Ачасене шкула кайма пулăшаççĕ

Ачасене шкула кайма пулăшаççĕ

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви çумĕнчи Обществăлла канаш представителĕ Хайдар Сафиуллин, районти муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекторĕ Рева Жукова тата уйрăм çумĕнчи обществăлла канаш членĕ Оксана Григорьева Раççей шайĕнчи «Вĕренме кайма пулăш» акцие хутшăнса Çĕнĕ Шăхран ялĕнче пурăнакан нумай ачаллă Тимкинсен çемйинче пулчĕç. Çак çемьере çитĕнекен ачасенчен виççĕшĕ Пĕлÿ кунĕнче парта хушшине лараççĕ. Общественниксем ачасене шкула кайма мĕн кирлине, тум-тирпе атă-пушмак виçисене пĕлсе илсе килнĕ. Унсăр пуçне ачасене тата пылак парнесемпе савăнтарчĕç.
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *