Ватта сума сăвакан — хăй те сумлă пулакан, теççĕ халăхра. Çавна май пирĕн октябрĕн 1-мĕшĕнче кашни çулах пуçтарăнса пĕтĕм тĕнчери Ваттисен кунне уявласси йăлана кĕнĕ. Кăçал, питĕ шел пулин те, усал чир сарăлас хăрушлăх пысăккине пула аслă ăрурисене пĕрле пуçтарса шăкăл-шăкăл калаçса ларма, пĕрле савăнма май килмест. Апла пулин те, эпир хамăрăн ветерансене манман, хаçат урлă вĕсене салам сăмахĕсем ярас терĕмĕр.
Комсомольски райпо тытăмне пĕтĕмĕшле пăхсан, пирĕн аслă ăру çыннисемпе мухтанмалли пурах. Пурĕ 272 ветеран райпо тытăмĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă. Кашниех ырми-канми ĕçĕпе тĕрлĕ хисеп хучĕсене, диплом-грамотăсене илме тивĕçнĕ. Вĕсем хушшинче Раççей тата республика шайĕнче палăрнисем питĕ нумайăн.
Комсомольски райповĕн аталану çулĕнче чи пысăк вырăн йышăнакан ветерансен ячĕсене уйрăммăн асăнса хăварас килет. Райпо тытăмне 27 çул хушши Евгений Иванович Карпеев ертсе пычĕ. Светлана Федоровна Кокорева нумай çул тĕп бухгалтерта тăрăшрĕ. Вĕсем ĕçленĕ çулсенче эпир аталану çулĕ çине çирĕппĕн тăма, паянхи кун сĕнекен çĕнĕлĕхсемпе усă курса малтан мала талпăнма пултартăмăр. Халĕ те эпир çак çултан пăрăнмасăр малалла çанă тавăрса вăй хуратпăр, сирĕн — ветерансен — пирĕншĕн питĕрсене хĕретмелле ан пултăр тетпĕр.
Кăçал эпир Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнине çеç мар, Чăвашпотребсоюза туса хунăранпа 100 çул çитнине те уявларăмăр. Чăвашпотребсоюз пĕр ĕмĕр хушши ăнăçлă ĕçлесе пынинче, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунинче, паллах, кунта ĕçлекенсен тÿпи пысăк. Шăпах эсир — сутуçăсем, поварсем, кондитерсем, завод ĕçченĕсем тата ыттисем те _ тăрăшнине кура ĕнтĕ райпо тытăмĕ аталанса, унăн историйĕ пуянланса пырать. Паян, аслă ăрурисен уявĕ умĕн, эпир райпо тытăмĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă кашни ветерана ăшшăн саламлатпăр. Пысăк тав сире пире сĕнÿ-канашпа пулăшма яланах хатĕр пулнишĕн, райпо ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсех тăнишĕн.
Хаклă ветерансем, паянхи çăмăл мар вăхăтра чир-чĕртен сыхланни, сывлăхлă пулни — чи пĕлтерĕшли. Çавăнпа та пурне те чи малтанах çирĕп сывлăх сунатпăр. Сирĕнпе юнашар яланах çывăх çыннăрсем пулччăр, вĕсен ăшши кĕрхи, хĕллехи сивĕ кунсенче те ăшăтса тăтăр. Пĕтĕм чунтан сире вăрăм ĕмĕр, иксĕлми вăй-хал, телей тата ырлăх сунатпăр!
Комсомольски райповĕн правленийĕпе канашĕ.
/Архиври сăнÿкерчĕк/.