Лайăх вĕрентĕр тесен

Лайăх вĕрентĕр тесен

Кашни ашшĕ-амăшĕ ачисем лайăх вĕренсен, тăрăшуллă та активлă пулсан, паллах, савăнать. Анчах та шкула кайма пуçласан пурин те йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ. Пĕрисем вĕсене çăмăллăнах парăнтараççĕ, теприсен вара чăрмавсем пулаççех. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн питĕ чăтăмлă пулмалла.
Ача шкула кайма хатĕррине кăтартакан тĕп паллă — вăл тĕрĕс, лайăх калаçни. Çуралсанах ача тĕрлĕ сасăсене илтет, вĕсене уйăрма хăнăхать. Майĕпен вăл аслисен калаçăвне ăнланма пуçлать, хăй те уйрăм сăмахсем калама пикенет. Пепкен калаçăвне аталантарма кĕске сăвăсем, юрăсем пулăшаççĕ. Вĕсем тĕрлĕ сасăсене евĕрлеме хавхалантараççĕ. Унсăр пуçне пĕр сасăсене, пĕр сăмахсене темиçе хутчен калани сасăсен ăнкарăвне аталантарать, сăмахсемпе сăмах çаврăнăшĕсене ас туса юлма пулăшать. Çавăнпа та пепкене çывăрттарнă чухне юрăсем юрламалла, тĕрлĕ сасăпа, тĕрлĕ интонаципе сăвăсем каламалла.
Унсăр пуçне тепĕр йывăрлăх çинчен те манмалла мар. Чылай чухне ачасен сасăсем тĕрĕс тухмаççĕ. Шкула кайма вăхăт çитнĕ çĕре ачана сасăсене тĕрĕс калама вĕрентмелле, унсăрăн вăл сăмахсене çырнă чухне те йăнăшсем тăвĕ. Хăш-пĕр чухне пĕчĕккисем янăравлă тата янăравсăр, хытă тата çемçе сасăсене пăтраштараççĕ, чăшлатакан, шăхăракан сасăсене уйăраймаççĕ. Çак самантсем çине вăхăтра тимлĕх уйăрас пулать.
Çавăнпа та енчен те эсир ача сасăсене тĕрĕс мар каланине асăрхарăр пулсан, логопед патне кайма васкăр. Ку питĕ кирлĕ.
Т.ГЕРАСИМОВА,
Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи учитель-логопед.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *