Вторник, 8 октября

Айтăр-ха пĕрле пулар!

Айтăр-ха пĕрле пулар!

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН 2020 — 2025 çулсенчи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн Комплекслă программи çинче яваплисем алă пуснисен чернилĕ те типме ĕлкĕреймерĕ, ăна пурнăçа кĕртессипе вара калăпăшлă ĕçсем тÿрех пуçланчĕç те ĕнтĕ. Çитменнине программăн хăш-пĕр положенийĕсене пурнăçа кĕртесси вĕсен проектне сÿтсе явнă чухнех пулса пынă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлама Олег Николаева çирĕплетнĕ хыççăн республикăра политикăри тăнăçлăх çине лайăх енчен витĕм кÿрекен питĕ лайăх лару-тăру пулса тăчĕ: обществăн пур сийĕсене те явăçтарса программăна анлăн сÿтсе явасси те, «Вместе. Пĕрле» проекта пурнăçа кĕртесси те. Пурне те паллă мар пулĕ, малтанах проектăн тĕллевĕ пандеми вăхăтĕнче йывăрлăха лекнĕ пиншер çынна пулăшма çĕршер волонтерпа ырă ĕç тăвакана пĕрлештересси пулнă. Анчах та проекта пурнăçа кĕртсе пынă май, унăн чиккисем те анлăланса пычĕç, тĕрĕссипе вăл Чăваш Ен малашлăхĕ пирки шухăшлакансене пĕрлештерекен пĕтĕм наци бренчĕ пулса тăчĕ. Апла пулсан пандемие пĕтерсен те «Вместе.Пĕрле» проект пурăнĕ.
Чăваш Ен çыннисен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче «Сăр рубежне» тата Хусан хÿтĕлев линине тунă çĕрти ĕç паттăрлăхне ĕмĕрлĕхе асра хăвармалла тăвассипе пурнăçа кĕрекен проект та питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Олег Николаевăн указĕпе 2021 çула «Сăр рубежĕн» çулталăкĕ тесе йышăннă. Мĕншĕн тесен шăпах 80 çул каялла, октябрь вĕçĕнче, асăннă хÿтĕленÿ линийĕсене тума тытăннă. Олег Николаевăн пуçарăвĕ чăннипех те пĕлтерĕшлĕ. Çакăн пек йышăну туни вăл хĕллехи йывăр условисенче правительство заданине рекордлă кĕске тапхăрта пурнăçлама пултарнă тыл ĕçченĕсене сума суни пулса тăрать. Ку анчах та мар. Çак проектăн та, «Вместе. Пĕрле» проектăнни пекех, обществăри сывă мĕн пур вăйсене пĕрлештерме пултаракан питех те пысăк майсем пур.
Пандемипе кĕрешесси çĕнĕ ертÿлĕх командишĕн çирĕп тĕрĕслев пулчĕ. Объективлă сăлтавсене пула, ытларах вара ĕç миграцийĕ пысăккипе, Чăваш Ен коронавирус сарăлма пултаракан регионсен шутне лекрĕ.Апла пулсан экономика анса ларать, граждансен пурнăç условийĕсем чакаççĕ. Анчах та, телее, çухатусене самай чакарма май килчĕ. Ăнăçу вăрттăнлăхĕ паллă — Олег Николаев çине тăнипе республикăн ертсе пыракан 8 промышленноç предприятине федерацин система предприятийĕсен шутне кĕртрĕç. Çапла вара вĕсен коронавирус условийĕнче те ĕçлеме май пулчĕ.
Вăрттăнлăх мар, программа пирки малтанах чылайăшĕ асăрханса калаçрĕ, иккĕленекенсем те пулмарĕç мар. Вĕсене те ăнланма пулать. Кун пек амбициллĕ задачăсене республика умне унччен никам та лартман вĕт-ха. Çитменнине, пĕлтерĕшли плансен калăпăшĕнче те мар, вĕсене пурнăçа кĕртме уйăрнă вăхăтра. Тĕрĕссипе, каллĕ-маллĕ шухăшлама вăхăт çук. Кашни кун, кашни сехет хаклă… Чи малтанах çакна вара Чăваш Ене Раççейĕн чи ăнăçлă регионĕсенчен пĕри туса хурассипе хатĕрленĕ проект пуçаруçи Олег Николаев хăй лайăх ăнланать. Программăра палăртнă тĕллевсене май пур таран хăвăртрах çитес тесе хăйĕн пур майĕсемпе те анлăн усă курать. Август — сентябрь уйăхĕсенче Чăваш Ене федераци министрĕсем килсе кайни те çавна лайăх çирĕплетет. Вĕсемпе ĕçлĕ тĕл пулусем йĕркеленĕ май, программăра палăртнă чылай задачăна татса пама май килнĕ. Сăмах чи малтанах инвестици ĕçĕ-хĕлĕ пирки пырать. Ăна аталантармасăр экономика та аталанаймасть. Калăпăр, Раççей Экономика аталанăвĕн министерствипе 50 млрд тенкĕлĕх 90 ытла инвестици проектне пулăшассипе ыйтăва татса пама май килнĕ. Чăваш индустрийĕн флагманĕ «Промтрактор» та çĕнĕ аталану çулĕ çине тухать. Кунта инвестицисем 10 млрд тенкĕне яхăн пулма пултараççĕ. Пысăк ĕç укçиллĕ 500-е яхăн çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме май килĕ. Чи пĕлтерĕшли вара — туса кăларакан продукци тĕсĕсем нумайланĕç. Халĕ туса кăлараканнисемсĕр пуçне Раççейре кăна мар, чикĕ леш енче те ытларах ыйтакан çĕнĕ модельсем тухма тытăнĕç.
Владимир Путин сентябрĕн 3-мĕшĕнче видеоконференцçыхăну мелĕпе Олег Николаевпа калаçни халăхра пысăк интерес çуратрĕ. Раççей Президенчĕ Чăваш Енре пулса иртекен ытларах событисене пĕлсе тăрать иккен. Вăл республика правительстви тăрăшнине пысăк хак пачĕ, наци проекчĕсемпе программисене пурнăçа кĕртессипе плансемпе задачăсене пурнăçлама пулăшма шантарчĕ.
Инвестици проекчĕсене сÿтсе явнин шайĕнче экономикăпа социаллă пурнăçăн малашлăхлă аталанăвĕн территорийĕсем пирки нумай калаçнă. Анчах та унчченхи пек ĕçе сÿтсе явнипе кăна чарăнса ларман. Сăмахран, малашлăх аталанăвĕн «Канаш» территорийĕнче кăçал çуллах вырăнти элеватора реконструкци тăвассипе малтанхи ĕçсене тытăннă. Кунта çитес 5—7 çул хушшинче кун пек территорисен хисепне 17-не çитерме палăртаççĕ. Вĕсем валли инфратытăм та лайăхланать: çак кунсенче кăна çĕнĕ газ пăрăхĕсене хута янă, газ промышленноç площадкисене те пыма тытăнать.
Экономикăпа социаллă пурнăçăн малашлăхлă аталанăвĕн территорине тăвассине Çĕнĕ Шупашкарта çĕнĕрен йĕркеленĕ. Çывăх вăхăтрах Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Сĕнтĕрвăрринче тата Çĕрпÿ районĕнче технопарксем, Патăрьел районĕнче агропромпарк тата ытти объектсем тума тытăнмалла.
АПК аталанăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вăл чăннипех экономика ÿсĕмĕн драйверĕ пулса тăчĕ, çитменнине пандемие пула та ун пекех шар курмарĕ. Республика агропромышленноç комплексне патшалăх пулăшăвĕпе ти-вĕçтерессин шайне ÿстерни Чăваш Ен аграрийĕсемшĕн пысăк тĕрев пулчĕ. 2020 çулта вĕсем 2 млрд та 600 млн тенкĕ илеççĕ. Ку вăл унчченхи çулхинчен 14 процент нумайрах. Республикăра туса хатĕрленĕ тата активлă усă куракан çăмăллăхсемпе субсидисен системи çĕнĕ ял хуçалăх техники туянассине 50 процент таран ÿстерме май пачĕ. Мĕншĕн тесен республика уйăракан субсидисем техника туянма кайнă тăкаксене 40 процент таран саплаштарма май параççĕ. Кунсăр пуçне «Росагролизинг» акционер обществипе тунă килĕшÿпе Чăваш Енри ял хуçалăх предприятийĕсем валли çăмăллатнă лизинг пăхса хунă. Килĕшĕве пула çĕнĕ техника туянма тăратнă заявкăсен калăпăшĕ 588 млн тенкĕрен те иртнĕ.
Паян Чăваш Енре ял çыннисем çапла калаççĕ: «Республика правительстви тинех пирĕн пирки аса илчĕ! Халĕ пирĕн шанăç çуралчĕ, апла пулсан Чăваш Енре ял вилмест-ха». Оптимист пулма вĕсен сăлтавĕ те çук мар. Килти хуçалăхра тытса усракан сумалли ĕнесемшĕн правительство укçа уйăрса пама йышăннишĕн савăнăçа ăша хывса çитерейменччĕ, черетлĕ савăнăç: Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнă ятпа тирпей-илем кĕртме тата пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене татса пама кашни яла 100-шер пин тенкĕ уйăрса пачĕç. Хула çыннисен те савăнма сăлтав çук мар, мĕншĕн тесен хуласемпе район центрĕсем çын мĕн чухлĕ пурăннине кура татах пысăкрах суммăсене тивĕçнĕ. Кунсăр пуçне «Чăваш ял ипотекин» хăйне евĕр проекчĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Граждансен чылай категорийĕсене вăл ялта çурт-йĕр тума 0,1—2 процентпа кредит илме май парать. Ку майпа граждансем активлă усă кураççĕ те ĕнтĕ.
Паллах, плансем епле пысăк калăпăшлă пулсан та, çын пирки те манмалла мар. Мĕншĕн тесен пурнăçа кĕртекен программăсемпе проектсем тĕрĕссипе ăна валли пурăнма хăтлăрах условисем туса парассипе çыхăннă вĕт-ха. Чăваш Енре пурăнакан кашни çын патшалăх пулăшăвне хăйĕн çинче туйма пултарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку пулăшу пур ĕнтĕ. Акă социаллă контракт тăвасси анлă сарăлчĕ. Çапла майпа патшалăх йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнисене укçа-тенкĕ тĕлĕшпе тÿрремĕн те, çавăн пекех ĕçе вырнаçма е харпăр хăйĕн пĕчĕк бизнесне йĕркелеме те пулăшать.
Ача амăшĕн регион капиталĕн суммине 1,5 хут ÿстернĕ — 100 пин тенкĕрен 150 пин тенкĕне çитернĕ. Çитменнине ку суммăран 20 пин тенкине тÿрех кулленхи ыйтусене татса пама илме май пур. 3 çултан тытăнса 7 çулчченхи ачасене уйăхсеренхи тÿлевпе тивĕçтерни те çемье бюджечĕшĕн пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне республика бюджетĕнчен 25-шер пин тенкĕ хушма тÿлев уйăрса пани пирки те манар мар.
Чăннипех те нумай тунă. Асăрханарах савăнма та сăлтав пур. Мĕншĕн асăрханарах-ха? Мĕншĕн тесен, енчен те эпир пурте пĕрлешместпĕр, «Пĕрле» пулмастпăр пулсан, малашлăх калчи шанма та пултарать. Паян пирĕн малашлăх — хамăр алăра.
А.КРЯЖИНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *