Вторник, 23 апреля

«Урмайсем» — виççĕмĕшсем

«Урмайсем» — виççĕмĕшсем

Нумаях пулмасть Мускавра мини-футбол вăййин Раççейри чемпионачĕ иртнĕ. Çак турнира пурĕ регионсенчи 16 команда хутшăннă. Вĕсен шутĕнче районти «Урмай» команда та ăмăртура тупăшнă. Вăл район чысне чăннипех çÿлти шайра хÿтĕленĕ. Пĕрремĕш турта «Урмай» команда «Юность» ушкăна 8:1 шутпа çĕнтернĕ. Иккĕмĕш турта вара «Спорт волна» командăна 2:3 шутпа выляса янă. Виççĕмĕшĕнче — 5:3 шутпа «Бавария ДБСсене» çĕнтернĕ.
Шăпа янă хыççăн «Урмайсен» 1/8 финалта «Альстромсемпе» выляма тивнĕ. Çамрăксем 3:0 шутпа çĕнтернĕ. 1/2 финалта «Хараба» командăна 1:3 шутпа выляса янă. Палăртса хăвармалла, «Хараба» команда чемпионат çĕнтерÿçи пулса тăнă. Виççĕмĕш вырăншăн «Спорт волна» командăпа выляса 7:3 шутпа çĕнтерме вăй çитернĕ. «Урмайсем» тăван тăрăха виççĕмĕш вырăн йышăнса бронза медальсемпе, Кубокпа таврăннă.
Команда капитанĕ Ринат Рахимзянов Раççей шайĕнчи ăмăртăва кайса килме спонсăрла пулăшу кÿнисене чĕререн тав тăвать. «Пĕр-пĕрне алă парса пулăшни яланах кирлĕ. Акă эпир те спонсорсем пуртан Раççей шайĕнчи ăмăртăва хутшăнтăмăр. Тавах», — тет Ринат. Кунта, паллах, Фидаил Рахимзянов тренерăн тÿпи пысăк. Вăл спортсменсене тивĕçлĕ шайра хатĕрлеме пултарнă.
А.МАТРОСОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *