Раççей шайĕнче – призер

Раççей шайĕнче – призер

Августăн 28—29-мĕшĕсенче Севастополь хулинче уçă шыв çинче шыв çăлав спорчĕпе Раççей шайĕнчи ăмăрту иртнĕ. Унта Раççейĕн тĕрлĕ субъекчĕсенчен чи вăйлă спортсменсем пуçтарăннă. Вĕсем хушшинче районти ачасемпе çамрăксен «Кĕтне» спорт шкулне çÿрекенсем те пулнă.
Ăмăртăва хутшăнакансем тĕрлĕ енлĕн тупăшнă: чупнă, ишнĕ, çăлав пиçиххийĕсемпе çыхăнса финиша мала çитессишĕн ăнтăлнă тата ытти енпе те пултарулăхне кăтартнă.
2004—2009 çулсенче çуралнă хĕрачасен ушкăнĕнче пирĕн спортсменкăсем ăмăртнă. Александра Мамуткина Раççей шайĕнче 3-мĕш вырăна тухма пултарнă. Элина Тумаланова призерсен шутне кăшт çеç кĕреймен — 4-мĕш вырăна тухнă. Çăмăл мар тупăшура малтисен шутне кĕме пултарнă хĕрачасене чун-чĕререн саламлатпăр. Кунта, паллах, вĕсен тренерĕн Н.С.Сахровăн тÿпи те пур. Вăл хăйĕн вĕренекенĕсене тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнма явăçтарать, пултарулăхне аталантарма пулăшать.
Сентябрь варринче пирĕн спортсменкăсене Санкт-Петербургра иртекен тинĕс многоборйинче кĕтеççĕ. Унта та вĕсене район, Чăваш Ен чысне çÿллĕ шайра хÿтĕлеме сунатпăр.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *