Пятница, Декабрь 4

Уй-хирте

Уй-хирте

Районти хуçалăхсем августăн 27-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 9057 гектар çинчен вырса кĕртнĕ.
Çав шутра «Урожай» колхозра — 1140 гектар, «Труд» ЯХПКра — 653 гектар, «Луч» ЯХПКра — 636 гектар, «Дружба» ЯХПКра 540 гектар çинче çитĕннĕ тĕш-тырра пуçтарса йĕтем çине турттарнă. Пурĕ 28174,5 тонна тухăç илнĕ. Хальлĕхе вăтам тухăç кашни гектартан 31,1 центнерпа танлашать.
Хăш-пĕр хуçалăхсем пикенсех кĕрхи культурăсене акаççĕ. Августăн 27-мĕшĕ тĕлне ку ĕçе районĕпе 776 гектар çинче пурнăçланă, çав шутра 642 гектар кĕрхи тулă, 134 гектар кĕрхи ыраш акнă.
Районти хуçалăхсем пурĕ 1694 гектар çинче çĕртме тунă.
К.ГИМАЛЬТДИНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code