Сентябрĕн 19-мĕшĕнче Владимир облаçĕнчи Гороховец хулинче культура еткерлĕхне тата халăх пултарулăхне сыхласа хăварас тĕллевпе ирттерекен «Хоровод традиций» акци шайĕнче халăх пултарулăхĕн «Неувядаемый цвет» 7-мĕш фестивалĕ иртрĕ.
Проекта Гороховец район администрацийĕ, культурăпа çамрăксен тата спорт уйрăмĕ йĕркелерĕç. Вĕсене çак уява ирттерме Владимир облаçĕн культура депортаменчĕпе истори поселенийĕсене аталантармалли «Русская провинция» ассоциаци пулăшрĕ. Фестиваль питĕ илемлĕ вырăнта — Гороховецри историпе архитектура музейĕн ?1680 çулта хăпартнă Ершов /Сапожников/ купцан çурчĕ/ картишĕнчи лапамра иртрĕ. Фестивале йĕркелекенсем кашни саманта шута илни, хулан хăйне евĕрлĕ архитектури, уяв лайăх упранса юлнă ĕлĕкхи çуртăн картишĕнче иртни тата хутшăнакансем хăйсем пурăнакан вырăнти халăхăн ĕлĕкхи тумтирĕсемпе пулни пире аваллăх тĕнчине лексе çав вăхăтри сывлăшпа сывлама май пачĕ тесен те юрать. Пуçтарăннă халăхăн тĕрлĕ сувенирсем туянма та, вăйăсем выляма та, сăнÿкерчĕксем ÿкерттерме те май пулчĕ. Тата фестиваль «хуçисем» картишĕнче вырнаçтарнă йăлтăртатса тăракан мăн сăмаварта хатĕрленĕ вĕри техĕмлĕ курăк чейĕпе сăйлани сивĕ, ăмăр çанталăкра чухах пулчĕ.
«Неувядаемый цвет» фестивальте Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен — Владимир, Чулхула, Иваново, Мускав тата ытти облаçсем — килнĕ фольклор ушкăнĕсемпе халăх хорĕсем, юрăпа ташă ансамблĕсем куракансене хăйсен хастарлăхĕпе, тĕрлĕ жанрлă номерсемпе савăнтарчĕç, тĕлĕнтерчĕç. Сцена çинче янăракан чĕре хĕлĕхĕсене хускатакан юрăсемпе чуна çĕклентерекен кĕвĕсемпе такмаксене итлесе, куçа илĕртекен ташăсене, тĕрлĕ регионти хăйне евĕрлĕ тумтирсене тишкерсе куракансенчен пĕри те сÿрĕк кăмăлпа лараймарĕ.
Фестивальте тĕрлĕ ăрури юрăçсем пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашрĕç. Вĕсем сцена çине кăларнă халăх кĕвви-çемми кашни хутшăнаканах хăйне хăй Раççей культурин тата историйĕн сăнчăрĕн сыппи пулнине туйма май пачĕ.
Чăваш Енрен çак фестивале пилĕк ушкăн хутшăнчĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ Комсомольски районĕнчен пулчĕç — «Кубняночка» халăх вокал ансамблĕпе «Каçал» халăх фольклор ансамблĕ. Ансамбльсен артисчĕсемпе пĕрле эпĕ те халăх пултарулăхĕн истори эткерлĕхне упракансен хушшинче пултăм. Эпир ятарласа йĕркеленĕ экскурсисенче хулан паллă вырăнĕсенче пулса куртăмăр.
Гороховец лăпкă та сăпайлă хула. Çакă ăна Раççейри чи хитре вырăнсенчен пĕри пулма пачах та чармасть. Вăл Владимир облаçĕнче, Клязьма юханшывăн сылтăм çыранĕнче вырнаçнă. Гороховец культурăпа истори палăкĕсемпе пуян. Вĕсем кунта 200-е яхăн. Çавăнпах ĕнтĕ Гороховеца уçă тÿпе айĕнчи музей-хула теççĕ. Тата çак хула — ХVII-мĕш ĕмĕрте хăпартнă купцасен чул палатисен тĕп хули. Раççейре паянхи кун çак евĕрлĕ 20 хуралтă упранса юлнă. Вĕсенчен çиччĕшĕ Гороховецра вырнаçнă. Эпир 17-мĕш ĕмĕрте хăпартнă Свято-Троицкий Никольский монастырьте пулса куртăмăр. Ун çумĕнчи çырантан хулан алă тупанĕ çинчи евĕр курăнакан ялĕсем историне кĕрсе юлнă ĕлĕкхи купцасен çурчĕсемпе тата ытти паллă вырăнсемпе инçетрен пăхса килентĕмĕр.
Унсăр пуçне Гороховецăн мифсемпе халапсемпе пуян «Солнечный удар» фильма ÿкермелли площадка пулнă тĕлĕнмелле вырăна — Кукша тăвĕ çине те çитрĕмĕр. Çак ту тăрринчен тавралăхпа юнашар юхса иртекен юханшыв сăмахпа калама çук илемлĕ курăнаççĕ. Шел, пур çĕре те çитсе курма, хула пурнăçĕпе тарăнрах паллашма вăхăт хĕсĕкрех пулчĕ.
«Кубняночка», «Каçал» халăх коллективĕсем «Неувядаемый цвет» халăх пултарулăхĕн фестивалĕн лауреачĕн Дипломĕсене илме тивĕçрĕç.
С.ЕФИМОВА.