Четверг, 25 апреля

«Ÿсĕм вырăнĕ» çитĕнÿсем тума пулăшĕ

«Шкулта вĕреннĕ вăхăт кашни çыннăн пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Шăпах кунта ача вулама-çырма вĕренет, пĕлÿ тĕнчинче пĕрремĕш утăмсем тăвать, çитĕнсе çитсе анлă пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленет. Шкулта ăс пухнă вăхăтрах тĕрлĕ енлĕ хушма пĕлÿ илме, пултарулăха аталантарма пултарни мĕн тери паха пулнине палăртрĕç Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулне Цифра тата гуманитари профилĕллĕ «Ÿсĕм вырăнĕ» центра уçма пуçтарăннисем.
Пĕлтĕр çакăн пек центрсем Комсомольски 2-мĕш тата Урмаел вăтам шкулĕсенче уçăлнăччĕ. Вĕсем ачасемшĕн питĕ усăллă пулнине, вĕренĕве кăсăклă, çĕнĕ йышши технологисемпе усă курса йĕркелеме май панине кăтартса пачĕç. Кăçал вара Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче те çакăн пек центр уçăлнине вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хапăлласах йышăнчĕç.
Савăнăçлă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Голыев, «Тан» ЯПКК тата «Дубрава» ЯХПК председателĕ Мингазым Шарафутдинов хутшăнчĕç. Вĕсем пурне те çĕнĕ вĕренÿ центрĕ уçăлнă ятпа саламларĕç, ачасене тата шкул коллективне вĕренÿре, пултарулăхра сулмаклă утăмсем тума сунчĕç.
Шкул директорĕ Ирина Соловьева палăртнă тăрăх, «Ÿсĕм вырăнĕ» информатика тата ОБЖ предмечĕсене çĕнĕ пурлăхпа техника базипе усă курса вĕрентме май парать. Çавăн пекех IT-технологисемпе, медиатворчествăпа, шахмат вĕренĕвĕпе, проект ĕçĕпе хушма программăсем тăрăх ачасем пĕлÿ илме пултараççĕ. Центр икĕ кабинетран тăрать. Вĕсене тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕрпе: квадрокоптерсемпе, çынна пĕрремĕш пулăшу пама вĕренмелли манекенсемпе, виртуаллă чăнлăх шлемĕсемпе, шахмат сĕтелĕсемпе, ноутбуксемпе тивĕçтернĕ. Çакă ачасене пур енлĕн аталанма пулăшать. Вĕренекенсем çак кабинетсем пушă ларманнине ĕçпе çирĕплетрĕç. Вĕсем квадрокоптерсемпе мĕнле ĕçлеме вĕреннине кăтартса пачĕç, 3D-принтерпа усă курса «Ÿсĕм вырăнĕн» эмблемиллĕ брелоксем туса кăларчĕç.
— Пирĕн вăхăтра эпир шкулта алă пăчкипе, мăлатукпа ĕçлеме вĕреннĕ. Сирĕн вара, паянхи шкул ачисен, майсем пысăк, малалла талпăнма, пĕлĕве тарăнлатма, район чысне çÿле çĕклеме йăлтах çителĕклĕ. Ăнăçу сире! «Ÿсĕм вырăнĕ» чăннипех курăмлă ÿсĕмсем тума пулăштăр! — пĕтĕмлетрĕ тĕл пулăва Александр Осипов.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *