Кĕркунне çитĕнтернĕ тухăçа пуçтарнă тапхăрта пушарсен шучĕ нумайланать. Вăрманта хĕрлĕ автан алхасас хăрушлăх та ÿсет. Нумай чухне çынсем, хуçалăха мĕнле сиен кăтартма пултарни çинчен шутламасăр, хуралтăсем çумĕнчех типнĕ авăрпа хăрнă туратсене тата çÿп-çапа çунтараççĕ. Çийĕнчен çанталăк çиллĕ пулсан — вут-çулăм кĕске вăхăтрах пысăк лаптăка ярса илсе шар кăтартма пултарать. Тата пушар сÿнтересси те çăмăл мар.
Пушар вăхăтĕнче мĕн чухлĕ çын вилет, сусăрланать, кил-çуртсăр тата пурлăхсăр тăрса юлать. Çунакан курăксемпе çÿп-çап тĕтĕмĕ сывлăша наркăмăшлантарать, сывлама чăрмантарать. Çакă уйрăмах ÿпке чирĕсемпе чирлекен çынсене нушалантарать.
Пурăнакан вырăнта, вăрманта пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăсакансене административлă майпа явап тыттараççĕ.
Хисеплĕ ял-йыш, типнĕ çĕрулми авăрĕсене ан çунтарăр! Вĕсене тислĕк купи çине пуçтарса хурсан пĕрре пурлăхăр пушартан упранĕ, тепре çитес çул валли тăпрана пулăхлатмалли хатĕр удобрени пулать. Вут-çулăмпа асăрхануллă пулăр!
Пушар тухнине сиссен тÿрех «01», «101», «112» номерсемпе шăнкăравлăр.
В.ДАВЫДОВ,
районти пушар надзор уйрăмĕн начальникĕ.