Пятница, 19 апреля

«Пĕрле. Вместе» тени пирĕншĕн питĕ хаклă

«Пĕрле. Вместе» тени пирĕншĕн питĕ хаклă

Чăваш халăх çыравçи, Чăвашсен обществăпа культура центрĕн ертÿçи, Чăваш Республикин Писательсен союзĕн правленийĕн председателĕ М.Н.Юхма Чăваш Республикин 2025 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине хаклани.
Олег Алексеевич Николаев нумаях пулмасть Чăваш обществăпа культура центрĕнче пулса курчĕ. Эпир Чăваш Республикин Писательсен союзĕпе пĕрле кăларнă кĕнекесене хăй вĕренсе тухнă Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕнĕ Атай ялĕнчи шкула та парнелерĕ. Кĕнекесене парнелеме пĕрле кайрăмăр. Шкул ачисемпе, вĕрентекенсемпе питĕ лайăх тĕл пулу ирттертĕмĕр. Олег Алексеевич шкул ачисемпе, учительсемпе калаçни, вĕсене итлеме пĕлни мана питĕ савăнтарчĕ.
Вăл чăнласах та кашни çынна итлеме, унпа калаçма пĕлет. Хăй сăмах панине нихăçан та манса каймасть. Çакă Олег Алексеевич чăн-чăн этем, шанчăклă çын пулнине пĕлтерет. Эпĕ — çыравçă, çавăнпа мана вăл тăван культурăна, юратнă тăван чĕлхене аталантарас тесе тăрăшни питĕ савăнтарать. Акă, нумаях пулмасть эпир, культура ĕçченĕсем, унпа тĕл пулса калаçрăмăр. Эпир хамăр чуна ыраттаракан самантсем çинчен каланине вăл питĕ тимлесе итлени, пире ăнланма тăрăшни хытах сисĕнчĕ. Эпир çĕкленĕ ыйтусем пирки вăл питĕ ăнланса калаçни пире пурсăмăра та савăнтарчĕ, шанчăк пачĕ.
Олег Алексеевич пĕтĕм халăх валли çĕкленĕ лозунг та, «Пĕрле. Вместе» тени, пирĕншĕн питĕ хаклă. Чăнласах та вăл пире пурсăмăра та шанать, пĕрле ĕçлеме чĕнет. Акă, тепĕр пысăк ĕç палăртнă, çитес пилĕк çул валли регионăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли документа тишкерер. Мĕн чухлĕ ырă шухăш унта! Тата çав çырса кăтартнă ырă шухăшсене ĕçе кĕртес тесе вăл пĕтĕм вăйне хурса тăрăшать. Эпир çакна кашни кун куратпăр та, туятпăр та.
«Вăрçă ачисем» тĕлĕшпе тунă ĕçсем те мана питĕ савăнтарчĕç. Эпĕ те «вăрçă ачи». Ялта ÿснĕ. 6 çултан пуçласа колхоз ĕçне хутшăннă, пучах пуçтарнă, çум çумланă, кĕлте йăтнă… «Вăрçă ачисемшĕн» тăрăшни, вĕсене хисепе хуни — тăван халăхшăн тăрăшниех. Тавтапуç, Олег Алексеевич, сире çакăншăн.
«Сурский рубеж». Аннесем, аппасем, аслăрах пиччесем çĕрне-кунне пĕлмесĕр унта ĕçленĕ. «Сурский рубеж» вăл Сăр шывĕ хĕрринче ĕçлени кăна мар, аяккарахри ялсенче, сăртлă вырăнсенче окопсем чавни, хÿтĕлев вырăнĕсем туни. Пирĕн ялта кăна, Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче, 20 ытла окоп чавнăччĕ. Эпĕ çуралса ÿснĕ урамра çичĕ окоп пулнă. Çавсенче ĕçленĕ çынсем пурте хисепе, чыса тивĕçрĕç. Куншăн та эпир ăна тав тăватпăр.
Олег Николаев тăрăшнипе эпир коронавирусран та питĕ вăхăтлă хÿтĕленме пултартăмăр.
Малтанхи хуçасене пула, ним шутламасăр, китайсене çĕр парса иртĕхтернине вăл тăрăшнипе чарни те мана савăнтарать. Пирĕн ахаль те çĕр сахал. Астăватăп-ха, çĕр çитменнипе мĕн чухлĕ халăх Çĕпĕре, Алтая, Çурçĕр Казахстана куçса кайрĕç. Олег Николаев çак «Сычуань-Чувашия» текен ĕçре йĕрке тума тытăнни вăл тăван халăхшăн тăрăшниех.
«Ял ипотеки» проект та халăхшăн тăвакан ĕç. Пирĕн епле пулсан та ялсене аталантарас пулать, халăх ялсенчен тарассине пĕтересчĕ. «Ял ипотеки» проект пире шкулсене упраса хăварас енĕпе те пулăшасса эпĕ питĕ шанатăп. Шкулсене пирĕн епле пулсан та упрамалла. Шкул пĕтсен — ял пĕтет, ял пĕтсен — халăх пĕтет.
Олег Николаев халăх сывлăхне упрас тĕлĕшпе ĕçлени те мана питĕ савăнтарать.
Çакăн пек ырă ĕçсем унăн нумай. Тепĕр хут хушса калатăп: ертÿçĕ хăй каланине, сăмах панине нихăçан та манмасть, кашни ырă ĕçе вĕçне çитерме тăрăшать. Ку вăл çыннăн чи лайăх, чи ырă енĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *