Суббота, 20 апреля

Çирĕп сывлăхлă пулас тесен хусканмалла, чупмалла

Сентябрĕн 19-мĕшĕнче районта «Нацисен кросĕ—2020» чупу иртрĕ. Çак кун, тĕрĕссипе каласан, Пĕтĕм Раççей чупнă, спорт ăмăртăвĕсенче тупăшнă. Асăннă чупу пирĕн район çыннисене те пĕрле пухрĕ. Комсомольскинче пурăнакансем «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕн стадионне пуçтарăнчĕç: пĕрисем — ăмăртрĕç, теприсем вĕсене хавхалантарчĕç.
«Нацисен кросĕ» чупăва район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Голыев уçрĕç.
— Нацисен кросĕ вăл — спорт мероприятийĕ кăна мар, çав вăхăтрах социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăм та. Массăллă чупăва спорта кăмăллакансемпе пĕрле профессионалсем, спорт ветеранĕсем те тăраççĕ. Чăваш Енре 2004 çулта старт илнĕ кросăн тĕп тĕллевĕ — халăха сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хăнăхтарасси, çамрăксене спорта ытларах явăçтарасси, — терĕ Ремис Мансурович саламласа. Вăл чупăва хутшăнакансене ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕ.
— Спорт пире, пурне те пĕрлештерет. Эпир — сывă пурнăç йĕркишĕн! — терĕ чупăва пухăннисене саламласа Мария Илларионова.
Сывă пурнăç йĕркипе пурăнакан, пур ăмăртăва та хастар хутшăнакан спорт ветеранĕ Василий Пундяков пурне те чупăва хутшăнма кăмăл тунăшăн, спорт уявне килнĕшĕн тав турĕ.
Часах ăмăртусем пуçланчĕç. Вĕсем тĕрлĕ ушкăнра иртрĕç. Иртнĕ çулхисенчи пек, кăçал ăмăртăва кĕçĕн çулхи ачасем тата вĕренекенсем хутшăнмарĕç, организацисемпе предприятисенче тăрăшакансем старта тăчĕç.
Хĕрсемпе хĕрарăмсем çак кун иртекен старта хăпса тухма май тупнă тесен те юрать. 18—64 çулхисем старта тăчĕç. 18—30 çулхисенчен чи вăр-варри Айгель Гинетуллина пулчĕ. Иккĕмĕш вырăна Резиле Галимзянова тивĕçрĕ. Виççĕмĕш вырăнпа Эльмира Хайртдинова палăрчĕ. Арçынсенчен чи маттуррисем — Ирек Минсафинов, Артем Мамуткин, Владимир Поликарпов. Вĕсем пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Рустем Гареевпа Виталий Тихонов 31—40 çулхи ачрçынсен хушшинче палăрчĕç, Фанис Иштяков, Андрей Осипов, Алексей Скворцов 41—50 çулхисенчен, Виталий Автономовпа Федор Гаврилов 51—64 çулхисенчен чи матуррисем пулчĕç. Серине Зинатуллина, Ирина Комиссарова, Альбина Матроскина, Галина Волкова, Светлана Краснова, Лариса Хораськина, Надежда Игнатьева, Тамара Перепелкина, Вера Никифорова «Нацисен кросĕ — 2020» чупăва хутшăннăшăн парнесене илме тивĕç пулчĕç.
Ăмăртусем питĕ кăсăк иртрĕç. Аслă çулхисем çамрăксенчен юлманнине чупăва тухса тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç, ыттисем валли вĕсем ырă тĕслĕх пулчĕç.
Г.ГИНАТУЛЛИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *