Среда, Сентябрь 30

Районти футбол: 1975-1990 çулсем

Районти футбол: 1975-1990 çулсем

Çак тапхăрта район ăнăçлăн аталанса пынă май, футбол та аталану çулĕ çине тăнă. Кашни колхозра тата район центрĕнче лайăх футбол уйĕсем пулнă. Ăмăртусене 15 команда ытла хутшăннă. «Гигант», «Россия», «Красный Октябрь», «Восток», «Дружба» колхозсен командисем уйрăмах вăйлă пулнă. Çавăн пекех «Знамя», «Заря», «Урожай», «Луч», «Красный маяк» колхозсен командисем те лайăх кăтартусемпе палăрнă. Район центрĕнчен кашни ăмăртăва 5—6 команда тăратнă, çав шутра: «Эмитрон», «Комсомольский совхоз», «Сельхозтехника», «Динамо», «Сельэнерго», «Мелиорация» командăсем. Хăш-пĕр турнирсенче Комсомольски вăтам шкулĕн, райпон «Автомобилист» командисем мĕнле вылянине халĕ те ас тăватпăр.
Командăсем ун чухне районти чемпионатсенче малти вырăнсене тухассишĕн питĕ вăйлă тупăшнă. Чемпион ятне тата район кубокне чылай чухне «Гигант» колхозăн тата район центрĕн командисем тивĕçнĕ. Район ша-йĕнче пилĕк турнир иртнĕ: район чемпионачĕпе район кубокĕ, «Ылтăн кĕркунне» кубок, «Россия» колхозăн Çĕнтерÿ кунне халалланă кубокĕ, майăн 1-мĕшне халалланă мини-футбол турнирĕ.
Чи пĕлтерĕшли çакă: вăйлă чемпионат пулсан районăн пĕрлештернĕ команди те вăйлă пулать. Çак çулсенче пĕрлештернĕ командăн йышĕ тĕпрен улшăннă, команда палăрмаллах çамрăкланнă. Вăл республика шайĕнчи турнирсене — Чăваш Республикин кубокне, ял районĕ-сем хушшинчи Чăваш Республикин кубокне, республика шайĕнчи «Ылтăн кĕркунне» кубока тата ыттисене те — яланах хутшăннă.
70-мĕш çулсен вĕçĕ пĕрре-мĕш çĕнтерÿсемпе те палăрнă. 1979 çулта ЧАССР Министрсен Канашĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорт комитечĕ çывхарса килекен Çуллахи XXII-мĕш олимпиада /1980 ç./ ячĕпе республикăри районсем хушшинче футбол вăййипе пĕрремĕш тата пĕртен-пĕр ял олимпиади йĕркеленĕ. Малтан вăйăсем зонăсенче иртнĕ. Вĕсенче çĕнтернисем /Комсомольски, Шупашкар, Вăрнар тата Патăрьел районĕсем/ финал турнирĕнче Патăрьел районĕнче тĕл пулнă. Хĕрÿ те йывăр тупăшура пирĕн район команди республика шайĕнчи ял олимпиадин çĕнтерÿçи пулса тăнă.
80-мĕш çулсен пуçламăшĕнче район командине, республика турнирĕнче çĕнтернине кура, Горьки облаçĕнчи Первомайск хулине Атăл çинчи зонăри турнира хутшăнма янă. Унта хăйсен регионĕсенче мала тухнă 9 команда хутшăннă: Иваново, Владимир, Горьки, Калинин, Орел, Рязань облаçĕсен, Чăваш, Тутар, Калмăк Республикисен командисем.
Районăн пĕрлештернĕ командинче 10-шĕ «Гигант» командăран пулнă. Вĕсем: Алексей Волков, Володя Яковлев, Николай Максимов, Владимир Гладков, Михаил Кузнецов, Николай Смирнов, Сергейпе Владимир Ванюшкинсем, Владимирпа Сергей Грачевсем. Тепĕр 4 футболист: Евгений Тихонов, Василий Мамин, Николай Мамуткин тата Анатолий Хораськин — район центрĕнчен пулнă. Ялта шăпах хĕрÿ ĕç вăхăчĕ пулнăран районти хăш-пĕр вăйлă футболистсем турнира хутшăнма пултарайманнипе команда пĕчĕк составпа ăмăртăва кайнă. Çакă турнир вăхăтĕнче йывăрлăхсем кăларса тăратнă. Спортсменсене турнира кайма укçа-тенке пĕтĕмпех «Гигант» колхоз панă, транспорт хатĕрне те вăлах уйăрнă /хуçалăха ун чухне Г.Ф.Волков ертсе пынă/.
Командăсене икĕ ушкăна пайланă. Эпир 5 командăран тăракан ушкăнра вылярăмăр: 1 вăйăра çĕнтертĕмĕр, 2 вăйăра никам та мала тухаймарĕ, тепĕр вăйăра вара выляса ятăмăр. Çапла пирĕн район команди 4-мĕш вырăн йышăнчĕ. Вырăнти «Темп» команда çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Ку команда питĕ вăйлă пулнă, Шупашкарти «Энергия» тата Хусанти «Рубин» командăсемпе пĕрле вăл Раççей чемпионачĕн 2-мĕш лигине те хутшăннă. Командăри 3 вăйăçă спорт мастерĕ-сем пулнă.
Çак турнира хутшăнни районăн пĕрлештернĕ командине аталантарма пулăшнă, паха опыт пулса тăнă.
Командăн черетлĕ пысăк çитĕнĕвĕ 1982 çулта пулнă. Вăл ял районĕсем хушшинчи Чăваш Республикин Кубокне тивĕçнĕ. Çак турнира команда пĕрре мар хутшăннă, Шупашкарти «Текстильщик» стадионра иртнĕ ăмăртура — 2-мĕш, Комсомольскинчи стадионта йĕркеленĕ тупăшура 3-мĕш вырăнсене тивĕçме пултарнă.
Кашни çулах район команди Чăваш Республикин Кубокне хутшăннă. Район çыннисем, уйрăмах район центрĕнче пурăнакансем, республикăн аслă лигин командисемпе, çав шутра «Волга», «Текстильщик», «Локомотив», «Рубин», «Трактор» командăсемпе иртнĕ тупăшусене халĕ те асра тытаççĕ.
Районти ытти командăсене те палăртса хăварас килет. Комсомольскинчи шалти ĕçсен пайĕн «Динамо» команди «Динамо» республика обществин Кубокне тивĕçнĕ /организацин начальникĕ Р.Б.Шигапов, команда ертÿçи Г.Г.Ракчеев/. «Мелиорация» команда çак отрасльти командăсем хушшинче республикăра 2-мĕш вырăн йышăннă /ертÿçи — В.М.Федоров/.
Юлашкинчен асăннă тапхăрта районăн пĕрлештернĕ командинче вылянă ытти футболистсене те палăртса хăварас килет. «Гигант» командăран: Владимир Воронов, Геннадий тата Василий Максимовсем, Олег Волков, Вячеслав Кольцов, Николай Волков, Леня Краснов, Василий Котов, Станислав Гладков, Геннадий Кузнецов, Сергей Тимофеев, Алексей Ефремов; райцентрти командăсенчен: Вячеслав Платонов, Юрий Тихонов, Олег Венедиктов, Олег Индюков, Александр Афки, Михаил Буслаев, Юрий Боровков, Валерий Николаев, Рафаэл Фасхутдинов, Олег Токмаков, Владислав Илларионов; «Россия» командăран: Валерий Волков, Олег Дьяконов, Николай Александров, Сергей Ясмуков; ытти командăсенчен: Морис Андреев /»Заря» колхоз/, Ремис Мансуров /»Дружба» колхоз/, Марат Багаутдинов, Владимир Захаров /»Красный Октябрь» колхоз/.
Н.МАКСИМОВ,
В.ГЛАДКОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code