Умра — çĕнĕ вĕренÿ çулĕ

Умра — çĕнĕ вĕренÿ çулĕ

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Уйрăмах пĕлÿ çурчĕн алăкне пĕрремĕш хут уçса кĕрекенсем çак куна тахçанах кĕтнĕ ĕнтĕ. Çĕнĕ шкул форми тăхăнма, илемлĕ чечек çыххи тытса шкул урати урлă каçма, юлташсемпе тĕл пулма вăхăт çитрĕ те. Анчах та кăçалхи вĕренÿ çулĕ ытти çулсенчен уйрăлса тăрĕ.
«2020—2021 вĕренÿ çулĕнче районти шкулсенче 2694 вĕренекен парта хушшине ларĕç, вĕсенчен 257-шĕ пĕрремĕш класа килмелле. Коронавирус инфекцийĕ сарăлас хăрушлăха сирес тĕллевпе вĕренÿ процесне йĕркелеме Роспотребнадзор сĕннĕ çĕнĕ санитари правилисене пур вĕренÿ организацийĕсенче те пăхăнма тивĕç. Çавна май сентябрĕн 1-мĕшне, Пĕлÿ кунне, шкулсенче епле йĕркелессине шкул директорĕсем палăртаççĕ. Маска режимĕ учительсемпе шкул ĕçченĕсемшĕн тата ашшĕ-амăшĕсемшĕн çирĕп пулĕ», — пĕлтерчĕ район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Голыев.
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн директорĕ Ирина Соловьева пĕлтернĕ тăрăх, сентябрĕн 1-мĕшне шкулта кашни класрах уйрăммăн ирттерме йышăннă. Нĕркеç вăтам шкулĕнче Пĕлÿ кунне яланхиллех йĕркелеме йышăннă. Тукай Мишер вăтам шкулĕнче 1-мĕш тата 11-мĕш классемшĕн уяв линейки иртĕ.
Çавăн пекех çак кун районти шкулсенче, Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнĕ май, Паттăрлăх урокĕсем иртĕç.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *