Зинаида Козлова: 11 çулта чухнех Çĕпĕре тухса кайрăм

Зинаида Козлова тесенех куç умне «Уяв» халăх фольклор ансамбльне кăларатпăр. Вĕсем — пĕр çыхăра. Вăл çеç-и? «Уявран» аслăраххи те пулнă, вăл — ачасен «Пилеш» фольклор ансамблĕ. Халĕ ăна паллă фольклористкăн вĕренекенĕ Наталья Васильева ертсе пырать. «Юрай чечекĕ» те Зинаида Козловăн «ачиех». Вĕсем пирки тата хăйĕн çинчен тĕплĕн ыйтса пĕлер-ха мухтавлă ентешрен.
— Зинаида Алексеевна, илтнĕ тăрăх, сирĕн çемьере 12 ача пулнă. Тĕрĕсех-и?
— Çапла, манăн анне аттене, виçĕ ачаллă арçынна, качча тухнă. Тата тăхăр ача çуратнă. Аслă пичче Петĕр, 1920 çулта çуралнăскер, вăрçăра хыпарсăр çухалнă. Вăл танкист пулнă. Каярахпа унăн шăпипе кăсăклантăм, шырав ирттертĕм, çакна пĕлтĕм: фашистсем унăн дивизине шурлăха янă. Иккĕмĕш пичче Виталий Мускава хÿтĕленĕ. Виççĕмĕш Анатолий штабра çыруçă пулнă. Çар докуменчĕсене те çухатнă, те вăрланă — ним тăвайманнипе вăл перĕнсе вилнĕ. Ку вăрçă хыççăн, аллăмĕш çулсен пуçламăшĕнче, пулнă. Пиччесенчен ытларахăшĕ танкист пулнă, иккĕшĕ — десантник. Халĕ 12 ачаран иккĕн çеç юлтăмăр, эпĕ тата 1943 çулта кун çути курнă пичче Роберт. Вăл летчиксем хатĕрлекен училищĕре вĕреннĕ, штурман пулнă.
— Чăваш ялĕнче Роберт ят сайра тĕл пулать, уйрăмах — ĕлĕкхи вăхăтра…
— Атте тĕлĕнмелле çынччĕ. Тĕнче касса çÿренĕ вăл. Пирĕн тата Краснославта, Феликс та пулнă. Тăван ялĕнче _ Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпÿелте _ колхоз чăмăртасан атте сĕннипе ăна «Культура» ят панă. Аттен шăпи питĕ хăйне евĕрлĕ. Çирĕп, пуян çемьере çуралнăскер усал чире пула çамрăклах тăлăха юлнă. Çапах тĕрлĕ енлĕ пĕлÿ илме пултарнă, Граждан вăрçине хутшăннă. Ун чухне вăл Иванов хушаматпа çÿренĕ. Юлташĕ, Патăрьел районĕн каччи Роман Козлов, çапăçура вилсен ăна хисеплесе унăн хушаматне илнĕ. Çывăх çыннăм рабфакра, çавăн пекех кирпĕч хатĕрлеме вĕрентекен техникумра пĕлÿ илнĕ. Çавăнпа унăн, служащи пулнă май, куçса çÿреме тивнĕ. Юлашкинчен тăван ялне таврăннă.
— Ачалăх кунĕсем аса килеççĕ-и?
— Чи лайăх вăхăт вăл. Вăрçă хыççăнхи çулсем йывăр пулнă, çапах чунра савăк самант пайтах. Вăйă юррисем питĕ килĕшетчĕç. Каçхине, чуна пырса тивекен çемĕсем илтĕнме пуçласанах, Розăпа вăйă курма тухса чупаттăмăр. Эпир унпа йĕкĕреш. Унăн сасси çинçерехчĕ, манăн — хулăн, çавăнпа мана вăйă картине тăратмастчĕç: «Эсĕ упа пек мĕкĕретĕн», — тетчĕç. Эпĕ вара тарăхнипе хĕрсене çивĕтрен туртса çÿреттĕм. Атте вилес умĕн аннене çапла хушса хăварчĕ: «Зинăпа Розăн сассисем хитре, çав енĕпе вĕрентмелле вĕсене. Эсĕ ан чар», — терĕ. Эпĕ лайăх юрланисĕр пуçне вăр-варччĕ, харсăрччĕ.
— Мĕнле палăрнă вĕсем?
— Сăмахран, çакăн пекки те пулнă: пĕррехинче Розăпа иксĕмĕр колхозшăн республика шайĕнчи юрăпа ташă конкурсĕнче юрларăмăр. Пурне те килĕшрĕ, анчах пире Шупашкарти концерта илмерĕç. Çакă мана кÿрентерчĕ, çавăнпа тавăрма шухăшла-рăм.
— Мĕнле майпа?
— Çĕпĕре тухса тартăм.
— Ăçта?
— Çапла, Çĕпĕре. Ялти хĕрсемпе, Новосибирск таврашĕнче торф кăларакансемпе, çакланса кайрăм. Вĕсемпе унта çитрĕм, малалла Красноярска тавар вакунне ларса пĕчченех çула тухрăм. Манăн икĕ пичче çав хулара пурăнать пулĕ тенĕчĕ, вĕсем вара Канскра иккен. Мĕн тумалла; Вокзал çывăхĕнчи ăпăр-тапăр хушшинче çимелли пур-ши тесе шыраса çÿрерĕм. Йытăсем те те тапăнчĕç, кĕпене çурчĕç. Юрать, пĕр хĕрарăм асăрхарĕ те: «Мĕн тăватăн», — тесе ыйтрĕ. Эпĕ пиччен адресне каланă вăхăтра ума милиционер пырса тăчĕ те: «Эсĕ Зина ятлă-и?» — тет. Тĕлĕнсех кайрăм, мана кунта та пĕлеççĕ-ши вара? Килтисем шырама пуçланă иккен. Çапла 11 çултах Çĕпĕре çитсе килтĕм.
— Роза та сирĕн пекех харсăрччĕ-и?
— Çук, пирĕн кăмăл расначчĕ, эпĕ аттене хывнă. Роза лăпкăччĕ. Вăл тăхăр уйăхрах чупма пуçланă, эпĕ — самай кайран. Вăл çÿллĕччĕ, эпĕ — лутра. Çавăншăн ялан тавăрас килетчĕ. «Эсĕ мана анне хырăмĕнче чухне нушалантарнă, çавăнпа эпĕ çапла», — теттĕм те тÿккеме пуçлаттăм. Кайран, пысăклансан, туслă пурăнтăмăр. Вăл та музыка енĕпе пĕлÿ илчĕ. Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищи хыççăн Мускаври культура институтне пĕтерчĕ. Камчаткăра ансамбльсем ертсе пычĕ. Вăл пурнăçран уйрăлнăранпа унăн ĕçне хĕрĕ Наташа тăсать.
— Эсир 1983 çулта консерваторирен вĕренсе тухса тăван тăрăха таврăннă. Филармонири «Çавал» ансамбльте музыка ертÿçинче ĕçлеме пуçланă. Мĕнле кĕтсе илчĕ Чăваш Ен?
— Шупашкарти музыка училищинче те ĕçлемеллеччĕ. Ун чухнехи директор тÿрех: «Пире фольклор кирлĕ мар», — терĕ. Искусство çыннисем те, чиновниксем те манăн шухăша — халăх йăлипе юрлассине — ырламарĕç. Вĕсен шухăшĕпе унашкал юрăсене ÿсĕрĕлсен кăна ĕнĕрлеççĕ. Эпĕ: «Урăлла юрласа пăхăр, мĕнле туйăм çуралать. Мана ку енĕпе ĕçлеме патшалăх вĕрентсе кăларнă. Манăн ăна пурнăçламалла», — теттĕм. «Çавалтан» Захар Григорьев ертсе пыракан «Нарспи» юрăпа ташă ансамбльне хормейстерта ĕçлеме кайрăм. Çав вăхăтрах Лебедев ячĕллĕ лицейре те вăй хутăм. Шăпах унти пултаруллă ачасенчен чăмăртанчĕ те «Пилеш» фольклор ушкăнĕ. Захар Ивановичпа та пĕр чĕлхе тупса пĕтереймерĕм. Чун хуçăлса, аманса пĕтнĕ пекехчĕ, республикăран тухса кайма та хатĕрччĕ. Михаил Кондратьев, Александр Осипов музыковедсем пулăшса — хавхалантарса пынипе тĕллеве пурнăçлама мехел çитертĕмех: 1985 çулхи пуш уйăхĕнче хам йĕркеленĕ коллективпа ШĔМ клубĕнче 20 минута тăсăлакан концерт кăтартрăмăр.
— Куракансем мĕнле йышăнчĕç?
— Хореографсен шучĕпе, ташăсем стилизациллĕ пулмалла иккен. Манăн хурав кĕске пулчĕ: «Çук, мĕнле пулнă _ çапла кирлĕ». Журналистсем мана ăнланчĕç. Çавăн пекех Людмила Нянина, Владимир Милютин практик хореографсем ĕçĕме ырларĕç. Вĕсем ман шухăша ăнланчĕç, Гнесинкăра халăх хореографине «расшифровка» тума, йăласене Станиславский системипе тĕпчеме вĕрентнине пĕлеççĕ-çке.
— «Уявăн» пĕрремĕш юрăçисем камсем пулнă?
— Ял хуçалăх институтĕнче вĕренекен хĕрсемпе каччăсем. Репетицисем унти залра иртнĕ, çавăнпа çывăхланнă та «Уявпа». Эпĕ вĕсене тăван ялĕсенчи халăх юррисене çырса килме сĕнеттĕм. Çав юрăсене пĕрле юрлама пуçласан куракансем кăна мар, хăйсем те тĕлĕнетчĕç. Ара, «ÿсĕрле юрламалли» юрăсем пачах урăхла — таса, илемлĕ янăраççĕ-çке!
— Апла сирĕн пирки çак енĕпе «çерем уçакан» тесен те йăнăш мар?
— Халăх юррисене сцена çинче чи малтан Чăваш театрĕн илемлĕх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев кăтартнă. Халăх кĕвви-çеммине вăл питĕ лайăх туять.
— Эсир 1995 çулта «Уявпа» Францие çитнĕ. Пĕтĕм тĕнчери фольклор фестивалĕнче 40 ытла коцерт кăтартнă, 1998 çулта Мускавра йĕркеленĕ фольклор фестивалĕн, 2000 çулта Аслă Новгородра иртнĕ «Йăласем» конкурс лауреачĕсем пулнă, çав çулах Тюменьте «Çĕпĕр çăлкуçĕсем» фестивальте çĕнтернĕ. 2009 çулта тĕрĕк халăхĕсен Турцири, Венгрири фольклор фестивалĕсенчен лауреат пулса таврăннă. Пурне те асăнса тухаймăн. Ытла та çăмăлпа лекнĕн туйăнмаççĕ-и наградăсем?
—Айккинчен пăхсан çапла пулĕ. Фольклор _ тĕпĕ çук япала пекех, шыратăн-шыратăн та «ылтăн пĕрчи» патне пырса тăрăнатăн, уншăн чунран савăнатăн. Консерваторире вĕрентнĕ Лев Христиансен профессор çапла калатчĕ: «Халăхран çырса илнĕ 100 юрăран пĕри те пулин питĕ паха пулсан эсир пысăк ĕç тунă».
— Эсир концерт лартнисĕр тата конкурссене хутшăннисĕр пуçне тата халăхран çĕр-çĕр юрă çырса илетĕр, вĕрентÿ кĕнекисем, грампластинкăсем, аудиокассетăсем, компакт-дисксем кăларатăр. Çаксем пурте — «ылтăн шыранин» кăтартăвĕсем. Тата мĕн тăвас, чăваш халăхне мĕнпе савăнтарас килет?
— Фольклор, халăх йăли-йĕрки — халăх чунĕ, унăн пурнăçĕ. Ăна манăçа кăларсан маргиналсем пулса юлăпăр. Йăла-йĕркене çухатсан чĕлхе те, халăх та пĕтет. Пирĕн чĕлхе питĕ илемлĕ, вăл чи ватă чĕлхесенчен пĕри. Манăн тĕллев — Шупашкарта йăла-йĕрке театрне уçасси. Надежда Бабкинăнни пеккине. Эпĕ унпа Гресинкăра пĕр вăхăталла вĕреннĕ. Вăл «Песни России» програмăпа Шупашкара килсен пĕрле те ĕçленĕ. Ку енĕпе мана пулăшма та хатĕр. Пĕлместĕп, хăçан пурнăçланĕ вăл? Тĕрĕссипе, «Уяв» 35 çул ĕçлет, хальлĕхе пирĕн хамăрăн кĕтес те çук-ха.
— Специалистсем Чăваш Енре фольклор коллективĕсем чăмăртаннине сирĕн ятпа çыхăнтараççĕ. «Уяв» ыттисене çул уçса пани пирки калаççĕ…
— Чăн та, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçĕнче — 90-мĕшсен пуçламăшĕнче çине тăрса ĕçлеме тиврĕ. 1989 çулта музыка училищинче фольклор уйрăмне уçрăмăр, 1996 çулта мана Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыкăпа педагогика факультетне ĕçлеме чĕнчĕç. Халăх пултарулăхне тĕпе хурса ялсенчи пултарулăх ушкăнĕсен ертÿçисем валли семинарсем ирттерме пуçларăмăр. Çапла майпа фольклор республикăра самай аталанчĕ. Юлашки вăхăтра каллех «уксахлама» пуçларĕ пек туйăнать.
— Хăш енĕпе;
— Халăх пултарулăх çуртĕнче специалистсем çитмеççĕ-и, пĕлместĕп. Коллективсен ертÿçисем пĕлĕве ÿстересшĕн, анчах вĕсене семинра чĕнмеççĕ, вырăна та тухса çÿремеççĕ. Ку енĕпе ман пата шăнкăравлакансем те пулчĕç. Сăмахран, Самар облаçĕнчи Клевлĕ районĕнчи «Çăлкуç» фольклор ансамблĕн ертÿçи Надежда Савельева. Пĕр вырăнта тапăртатса тăрас мар тесен пĕлĕве ÿстермелле, малалла талпăнмалла.
— Кăçал «Уявăн» 35 çулне паллă тумаллаччĕ. Çавна май сире пысăк укçа-тенкĕпе хавхалантарнă пулсан унпа мĕн тунă пулăттăр;
— Ансамбль валли тум туянăттăмăр. Хамăн пенси укçипе параппан, шăпăр, шăхлич, ытти инструмент туянтăм. «Раççей чунĕ» премирен /100 пин тенкĕ/ 49 пин тенкипе хушпу, тухья туянма усă куртăм. 26 пинĕпе коллективпа ресторанта хăналантăмăр. Çак çитĕнÿре «Уявçăсен» тÿпи те пур-çке. Пурăнан пурнăçра мĕнле кăна мыскара курмастăн, чăрмавпа тĕл пулмастăн пулĕ, пĕрех хама телейлĕ хĕрарăм тесе шутлатăп. Манăн юратнă ĕç пур. Качча кайман пулсан та 41 çулта хам валли ывăл çуратрăм, ăна ÿстертĕм. Антон дизайнер, 33 çулта. Икĕ хваттер пур, икĕ уйăхран иккĕмĕш хваттерĕн кредитне тÿлесе татăп. Манăн ытарайми икĕ мăнук — пиллĕкри Верăпа Варя — йĕкĕреш. Кунтан ытлашши тата мĕн кирлĕ пурнăçра;
РФ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Правительствин «Раççей чунĕ» преми лауреачĕ, И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн профессорĕ, паллă фольклорист Зинаида Козлова 1946 çулта Патăрьел рай-онĕнчи Патăрьел салинче çуралнă, Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпÿелĕнче ÿснĕ. Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищинче вĕреннĕ. 1975 çулта Мускаври Гнесинăсем ячĕллĕ музыка училищин фольклор уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă, унтан Атăлçи халăх хорĕнче ?Самар/ юрланă. Пилĕк çул Саратоври Л. Собинов ячĕллĕ консерваторин фольклор уйрăмĕнче пĕлÿ илнĕ, 1983 çулта направленипе Чăваш Ене таврăннă. 1985 çулта «Уяв» фольклор ансамбльне йĕркеленĕ. 1989—1993 çулсенче Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕрентнĕ. Тепĕр виçĕ çултан И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлеме пуçланă. 1997 çулта музыкăпа педагогика факультечĕн студенчĕсене явăçтарса «Юрай чечекĕ» ушкăн йĕркеленĕ. Авалхи юрăсемпе йăла-йĕркене чĕртсе тăратас, аталантарас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлет.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *