу парать, укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусене татса парать. Пĕрмаях килсе тăракан çынсене банк ĕçченĕсем хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ, вĕсем кашнине кăмăллăн кĕтсе илеççĕ, тимлĕн итлеççĕ.
Пĕр кунхине пирĕн те Перекет банкĕн çак уйрăмне çитме тÿр килчĕ. Талон илнĕ хыççăн нумаях та кĕтмерĕмĕр, 9-мĕш номерлĕ кабина умне пырса лартăмăр. Пире çак ĕçре пысăк опыт пуçтарнă банк ĕçченĕ Люзия Шакирова ырă кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Эпир ватă кинемейпе /ăна утма йывăрланса пынине кура/ пенси укçине перекет кĕнекинчен карточка çине куçарма май пурри çинчен ыйту патăмăр. Çак чипер çамрăк менеджер пирĕн ыйтăва туллин хуравласа заявлени бланкне хатĕрлесе пачĕ, ун çине алă пусма сĕнчĕ, тепĕр эрнерен карточкăна илме килме каларĕ. Пирĕнпе вăл питĕ кăмăллăн калаçрĕ, ыйтусене тулли хурав парса ĕçе уçăмлатрĕ. Кинемей те, эпĕ те банкран хăпартланса тухрăмăр.
Перекет банкĕн Комсомольскинчи уйрăмĕн ертÿçине И.Х. Шайдуллина тата унăн пултаруллă ĕçченĕсене ĕçре пысăк çитĕнÿсем туса пыма сунатпăр. Вĕсем хăйсен професси шайне кунсеренех ÿстерсе пыччăр, клиентсене яланах тарават кĕтсе илччĕр!
П.ЗАЙЦЕВ.