Депутат ял çыннисемпе курнăçрĕ

Малтанах вăл райпон «Хлебозавод» ООО ĕçĕпе паллашрĕ, коллективпа тĕл пулса ĕçлекенсен ыйтăвĕсене хурав пачĕ, хальхи вăхăтра çÿлерех асăннă партин членĕсем Патшалăх Думинче пенсие тухмалли унчченхи срока каялла тавăрас тесе ыйту çĕкленине палăртрĕ. Ку, паллах, пурне те пырса тивекен ыйту, итлекенсем çакна ырларĕç.
Кайран Игорь Юрьевич «Восток» ЯХПКра йĕтем çинче ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕ, ял çыннисене хумхантаракан ыйтусем çине хурав пачĕ, хуçалăх ертÿçине В.Михеева çитес суйлава ăнăçлă хутшăнма ыр сунса хăварчĕ.
Районтан кайиччен депутат çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе те йышăнчĕ. Çав шутра Н.С.Морозов, Н.В.Иванов ялта ĕçленĕ механизаторсене çăмăллăхсемпе тивĕçтерес тата ял çыннисене çĕр лаптăкĕсене каялла тавăрса парас ыйтусене çĕклерĕç. Игорь Юрьевич вĕсене пулăшма шантарчĕ. Районти ĕçлĕ тĕлпулусем тивĕçлĕ шайра иртсе кайрĕç.
Г. ДЛИНОВ,
И.Моляков депутатăн пулăшаканĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *